Туслă çирĕпленет
Чăвашсем мĕн авалтанах ĕçлеме юратнипе, сăпайлăхĕпе палăрса тăнă. ытти наци çыннисемпе, кÿршĕсемпе те туслăн килĕштерсе пурăнма тăрăшнă вĕсем, тĕрлĕ уявсене пĕрле ирттернĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен килĕштерсе пурăнма хăнăхтарнă. Воспитани ĕçĕнче туслăха хаклама пĕлни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Мăн Хураçкари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта "Наци йăли-йĕркисен çинче ачасене эстетика культурипе этикин никĕсĕсене вĕрентесси" ыйтупа ĕçлеççĕ. ку ĕнтĕ шкулта халăхăн ырă йăли-йĕркисене çамрăксене вĕрентсе хăварассипе çыхăннă. Çав вăхăтрах Мăн Хураçкасен тепĕр ырă йăла пур. Шкул коллективĕ нумай çулсем хушши ĕнтĕ Мари Республикинчи Горномарийски районĕнчи Паратмарти тĕп шкул коллективĕпе туслă çыхăну тытать. Ку туслăх иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пуçланнă. Ăна йĕркелесе яраканĕ Паратмар шкулĕнчи В.В. Виногрдов учитель пулнă. Ун чухне Пултран пасар уявне, туслăх халалласа чĕртнĕ кăвайт патне Мăн Хураçкари, Мăн Сĕнтĕрти, Горномарийски районĕнчи Виловатовăри, Паратмарти, Коневажри, Михатинăри шкулсенче вĕренекенсем пухăннă.
Кăштах историрен. Чăвашсен этнографĕС.М. Михамйлов çырса пынинчен: "Çуркунне, ака-суха ĕçĕсем умĕн пултран тухсан виçĕ эрне кун умлă хыçлă çичĕ тÿпе вăрманĕн уçланкинче Пултран пасарне ирттернĕ. Кунта çармăçсем те чăвашсем те хутшăннă.
Ĕлĕкрех кунта пĕр çын шăпарпа вылянă. Ăна итлеме ачасем, каярахпа яшсемпе хĕрсем те пухăнма пуçланă. Çапла уя ирттересси йăлана кĕрсе пынă.
Кăçал Пултран пасар уявĕ майăн 28-мĕшĕнче пулнă. Илемлĕ уçланкăна Муркаш районĕнчи Мăн Хураçкари, Етĕрне районĕнчи Урпашри, Горномарийскаи районĕнчи Паратмарти, Виловатовăри тата Коневажри шкулсен коллективĕсем пухăннă. Унта çавăн пекех Горномарийски район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕсен представителĕсем - социаллă хÿтлĕх пайюĕн ертÿçи, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи И.В. Ямбатрова, вĕрентÿ пайĕн методисчĕ М.И. Егорова, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Н.П. Петрова, район администрацийĕн прогнозпа экономика пайĕн ертÿиçи Э.И. Симакова т. ыт. те хутшăннă.
Уяв ятарлă сценарипе, интереслĕ иртнĕ. Камшни шкул коллективĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Кунта çармăçсен те, чăвашсен те тĕрлĕрен алĕçĕсен выставкисем ĕçленĕ. Тихĕмлĕ пултран яшки те пурин кăмăлне те çĕкленĕ.
Чĕрелет пултран пасарĕ. Н.П. Петрова пурне те çак туслăха упрани приншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене манманни, ăрура ăрăва çитерни те паха. Ку тăрăхра ĕлĕкренпех çармăçсем чăваш хĕрĕсене, чăвашсем çармăç хĕрĕсене качча илнĕ. Çапла майпа туслăх çирĕпленсе пынă. Пултран пасарне Мари Республикинчи культура центрĕн Чăваш Республикинчи ертÿçи В.В. Аксакова хутшăнни ку уяв республикăсем шайĕнче те паллă вырăн йышăннине çирĕплетет.