Эрехĕн хăвачĕ çĕçĕ тыттарать!
Эх, çав эрех вăл! Хăватлă-тăк хăватлă. Ара, урăлла пĕр-пĕрне чăтма пултарайман çынсем те черкке хыççăн черкке пĕрле ÿпĕнтерсен ыталансах юрлама пуçлаççĕ. Е пачах тепĕр майлă: чи çывăх çынсем те пĕр-пĕрин çине кашкăр пек сиксе ÿкме пултараççĕ.
Елшик ялĕнче те, ав, 40 çулсенчи ик арçын те эрех стаканне пайласа пĕтереймен вара; Пĕри теприне çĕçĕпе чаш! тутарнă. Юрать-ха, медицина ĕçченĕсем вăхăтра операци туса çăлса хăварнă лешне.
Ме-е-ек! Шашлык туса ан çийĕре-е-ех!
Çулла çитрĕ çа-ав! Вăрманта симĕс курăкран "çĕленĕ" кавир те хулăнланчĕ. Шашлыка каяс килекен кăмăл çуралать çав кун пек чух. Ашне илме кĕсьере чăшăл-чăшăл тăвакан укçи çук пулсан, мĕн тумалла;
- Каймалли çук вăрмана, - тейĕн эсĕ, вулаканăм. Кун пек эсĕ çеç калатăн çав. Теприсем, ав, ним мар ют сурăхсене çавăтса каяççĕ. Çавăн пек услапсене пула, ав, июнĕн 10-мĕшĕнче Чамăшра пĕр çемье 2 сурăхпа пĕр путексĕр юлнă. Шашлык мухмăрĕ тухса пĕтиччен "капкăна" çакланччăрах, лешсем.