Моргаушский муниципальный округ

Салтака 1 çуллăха

Раççей оборона министрĕ Сергей Иванов 2008 çултан çар сужбинче тăрассине 1 çулталăкчен чакарасси çинчен пĕлтернĕ. Хĕçпăшаллă вăйсене çĕнетсе улăштарассипе юлашки çулсенче палăрăмлă утăмсем тунă. Малалла çарсене хутăшла майпа комплектлаççĕ. Призыв та сыхланса юлать, контракт та вăя кĕрет.

Çарсен ялан хатĕр пайĕсене кăна контракт çине куçараççĕ.

Призыва никам та пăрахăçлама шутламасть, тенĕ министр, ун пек тума патшалăхăн укçа çук. Самолетсене,шыв айĕн ишекен кимĕсене салтаксем мар, офицерсем тытса пыраççĕ, тенĕ вăл.

Халĕ салтака призывниксен 10 проценчĕ çеç каять. Малашне çак йыш ÿсессе шанаççĕ

"Çĕнтерÿ ялавĕ"
08 июня 2004
00:00
Поделиться
;