Моргаушский муниципальный округ

Пирĕн тăрăхри иçĕм

 
Пирĕн тăрăхри иçĕм
Сирĕн хаçата çулсерен çырăнса илетĕп, тавтапуçах сире пахча çимĕç ÿстерме, улма-çырла лартма вĕрентнĕшĕн, çакна ăнланмалла чĕлхепе çырса кăтартнăшăн.
Манăн ирга йывăçĕ çинчен пĕлес килет.
Л. Никифорова.
Çак пысăках мар йывăç пирĕн тăрăхра та тĕл пулать. Хăй тĕллĕн вара вăл Крымра тата Кавказра çитĕнет.
Ку йывăç вăрлăхран, хунавран тата тымартан ĕрчет. Пĕтĕмĕшле илсен 35 çул таран çимĕç пама пултарать. Чечекĕсем шурă, çимĕçĕ вара çаврака, сĕтеклĕ, сенкер-хурарах е хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ. Çимĕçĕ пылак, хуппи çÿхе. Типĕтсен вăл хăйĕн тутипе иçĕм çырлине аса илтерет. Лартсан 4-5 çултан çырла ÿстерме тытăнать.
Ирга çырлинче 10 процент таран сахăр, 1,1 процент органика йÿçекĕсем, çавăн пекех каротин (вăл унра хăмла çырлипе, хурăн çырлипе танлаштарсан виçĕ хут нумайрах) пур.
Ку çимĕçре С, В2 тата Р витаминсем, тĕрлĕ микроэлемент, пăхăр, кальци тупнă. Ирга çырли атеросклерозпа чирлесен питĕ витĕмлĕ пулăшать. Çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ: ăна типĕтсен те, сиплĕ витĕмĕ чакмасть. Унпа çавăн пекех варвиттине ерсен, шăл туни шыçсан усă кураççĕ. Халăх медицининче ирга çулçин вĕретнĕ шĕвекĕпе тĕрлĕ юхан-сурана сиплеççĕ.
Ирга çырли пĕрешкел пиçсе çитменнине шута илсе ăна çийĕнчех пухса пымалла. Çырласене вăхăтра татни кайăксем (уйрăмах çерçисем) иленесрен те сыхлать.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 июня 2004
00:00
Поделиться