Моргаушский муниципальный округ

Куçĕсенче анне ăшши çиçет...

 

Вĕлт чĕкеç пек васкаççĕ таçти инçете кунсем, çулсем... Ешĕл çулçипе сулать хыççăн ват вĕрене сенкер тÿпене таракан ачалăха. Чĕрем вара ачалăхăн ылтăн çÿпçине чи таса, телейлĕ, ырă самантсене шăрçаласа хурать: тусăмсемпе пĕрле çырла пухма кайнисем те,  чăтма çук шăрăх кунсенче шывра чăмпăлтатнисем те, тăван шкула васкаса чупнисем те, янкăр сывлăша чĕтретсе шăнкăрав янрани те - йăлт асра...

Аслă çĕршывăмăрти пур шкулсенче те юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак çепĕç янрава илтсенех куçăм умне пĕрремĕш вĕрентекен сăнарĕ тухса тăрать.

Ăс-хакăлăн вĕçсĕр тĕнчине ертсе кайрĕ пире, пĕрремĕш класа пухăннă вун çичĕ шăпăрлана, Серафимова Лилия Анатольевна. Пирĕншĕн çепĕç чунлă анне те, çирĕп кăмăллă атте те пулма пултарчĕ 15 çул ытла шкулта ĕçлекен пултаруллă вĕрентекен. Вăлах пире сас паллисемпе паллаштарчĕ, шкул партти хушшине лариччен китай çырăвĕ пек туйăнакан кĕнекесене юратма, таса та илемлĕ çырма, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентрĕ. Уроксенче çăвар карса итлесе лараттăмăр, шухăшсемпе вара вĕрентекенĕмĕр хыççăн Çурçĕре те çитсе кураттăмăр, шывсăр пуш хирте тĕвесем çинче те хăюллăнах пыраттăмăр, аякри Карели чиккине те пограничниксемпе танах сыхлаттăмăр.

Епле йывăрччĕ малтанах шкул пурнăçне хăнăхма!.. Шултра, акăш-макăш сас паллисем йĕркерен хĕсĕнсе тухса тарма пикенеççĕччĕ, пĕр-пĕрин çине хăпарса каяççĕччĕ - ара, çийĕнчех йĕвенне çирĕп тытаймастчĕç-ха аллăмăрсем... Лилия Анатольевна чăтăмлăхĕнчен, кăмăллăхĕнчен тĕлĕнетĕп эпĕ.

Мĕн тери хĕпĕртеттĕмĕр тетрадьре салтак пек тÿрĕ сас паллисем ташлама тытăнсан! Пирĕнпе пĕрле - тен, пирĕнтен ытларах та - хаклă вĕрентекенĕмĕр савăнса ăшшăн кулатчĕ, ÿссе çитсен эпир çĕршывăн ырă ывăл-хĕрĕ, çутă пурнăçăн, çут пуласлăхăн йĕвенне çирĕп тытакан çĕршыв хуçисем пуласса шанатчĕ.

Лилия Анатольевна пире тăван çĕре юратма, тăван тавралăха тимлĕн сăнама, лапсăркка çăкара та, черчен çĕмĕрт çеçкинче те нимĕнпе виçми  илеме курма вĕрентес тесе чунтан тăрăшатчĕ. Ял хыçĕнчи ĕне фермине те, пилорамăна та çитсе кураттăмăр. Ылтăн тумлă хурăнлăхра та хăнасем пулса кураттăмăр. Çуралса ÿснĕ ялăмăр - пирĕн тымар, тымарсăр вара нимĕнле йывăç та ешерес çук - çакна ăнланса илме пулăшрĕ пире Лилия Анатольевна.

Учитель ĕçĕ калама çук йывăр. Айван ачаран чăн-чăн çын тăвасси çăмăлах мар ĕнтĕ. Пире савса вĕрентнĕшĕн, чĕрене ĕмĕр сÿнми хĕм сапса хăварнăшăн, малашлăха хăюллăн вĕçме мăшăр çунат пилленĕшĕн манăн Лилия Анатольевнăна тав сăмахĕ калас килет. Тăван шкултан вĕçсе тухса кайрăмăр ĕнтĕ, çапах та юлашки шăнкăравăн кĕмĕл сасси тата сирĕн ырă куçăрсем яланах пирĕн асра!



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 июня 2004
00:00
Поделиться