Моргаушский муниципальный округ

Хваттер тÿлевĕсен парăмĕсене чакарма

  Районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятисем çынсене пурăнма кирлĕ условисем тума тăрăшса вĕсене тĕрлĕ пулăшусем параççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçал район администрацийĕн капиталлă строительствă тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне тĕрлĕ ыйтусемпе пыракансен хисепĕ чакнă. Çынсен тĕп ыйтăвĕсем шыв пăрăхĕсене улăштарассипе  тата çуртсен çивиттийĕсене юсассипе çыхăннă. Кăçалхи 11 заявкăран 9-шне пурнăçланă та ĕнтĕ, çуртсен çивиттийĕсене юсама план-график хатĕрленĕ.

Анчах та çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕ çынсен хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлессин парăмĕсене чакарассипе çине тăрса ĕçлет. Хваттерте пурăнакансене вĕсен мĕн чухлĕ тÿлемелли пирки кашни уйăхрах пĕлтерсе тăратпăр. Ку енĕпе прокуратура тата миравай судья пулăшăвĕпе те усă куратпăр. Кăçалхи июнĕн 1-16-мĕшĕсенче пирĕн пай суд урлă парăмсене шыраса илме 55 заявлени тăратнă, ку вăл пĕтĕмпе 396814,77 пин тенкĕлĕх пулать. Çав шутра пени виçи - 32762,16 тенкĕ. 2003 çулхи майăн 6-мĕшĕнчи 52-Ф3 № Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн вăхăтра тÿлемен пулсан пени виçине кашни куншăн парăмăн 1-300 пайĕ чухлĕ илеççĕ. Ку ĕçе парăмлисем енĕпе малалла та çирĕп пурнăçласа пырăпăр. Унсăрăн май çук.



21 июня 2004
00:00
Поделиться