Ял çыннин тĕрекĕ - килти хушма хуçалăх
Юлашки çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен чылайăшĕ аран-аран тытăнса тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ĕç укçи шайĕ те пĕчĕк вĕсенчен, ăна та вăхăтра тÿлемеççĕ. Çавăнпа та ял çыннин хăйĕн çине, хăйĕн хушма хуçалăхĕ çине ытларах шанма тивет. Хушма хуçалăха аталантарасси çине паян çĕршыв шайĕнче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Раççей Федерацийĕ "Килти хушма хуçалăха аталантарасси çинчен" саккунне тата ЧР Президенчĕн "Ялти ĕç эффективлăхне ÿстерес тата çынсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тĕлĕшпе хушма мерăсем çинчен" Указне пурнăçласа, районта 2004-2006 çулсенче клтихушма хуçалăха аталантарма программа хатĕрленĕ. Ăна депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 21-мĕш ларăвĕнче мартăн 30-мĕшĕнче йышăнчĕç.
Хальхи вăхăра ку тĕлĕшпе ĕçсем еплерех пыраççĕ, ял çынни мĕнле пулăшу кĕтме пултарать çак программăран. Çак тата ытти ыйтусем çине паян предпринимательсен канашĕн ертÿçи П.Т. Терентьев хуравлать.
- Петр Терентьевич çак программа пирки эсир пĕтĕмĕшлеп мĕн калама пултаратăр;
- Пĕлетĕр ĕнтĕ, юлашки çулсенче ял хуçалăх продукцийĕн иккĕ-виççĕмĕш пайне ял çыннисем килти хушма хуçалăхра туса илеççĕ. Ял çынни те тивĕçлĕ ĕçлесе, укçа-тенкĕ тупăшне ÿстерессишĕн тăрăшать, çурт-йĕрне çĕнетет т. ыт. те. Анчах та хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие реализацилессипе те йывăрлăхсем çук мар.
Хальхи вăхăтра районта 13250 килти хушма хуçалăха аталантарма 5664 гектар çĕрпе усă курать. Харпăр хăй хуçалăхĕнче ял çыннисем 12028 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 8839 пуç ĕне, 2962 пуç сысна, 8911 пуç сурăх усраççĕ. Çавăн пекех ялти çынсен аллинче 240 трактор, груз турттаракан автомобильсем 430 пур. Ку вăл пысăк вăй. Вĕсемпе пĕлсе усă курсан пысăк тупăш илме пулать.
- Ку çапла пулĕ-ха, аталану çулĕнче мĕнле чăрмавсем пур;
- Пурăнас текен çын малаллах пăхать, ĕçлеме ÿркенмест. Анчах туса илнĕ продукцие тупăшлă вырнаçтарас тесен продукци тирпейлекен предприятисемпе ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелемелле, унăн механизмне хатĕрлесе çитермелле. Урăха каласан расчене тивĕçлĕ пулăшу памалла, вăл çĕпе тата выльăхсемпе эффективлă усă куртăр тесе тимлемелле, пĕчĕк механизаци хатĕрĕсемпе тивĕçтермеле т. ыт. те.
- Тĕллевĕсем паллă, ĕçĕсем еплерех;
- Ял çыннине хушма хуçалăха аталантарас енĕпе тĕрлĕ енлĕ пулăшас тĕлĕшпе хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăхсен лигине йĕркелес ĕçсем пыраççĕ. Ăна йĕркелесе çитерсен, унăн правленийĕ 2004-2006 çулсенче районти хушма хуçалăхсене аталантармалли программăна пурнăçлассипе ĕçлеме пуçлать. Программăра нумай мероприятисем пурнăçлама палăртнă, ку тĕлĕшпе йĕркелÿ ĕçĕсене те сахал мар туса ирттермелле.
- Уçăмлăрах каласан;
- Çав лигăра яталă çын ĕçлеме пуçлать, вăл хресченсен мĕн пур ыйтăвĕсем çмине хурав парать. Сăмахран, туса илнĕ выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран продукцине, улма-çырлана ăçта вырнаçтарма май пурине, запаслă пайсене ăçтан туянассине т. ыт. те. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе договорсем тăвас ĕç пырать. Аш-какая сутма аш-какай комбиначĕсемпе, улмаçырла, пахча çимĕç вырнаçтарма çар чаçĕсемпе, Мускав хулипе сĕте реализацилеме сĕт завочĕсемпе килĕшÿсем тăватпăр.
Çамрăк выльăхсене предпринимательсем илсе каяççĕ, çавăнпа та ыларах ватă ĕнесене вырнаçтарасси пирки тимлемелле пулать.
Çав лига урлах запаслă пайсемпете тивĕçтерме, строительство материалĕсемпе пулăшма пултаратпăр. Çак ĕçсене йĕркелесе пыма "Моргаушагропромснаб" муниципаллă предприятире тĕп база уçма шутлатпăр. вăл килти хушма хуçалăха тĕрлĕ енлĕ пулăшса тăрĕ, тĕрлĕ удобренисемпе, вăрлăхпа, колорадо нăррисене пĕтермелли препаратсемпе т. ыт. те тивĕçтерĕ. Урăхла каласан, хресченĕн пур ыйтăвне те татса пама пулăшмалла.
- Ялсенче ку ĕç мĕнле йĕркеленсе пырĕ;
- Ăна та шута илнĕ. Хушма хуçалăхăн тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парассипе ватă çын çÿреймест. Ăна ку енĕпе пулăшу кирлĕ. Çавăнпа та кашни ял администрацийĕнче тĕп ĕçрен уйрăлмасăр обществăлла майпа тимлекен лига представителĕ пулать. Паллах, вăл вырăнта пурăнакан çын пулĕ, лигăн ĕç тăвакан директорне çынсене мĕнле пулăшукирли пирки информаци парса тăрать т. ыт. те.
- Хальхи вăхăтра кирек епле ĕç те пысăк пĕлÿ ыйтать, ял хуçалăхĕнче те вăл кайри вырăнта мар. Ку тĕлĕшпе мĕн калама пултаратăр;
- Çапла. кăна тĕрĕсех калатăр. Программăра ăна та пăхса хунă. Вĕрентÿ тата информаципе методика центрĕ вырăнне районта семинарсем ирттерме тата кадрсем хатĕрлекен курсем валли "Ял бизнесĕн шкулне" уçассине палăртнă. Унсăр пуçне, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр çынсене "Килти хушма хуçалăх ертÿçи - менеджер", "Ял хуçалăх продукцийĕн хатĕрлевçи" специальноçне вĕрентеççĕ.
- Программăн тĕп пĕлтерĕшне мĕнре куратăр;
- напурнăç ыйтнипе йышăннă. Программăна пурнăçлани вара килти хуçалăхсене аталантарма, ял çыннине ĕçпе тивĕçтерме, вăрттăн ĕçсĕрлĕхе пĕтерме, ялсенч социаллă лару-тăрăва лайăхлатма май парĕ. Çавăн пекех килти хушма хуçалăхсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсем, продукци тирпейлекен предприятисем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусем малалла аталанса çирĕпленчĕç. Программăна пурнăçлассишĕн пурин те пĕрле тăрăшмала, ку енĕпе ял администрацийĕсен те аякра тăрса юлмалла мар.