Ачасен кăмăлĕ тулчĕ
Ачасен кăмăлĕ тулчĕ
Июнĕн 1-мĕшĕ - Ачасене хÿтĕлемелли кун. Çакна асра тытса Чуманкассинчи вăтам шкулта та тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Уяв савăнăçлă линейкăпа уçăлчĕ. ачасене шкул директорĕ Ю.А. Ершов, директор çумĕ Л.Г. Ковалева саламларĕç, вĕренÿ отличникĕсене грамотăсем парса чыс турĕç, ăнăçусем сунчĕç.
Кайран вара ачасемшĕн савăнăçлă уяв пуçланчĕ. Шкул участокĕ станцисем çине пайланчĕ: интеллектуалсен станцийĕ, юрăçсен станцийĕ, ÿсен-тăрансене юратакан станцийĕ, спортсменсен станцийĕ т. ыт. те. 2-8 класс ачисем черетпе пĕр станцинчен тепĕр станцине çÿресе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, тивĕçлĕ балсем илчĕç. Тĕслĕхрен, художниксен станцийĕнче ачасен "Телейлĕ ачалăх" темăпа ÿкерчĕксем тума тиврĕ. Ÿсен-тăрансене юратакансен станцийĕнче хамăр тăрăхри курăксемпе чечексен ячĕсене тĕрĕс пĕлме тăрăшрĕç. Çак вăхăтрах кашни класс поварĕсем хăйсен тантăшĕсем валли кăвайт чĕртсе тутлă апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Яланахи пекех шкул ачасен куллипе янăраса тăчĕ. Çак кун вĕсен асĕнче нумайлăха тăрса юлĕ.
Юлашкинчен жюри членĕсем пĕтĕмлетÿ турĕç. Çăмăл мар кĕрешÿре 5 класс тивĕçлипех мала тухни паллă пулчĕ. "Ача-пăчана мул пармиччен ăс пама хушнă" - тенине аса илсе, учительсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: çакăн пек мероприятисене татах та ирттермелле, мĕншĕн тесен вĕсем ачасен кăмăл-туйăмне, ăс-хакăлне аталантараççĕ, вĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетеççĕ.