Моргаушский муниципальный округ

Пурнăç çав тери нумай улшăнчĕ

 

Манăн та çак иртнĕ тапхăрти пурнăçа, 60 çул çитнĕ май, кăштах аса илес килет. Пирĕн вăхăтри нумай çынсен пекех, манăн та ачалăх вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпир килте тăватă ача тăрса юлнă, эпĕ тăватă çулта пулнă. Анне ирхине хăш вăхăтра тăрса ĕçе кайнине те, хăш вăхăтра килнине те астумастăп, мĕншĕн тесен вăл кунĕ-кунĕпе уйра тырă выратчĕ. Эпир, пĕчĕкреххисем, тырă вырнă çĕрте пучах пуçтараттăмăр. Ун чухне камăн ани тасараххине тĕрĕслесе çÿретчĕç, таса пулсан мухтаса хăваратчĕç. Эпир вара татах та хавхаланарах ĕçлеттĕмĕр. Кайран кăшт çитĕнерехпе çурлапа тырă вырма пуçларăмăр, алăсем ырататчĕç, пÿрнесене касса пăрахаттăмăр. Юн кайнă çĕре аннесем типĕ тăпрапа сапса, татăк тупса çыхса хуратчĕç. Халĕ шутласа тĕлĕнетĕп: мĕнле-ха ун чухне пÿрнесем шыçса кайман, çавăн чухне касса пăрахнă йĕрсем халĕ те пÿрне çинче палăраççĕ.

Тата уя урапа çине мăн хуран лартса тухатчĕç те, тĕрлĕрен курăксем ярса çавăнтах чей вĕрететчĕç, сахăрсăрах питĕ тутлăччĕ. Тăраниччен ĕçеттĕмĕр те кĕлтесем çине кăштах канма тăсăлса выртаттăмăр. Пилĕксем ырататчĕç, мĕн ĕçленине пурне те çырса пĕтерес çук. Ун чухне пурне те алă вăйĕпе тăватчĕç. Халĕ тырă вырса çапнине те, çĕр улми кăларнине те сиссе юлмастпăр. Ĕлĕкхинчен шутласан мĕн тери лайăх.

Медицинăра ĕçлесе ĕмĕрленĕ май халăх сывлăхне сыхлас ĕçри хăш-пĕр улшăнусем çинче чарăнса тăрасшăн. Канашри фельдшерпа акушер шкулĕнче 4 çул вĕренсе фельдшер-акушер дипломĕпе Муркаш районне 1956 çулта ĕçлеме килтĕм. Мана Матьăкри фельдшерпа акушер пунктне заведующи пулса ĕçлеме ячĕç. Ун чухне унта пĕр санитарка анчах ĕçлесе пурăннă. Ют ял, малтанах ялпа, çыннисемпе паллашрăм. Ун чухне ялĕ пысăках мар пулсан та, трахомăпа чирлекенсем нумайччĕ, учетра 30 çын тăратчĕç. Вĕсем патне кунне 2-шер хутчен кайса сиплемеллеччĕ. Ун чухне çамрăк пулнă, хамăн хуçалăх пулман, çавăнпа та пĕтĕм вăя трахома чирне сиплеме панă. Пĕр çулталăк хушшинче пĕр чирлĕ çын та юлмарĕ, пурне те сыватса пĕтертĕм. Хуларан, куç институтĕнчен, врачсем килсе учетран кăларса кайрĕç.

Унсăр пуçне тата кашни кун килĕрен тасалăха тĕрĕслесе çÿресе хут çине çырса хăвармаллаччĕ. Кашни килтех стена çумĕнче тетрадь листисем çакăнса тăратчĕç. Çын килсен те вуласа пăхать тесе пурин те "таса" тесе çыртарас килетчĕ, паллах.

Халĕ шутлатăп та, кашни килтех хуларинчен кая пурăнмаççĕ: стенкăсем,çемçе дивансем, креслăсем, тĕслĕ телевизорсем, палассем, кавирсем, чечексем тата тем те пĕр. Ĕлĕкхипе танлаштарсан пурнăç чылай малалла кайрĕ.

Ĕлĕк тата килĕрен пыйтă пăхса çÿремеллеччĕ, каллех тетрадь çине паллă тумаллаччĕ. Хальхи çынсем пыйтă мĕнне пĕлмеççĕ те, палламаççĕ те. Ун чух мунчасем те сахал пулнă, ялĕпе те, пĕрре-иккĕ кăна. Ăна та темиçе çемье пĕрле хутса кĕретчĕç, халĕ вара кашни килĕрен мунча пур, хăçан кĕрес теççĕ - хутса кĕреççĕ. Ĕлĕк кăларнă санитари бюллетенĕ халь те асрах-ха: "Тиф - хăрушă чир, вăл пыйтăран ерет, пыйтăсене пĕтерĕр, эрнере пĕрре мунча кĕрĕр", - тесе пуçăнатчĕ çав бюллетень. Ĕлĕкрех тата килĕрен чăпта çапатчĕç, кăштах та пулин укçа тăвас тесе. Шкул ачисене çурçĕр иртсен 1-2 сехетсенче тăратса лартатчĕç: хĕç тирсе пама, тепĕр чухне йĕп ачи те пулмаллаччĕ. Хăрах алăра кĕнеке, тепĕр алăра курăс, пÿртре тĕттĕм, хальхи пек çутă пулман. Радио та, лампăсем те пулман пÿртре, тăрăнса каясран пĕр пĕчĕк лампа çутатчĕç, краççынне те перекетлемеллеччĕ. Халь шутласан çап-çутă çутăлса ларатпăр, пĕр каç çутă пулмасанах нимĕн те ĕçлес килмест.

Каллех медицина пирки. Ĕлĕкрех чирлĕ çын патне çĕрле васкавлă каймалли пулсан та шприцсене килтенех вĕретсе каяттăм. Халĕ шприцсем хатĕр, сумкăран кăлар та укол ту, вĕретнĕ янтă. Тепĕр чухне тата район больницине илсе кайма лекетчĕ, ун чухне машинăсем те сахал, "васкавлă пулăшу" чĕнме телефонĕсем çук. Лаша кÿлсе çунасемпе е урапапа илсе каяттăм. Çул çинче ача çуратнисем те темиçе те пулнă. Ачине часрах хамăн хĕве чиксе лартаттăм. Тĕлĕнетĕп, хĕрарăмĕсем мĕнлен аптăраман-ха ун чухне. Ялти хĕрарăмсем çирĕпрех çав темле пулсан та. Халь унтан шутласан телефонпа васкавлă пулăшу машинине чĕн çеç, тем хушăра илсе каяççĕ, ăшă çĕрте ача çуратаççĕ.

Ачасем валли садиксем уçса пачĕç. Ĕлĕк ун çинчен шухăшлама та пултарайман эпир. Эпир ачасене 2 уйăх тултарсан пăрахса хăварса ĕçе каяттăмăр. Ача укçи пирки те астумастăп, пулнă-ши вăл, тен эп манса кайнă. Халĕ тата ваттисен çурчĕсене лартса параççĕ, пурăн çеç, пенси укçи те параççĕ. Ĕлĕкхи çынсем ун пирки тĕлĕкре те курман, паллах. Тавтапуçах пирĕн пурнăçа йĕркелесе пыракансене, пысăк тав.

Пăхатăп та, Муркаш куç умĕнчех вăйланса, хитреленсе пырать. Çĕнĕ капмар çуртсем ÿсе-ÿсе лараççĕ. Муркаш çамрăкланса чиперленсе пырать-ха, эпĕ вара ватăлса пыратăп, çавăншăн кăштах чун хурланать. Çултан çул пит çинче пурнăç йĕрĕсем нумайланса пыраççĕ, вăй-хал та чакать. Тепĕр 60 çултан Муркаш мĕнле пулĕ-ши, курăпăр-ши ăна;

Ĕлĕкрех тата кăмака хутма вутă патне кайса тертленеттĕмĕр. Медпункт валли те Ильинкăна каяттăм, пирĕн медпункт малтан çын патĕнче пулнăччĕ, кайрантарах пĕр пĕчĕкрех йывăç çурт туянса пачĕç те унта ĕçлесе пурăнтăмăр. Кайран ĕнтĕ лайăх, йĕркеллĕ çуртах лартса, газ кĕртсе пачĕç. Савăнса çеç пурăнмаллаччĕ, пенси çине кайма вăхăт çитрĕ. Эпĕ халь ĕçлеместĕп, çапах та ман хыççăн ĕçлекенсене услови туса панăшăн савăнатăп. Килсенче те газпа ырă куратпăр. Шутлăр-ха, 60 çул каялла газ çинчен шутланă-ши кам та пулин;

Пасар туса пачĕç тата, вăл та лайăх, хулана кайса çÿриччен. Укçу пултăр çеç Муркашрах тем те илме пулать. Пурăн, савăн, ĕçле кăна.

Тавтапуç сана Муркаш

Эс пурришĕн савăнап

Эс çĕнелнине курса

Чăннипелех мухтанап.

Ÿс, Муркашăм, тĕреклен

Çÿллĕрен çÿле çĕклен

Çултан çулах чечеклен

Ĕçлеме çеç ан ÿркен.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 июня 2004
00:00
Поделиться