Моргаушский муниципальный округ

Хура автомашина çапса хăварнă

 

Районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ хура тĕслĕ ВАЗ-2106 е ВАЗ-2103 автомашинăна шырать. Сăлтавĕ вара акă мĕнре. Кăçалхи июнĕн 6-мĕшĕнче 3 сехет иртсен Лантăгш ялĕ патĕнче асăннă автомашина çуран çÿрекене çапса хăварнă та тарнă. Инкек тÿсекенĕ - 1988 çулта çуралнă Л.С. Ильина. Ăна, аманнăскере, районти тĕп больницăна илсе çитернĕ.

Кам та кам хура тĕслĕ ВАЗ-2106 е ВАЗ-2103 автомашинăна (сылтăмри бамперĕ лапчăннă, çавăн пекех хыçалтине кăтартмалли сылтăмри тĕкĕрĕ те çук) курать, çакăн çинчен районти шалти ĕçсен пайне 2-16-67 е 02 телефонпа пĕлтерме ыйтатпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
09 июня 2004
00:00
Поделиться
;