Моргаушский муниципальный округ

Пĕтĕм чăвашсен спорт олимпиадинче

 

Июнĕн 18-20-мĕшĕсенче Шупашкарта пĕтĕм Чăваш Республикинчи спорт олимпиади пулса иртрĕ. "Олимпийский" стадиона республикăри кашни районпа хуларан  25 команда пуçтарăнчĕ.  Пирĕн район делегацийĕнче 30 ытла спортсмен пулчĕ. Олимпиадăна уçнă май пурне те ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А. Гапликов саламларĕç, ăмăртусенче çитĕнÿсем сунчĕç.

Ăмăртусем вара 12 тĕслĕ пулчĕç. Пирĕн район спортсменĕсем  вĕсенчен 11шне ("Урамри баскетбол" вăййа выляман) хутшăннă. Уйрăмах çак результатсене палăртса хăвармалла.

Лапталла выляссипе арçынсен команди 2 вырăн, "городки" вăйăра 6 вырăн çĕнсе илчĕç. Волейболла, сĕтел çи теннисла выляссипе вара арçынсем 7 вырăнта пулчĕç.

Хĕрарăмсен команди те сĕтел çи теннисла выляссипе 7 вырăнтан чакмарĕ. Шывра ишессипе вара М. Столбова финиша улттăмĕш çитрĕ. "Дарц" вăйăра та çитĕнÿ турăмăр. Н. Иванова (район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата халăх сывлăхне çирĕплетессипе ĕçлекен пай инструкторĕ) 2 вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

Арçынсем кире пуканне йăтассипе ăмăртрĕç. 90 килоран пысăкрах виçе категорийĕнче кирпĕч заводĕнче водительте вăй хуракан В. Степанов 2 вырăн йышăнчĕ. Çемье командисен ăмăртăвĕнче вара пирĕн район команди çиччĕмĕш пулчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 июня 2004
00:00
Поделиться
;