Кунта никама та кичем мар
. Вĕрентÿпе культура объекчĕсем пĕр çуртра вырнаçнин сăлтавĕсем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен пулĕ.Муркаш районĕнче çак пулăма ятарласа тытса пыма тăрăшаççĕ.Çакăн йышши центрсем пысăк,усăллă ĕç пурнăçланине питĕ лайăх ăнланаççĕ кунта .Эпир те вĕсенчен пĕрне-Юнкăрине çитсе куртăмăр.Вăл Юнкă ял администрацийĕн учрежденийĕ шутланать .Капмар та хăтлă çуртра культура çурчĕ,библиотека,вăтам шкул вырнаçнă.Çичĕ нянькăллă ача хуçасăр теççĕ те ваттисем,анчах Юнкăри вĕрентÿпе культура учрежденийĕ пирки апла калаймăн.Ун çывăхне пырсанах кунта тирпей-илем,йĕркелĕх хуçаланнине туйса илетĕн.Каникул вăхăтĕнче ĕçпе кану лагерьне çÿрекен ачасем чечек йăранĕсене çум курăкран тасатса тирпейлетчĕç,ытти ĕçе пурнăçлатчĕç.
Вĕрентÿпе культура центрĕ Юнкă,Елкино,Юнкăпуç ялĕсемпе Коминтерн,Пĕрремĕш май выççăлкăсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене те вĕçертмест.Культура çуртĕнче художество пултарулăх коллективĕ,ветерансен хорĕ ĕçлет.Вĕсен илемлĕх ертÿçи-ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Б. Ягунов.Меркурий Борисович нумаях пулмасть 65 çул тултарнă,культура çуртĕнче хăйĕн пултарулăх каçне ирттернĕ.Унта парнеленĕ чечек çыххисем те чĕп-чĕрехчĕ-ха,уяв каçĕ валли хатĕрленĕ стендсем те вырăнтахчĕ.Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем хăйсем кăна мĕн пысăкăш лаптăк йышăнаççĕ,тĕрлĕ çулсенчи пултарулăхушкăнĕсемпе ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксем тата мĕн чухлĕ... Меркурий Борисовичпа хăйĕнпе те тĕл пулса калаçрăмăр.14çулта пуçласа районти ĕçпе юрă уявĕн хорне хутшăннă арçын ачан малашлăхĕ çавăнтанпа юрă-кĕвĕ тĕнчипе çыхăннă.1957-мĕш çулта республикăри баянистсен курсне пĕтернĕ.Часах пĕлÿ çителĕксĕррине туйса илнĕ те Шупашкарти музыка училищине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ.Çав тапхăрта клубсенче те ĕçленĕ,шкулсенче музыкăна та вĕрентнĕ,Муркашри музыка шкулĕн директорĕ те пулнă.Каярах вара Юнкăна куçнă,шкулта та,клубра та вăй хунă.Çавăнпа ăна аслисемпе те,ачасемпе те пĕр чĕлхе тупма çăмăл.
Шкулпа культура çурчĕ пĕр çивитти айĕнчех,вĕрентекенсен пысăк пайне пултарулăх коллективне явăçтарнинчен ним тĕлĕнмелли те çук пулĕ.Эпир унта пынă кун та вĕрентекенсем шкултахчĕ.Меркурий Борисович баян туртса кăларчĕ çеç,пĕтĕм шкул юрласа ячĕ.Унашкал уçă саслă юрăçсемпе нихăçан та намăс курмăн.Çак сăмахсене ахаль каламастăп.Районти смотра хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухнă Юнкăсем. Меркурий Борисович хăй те юрă кĕвĕлет.Вăл ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ çеç мар,тава тивĕçлĕ ĕçченĕ .Профессионал артистсем те шăрантараççĕ ун юррисене.Тĕслĕхрен,В.Раймовăн репертуарĕнче Ягунов кĕвĕленĕ»Лараясчĕ атте кĕрекине»,»Пурнăç илемĕ-юрату»юрăсем.С.Бубновăпа Р.Шикирова- «Эс çуралнă кун»,А. Краснова «Юрла тăван»,»Ай,пахчи,хăмла пахчи»юрăсене шăрантараççĕ.
Меркурий Борисовичăн хĕрĕ Людмила та ашшĕ пекех искусство çулне суйласа илнĕ.Хореограф вăл.Таçта инçетре мар,унпа юнашарах ĕçлет.Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн филиалĕ Юнкăра та уçăлнă,шăпах çавăнта ăс пухакансене илемлĕ ташлама вĕрентет.Унăн çамрăк ташăçисем икĕ хутчен республика лауреачĕсем те пулнă.Унсăр пуçне вĕрентÿпе культура центрĕнче баянистсен,шашкăпа шахмат,çамрăк туристсен,ал ĕç ăстисен кружокĕсем ĕçлеççĕ.Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче кунта тĕслĕх библиотека уçăлнă.ЧР Культурăпа национальноçсен министерстви ăна компьютерпа,принтерпа,сканерпа,видео-аудио аппаратура комплекчĕпе,модемпа,тĕспе кăтартакан телевизорпа,музыка центрĕпе тивĕçтернĕ.Библиотека фондĕнче 24694кĕнеке,унта 823 çын вулама çÿрет,çав шутра 445-шĕ-ачасемпе çамрăксем. Библиотека ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ.Вĕсенчен пĕри-çитĕнекен ăрăва гражданпа патриот воспитанийĕ Парасси.Темиçе çул ĕнтĕ кунта»Пулас патриот»клуб ĕçлет.Çак тĕллевпе библиотекарьсем литература каçĕсем,çарпа патриот вулавĕсем,истори урокĕсем ирттереççĕ.Кĕçĕн çултисем валли «Çамрăк библиотекарь» клуб йĕркеленĕ.
Юнкăри вĕрентÿпе культура центрне çÿрекенсенчен нихăшĕнчен те:»Пире кунта кичем»,-тенине илтеймĕн.Тарăн пĕлÿ илме пур услови те çителĕклĕ.Юрлас,ташлас килет-и,тархасшăн, Ягуновсем,ашшĕпе хĕрĕ,сире яланах хаваспа йышăнаççĕ пултарулăх ушкăнĕсене.Тĕслĕх библиотекăра вара,унти фондри кĕнекесемпе паллашма май пуррипе пĕрлех,тĕнчери вун-вун вулавăша,музее тата ытти те «çитсе курма» пулать.