Эрех преступлени тума хистет
Паллă ĕнтĕ, çыннăн çуралнă чухнех эрех ĕçес туйăм пулмасть. Малтанхи хут
эрех тутанса пăхсан, çыннăн йĕрĕнес туйăм çуралать. Çапах та мĕн хистет-ха хăш-пĕрисене эрех ĕçме; Шел пулин те, пирĕн пурнăçри лайăх е япăх ĕçсене "çумалли" сиенлĕ йĕрке пур. Çамрăк рабочи пĕрремĕш ĕç укçи илнĕ - хăналасса кĕтекен тусĕсем тÿрех тупăнаççĕ. Такам çĕнĕ япала туяннă, диплом илнĕ, отпуска тухнă - каллех черкке, черкке, черкке...
Ĕçкĕ сĕтелĕ хушшинче ларакан ашшĕ-амăшĕ час-часах ывăлне: "Ну, Петя, ĕçсе пар-ха!" - тесе йĕкĕлтесе, хăйсем чăтма çук йăнăш тунă пирки шухăшламаççĕ те. Вĕсем, пĕрремĕш хут йÿçĕ эрех сыпнипе чыхăнса кайфнă, хăранипе куçĕсене чарса пăрахнă пĕчĕк ачана курсан, ăш каниччен кулаççĕ: хăватлă эрех ачан пырне çунтарать, сывлăшне пÿлет. Çапла пĕрре, иккĕ пулать. Каярахпа вара, курса тăрăр, ача ĕçме хăех пырса ларать, хăех тултарса ĕçет. Ун пек ачашăн "пиллĕк" паллăпа вĕренекен, пĕрре чĕннипех киле таврăнакан, аслисем каланине итлекен ачапа интереслĕ мар. Вăл юлташĕсене хăйĕнчен чăрсăртараххисене, хăюллăраххисене, кĕсйинче яланах укçа пуррисене, укçа е тата мĕн те пулин тупма пултараканнисене шырать. Унтан вара - пĕрремĕш хут вăрлани, пĕрремĕш хут судпа айăпланни... Çамрăк çын ÿсĕр чухне хăйне хăй тытса чараймасть, хăйне илĕртнине хирĕçлеймест. Çавăнпа ĕнтĕ алкоголь çамрăксене закона хирĕçле ĕçсем тăвасси патне илсе пырать.
Шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕнче кăçалхи 4 Ял халăхĕ, кÿршĕ-тарашĕсен те айккинче юлас марччĕ. уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетсен те çакă курăнать. Районта çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмри инспекторсем районти çамрăксене административлă майпа айăп тунăшăн пĕтĕмпе çул çитмен çамрăксене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене 51 хутчен административлă майпа явап тыттарнă, çав шутран 19 хутчен - çул çитмен ачасем эрех ĕçнĕшĕн. Çавăн пекех çул çитмен ачасене эрех ĕçтернĕшĕн 5 çынна аслисене пысăк штрафсем парса ответ тыттарнă.
Акă, тĕслĕхрен, Тушкасси ялĕнче пурăнакан 16 çулхи П. Николаева эрех ĕçнĕшĕн çак çулта 4 хутчен явап тыттарнă. Çак çамрăк 2003 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчен 20 сехет тĕлĕнче Чулхула облаçĕнчи Княгино хулинче çын хваттерне кĕрсе 2 пин те 500 тенкĕ укçа вăрласа тухнă. Ку преступление тунăшăн ăна
2004 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче судпа айăпласа, 2 çуллăха условно майпа айăпланă. Анчах та çак çамрăк çакăн хыççăн та тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тумарĕ. Çаплах эрех ĕçсе усал ĕçсем туса çÿрерĕ. Акă, апрелĕн 20-мĕшĕнче çурçĕр тĕлĕнче вăл, ÿсĕрскер, Тушкасси ялĕнчи тепĕр хуçал1хран УАЗ 33159 автомашина хăваласа тухать. Халĕ ку тĕслĕхпе те уголовнăй ĕç пуçарнă, следстви пырать. Çак усал ĕçсем, паллах, çак çамрăк питĕ ир эрех ĕçме вĕреннипе пулчĕç. Ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкренех ачана лайăх контроллесе тăнă пулсан, çакăн пек пысăк инкексем пулмастчĕç те пуль. Анчах та "чавса çывăх та, ăна çыртма çук".
Юлашки çулсенче çамрăксем питĕ эрех ĕçме пуçларĕç. Вĕсенчен: "мĕншĕн ĕçрĕн", - тесе ыйтсан хуравĕ вара çакăн пек: "юлташсем ĕçеççĕ те", "ыттисенчен юлас мар тесе", "çуралнă кун пулчĕ", "ыттисемпе калаçма çăмăлтарах пултăр тесе".
2004 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне ятарлă çырупа тухрĕ. "Чунлăхпа сывă пурнăç йĕрки урлă йĕркеллĕ пурнăç патне" пыма пулать. Çак тĕп шухăш палăрать унта. Унпа вăл ашшĕ-амăшĕ ачисене хĕнени, çамрăксем эрехпе тата наркотиксемпе алхасни, çамрăксене эрех ĕçме тата преступлени тума хутшăнтарнă тĕслĕхсем пуррипе республикăри проблемăсем пурри пирки калать. Çавăнпа та Республика Президенчĕ чи малтанах алкоголизмпа тата ĕçкĕ-çикĕпе кĕрешме чĕнет. Сывă пурнăç йĕрки, физкультурăна аталантармалли пирки калать.
Çавăнпа килĕшÿллĕн пирĕн районта та ятарлă план йышăннă. "Чунлăхпа сывă пурнăç урлă - йĕркеллĕ пурнăç патне" ятлăх вăл. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн общественноçпа пĕрле хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламан ашшĕ-амăшне тупса палăртмалла, çавăн пекех ачасене преступлени тума вĕрентекен тата эрех ĕçтерекен аслисене ответ тыттармалла.
Çавăн пекех ĕçкĕ-çикĕпе, эрех ĕçекенсемпе кĕрешмелли ытти саккунсемпе указсене те пурнăçламалла пирĕн. Пурин те пĕрле: районти самоуправлени органĕпе сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентÿ, культура ĕçченĕсен пĕрле тимлесчĕ.