Вĕрентÿ учрежденийĕсене аталантарма пулăшса
Районăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕнче вĕрентÿ ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен паян пур çĕрте те, кашни отрасльтех тарăн пĕлÿллĕ, пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Ахаьтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче районти вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне çĕнетсе улăштарас ĕç пырать. Пирĕн районта та лайăх палăрать çĕнĕлĕх варкăшĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсем тĕрлĕ программăсене хутшăнса пурлăх базине пуянлатса пыраççĕ. Çапла майпа пĕлÿ илмелли условисем те лайăхланаççĕ.
Иртнĕ эрнере, сăмахран, пирĕн района Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕн представителĕ килсе кайнă. Мĕнле тĕллевпе килнĕ вăл, ăçта пулнă; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пай ĕн ертÿçи А. ЧЕРНОВА районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçинчен В.М. ВАСИЛЬЕВРАН.
- Валерий Михайлович, иртнĕ эрнере пирĕн района Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕн представителĕ килнине мĕнле ăнлантаратăр;
- Паянхи пурнăç вĕрентÿ системи умне пысăк та яваплă задачăсем лартать. компьютеризаци, информатика ĕмĕрĕнче ачасене тарăн пĕлÿ парса вĕренме кĕнĕ чух конкуренцие чăтма хăнăхтармалла. рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче кашни ача пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултартăр тесе тăрăшмалла. Анчах та вĕрентÿпе пурлăх бази вăйсăр пулсан çак тĕллеве ниепле тепурнăçлама май çук. Çавăнпа та вĕрентÿ системин тытăмне малалла улăштарма, тарăн пĕлÿ пама лайăхрах условисем тума паянхи пурнăç хăй ыйтать. Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕн Мускаври представителĕ шăпах çак ыйтупа килнĕ те ĕнтĕ. Урăхла каласан, Чăваш Республикинчи вĕрентÿ системине аталантарас ыйтупа.
- Пирĕн районта ăна мĕн кăсăклантарчĕ;
- Демографилле лару-тăрăва тишкерсен районта ачасен хисепĕ чакса пыни курăнать. Пĕчĕк комплектлă шкулсенче ачасене пур енлĕ аталанма тивĕçлĕ условисем туса пама йывăр. Çавăнпа та ку енĕпе чи лайăх вариант - 10-11 классенчи ачасене база шкулĕсенче вĕрентесси. Республикăра кашни ача пуçне нормăпа укçа уйăрни те вĕрентÿ тытăмне улăштармалли тепĕр сăлтав.
Пирĕн районта база шкулĕсем виççĕ пулаççĕ: Калайкассинче, Мăн Сĕнтĕрте тата Йÿçкассинче. Районта çавăн пекех шкул округĕсем 4 йĕркеленеççĕ, кашнинче пĕр вĕрентÿ центрĕ пулать: Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте, Калайкассинче тата Йÿçкассинче. Мускав хăни Калайкассинчи, Йÿçкассинчи вăтам шкулсенче, Вăрманкассинчи вĕрентÿпе культура комплексĕнче пулчĕ, унти ĕçсемпе кăсăкланчĕ.
Пĕтĕм тĕнчери çĕнетÿпе аталану банкĕ çав виçĕ шкула тĕрлĕ оборудовани илме, юсав ĕçĕсем ирттерме пулăшать, пысăк укçа уйăрать, мĕнле пулăшу кирлипе те интересленет. Юсав ĕçĕсене ирттерме 487-шер пин тенкĕ килнĕ те ĕнтĕ. Унсăр пуçне информатика кабинечĕсем валли 200-шер пин тенкĕлĕх оборудовани килнĕ. Çав программăпах Пĕтĕм тĕнчери банк урлă çак шкулсене автобуссем те килмелле. Банк представительне вара уйăрнă укçапа шкулсем мĕнле усă курни интереслентерчĕ. Пĕтĕмпе вара республикăра база шкулĕсем 27 пулмалла.
- Пулăшни аван-ха. Анчах та, ваттисем калашле: турра шан та, хăв та ан ÿркен.
- Паллах, эпир унпа анчах çырлахса лармастпăр. Ку пулăшу пирĕн пата ахальтен кăна килмест, унăн требованийĕсем питĕ пысăк. Чи малтанах пирĕн хамăрăн пур енĕпе те тăрăшулăх кăтартмалла, шкулсене аталанма пулăшмалла. Уйрăмах информатика кабинетне, спорт залне тĕрлĕ оборудованипе пуянлатмалла, пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлемелле.
Хальхи вăзхăтра эпир ку ыйтусемпе ĕçлетпĕр. Калайкассинче сăмахран, пушар сигнализацине улăштарнă, юсав ĕçĕсем те пыраççĕ.
Йÿçкасинче кăçал çивиттине тĕпрен çĕнетесшĕн. Мăн Сĕнтĕрте те чылай ĕçсем пурнăçламалла.
- Хăна пирĕн районтан мĕнле кăмăлпа кайрĕ;
- Ăна шкулсем темиçе çулах хăйтĕллĕнлĕхпе ĕçлени, вĕсен хăйсен бухгалтери пулни, укçа шутлама вĕренни килĕшрĕ. Шкулсенчи ĕçпе те вăл кăмăллă юлчĕ.