Моргаушский муниципальный округ

Çĕртме уйăхĕнчи ĕçсем

  Çĕртме - пахчари тата садри чи хĕрÿ ĕç тапхăрĕ. Ÿсен-тăран кунсерен тенĕ пек çитĕнет, уйăх вĕçĕнче вара çаранти курăк та пулса çитет. Çу уйăхĕ - савăнăç, çĕртме уйăхĕ - телей тенĕ халăхра. Уйăх пуçламăшĕнче ирсерен тăм ÿкме пултарать, çавна май ÿсен-тăрана хÿтĕлеме тăрăшмалла. Полиэтилен пленкăпа е кивĕ хаçатран хатĕрленĕ "калпаксемпе" усă курмалла. Каçсерен шăварсен ÿсен-тăран сивве лайăхрах тÿссе ирттерет. Хăяра хĕвел çинче ăшăтнă шывпа (20-25) шăварăр.

Çанталăк лайăх тăрсан çум курăк та лайăх çитĕнет. Çавăнпа пахчана çум курăкран çине тăрсах ан ÿркенĕр. Çак курăкран компост (хутăш тислĕк) хатĕрлеме вырăн уйăрăр. Пахча çимĕçсене çăра акнă-лартнă пулсан сайралатмалла, минерал тата органика удобренийĕсем хывмалла, кайран тин кăпкалатмалла.

Çĕр çырлин ытлашши çипписене татни, çимĕç йывăçĕсемпе çырла тĕмĕсене тĕрлĕ сиенлĕ кăпшанкăран тасатни вырăнлă.

Пĕлтĕр усă курнă тĕкĕсене, улма-çырла хумалли ещĕксене им-çам шывĕпе сирпĕтсе тасатаççĕ. Йывăçа сыпнă пулсан, çак вырăнсене тĕрĕслеççĕ, сыпнă чухнехи вырăна пушатаççĕ, туратсем çирĕпленсе ларнă-тăк çыхăсене илеççĕ.

Уйăх вĕçĕнче крыжовникăн ешĕл турачĕсене касса парника лартаççĕ. Хурлăханпа крыжовник тĕмĕсене, сиенлĕ кăпшанкăсем ан ерччĕр тесе, имçампа сирпĕтеççĕ.

Уйăхăн иккĕмĕш çурринче хуртсем пикенсех пыл пухма тытăнаççĕ, çавăнпа та ку тапхăр вĕсемшĕн те, утарçăшăн та пĕлтерĕшлĕ тапхăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 июня 2004
00:00
Поделиться