Моргаушский муниципальный округ

Инвалидсене вĕренме чĕнеççĕ

 Хальхи вăхăтра пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупас тесен чи малтанах тарăн пĕлÿллĕ специалист пулмалла. Çуллахи вăхăтра тĕрлĕрен вĕренÿ заведенийĕсем вĕренме илесси пирки пĕлтереççĕ.

Ыттисемпе пĕрлех инвалидсем те вĕренме кайма пултараççĕ.

Акă, РФ Вĕрентÿ министерствин Мускаври патшалăх гуманитари институт-интерначĕ те вĕренме чĕнет. Унта алă-ура ыратнипе, шăмăсен чирĕсемпе инвалида тухнисене илеççĕ. Унта издательство ĕçне, куçаруçă пулма, ĕç экономикине, информатикăпа юриспруденци специальноçĕсене алла илме пулать.

Института вăтам е профессиллĕ вăтам пĕлÿ илни çинчен патшалăх докуменчĕ пур Раççей гражданĕсене вĕренме илеççĕ. Куçăмлă майпа (очно) 5 çул вĕренмеле. Инвалид-студентсем тÿлевсĕр вĕренеççĕ, тÿлевсĕр апат çиеççĕ тата пурăнаççĕ, медицина пулăшăвĕ илеççĕ. Вĕсене стипенди параççĕ, мĕнле вĕреннине кура 25 процент хушса тÿлеççĕ.

Вĕренме кĕме çакăн пек документсем кирлĕ: паспорт, вăтам шкул пĕтерни çинчен свидетельство, 0-86-у формăллă медицина справки, ВТЭК е МСЭ справкин копийĕ, вырăнти психоневрологăн тата наркологăн справки, амбулатори картти, страхлакан медицина полисĕ, 3х4 виçеллĕ 4 сăн ÿкерчĕк. Медицина справки çинче чир компенсацийĕн шайне кăтартмалла.

Документсене июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 4-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Экзаменсем июлĕн 5-12-мĕшĕсенче пулаççĕ. Вăтам шкула е ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене медальпе е "5" паллăпа пĕтернисем пĕрремĕш экзаменра "5" паллă илсен урăх экзамен тытмаççĕ.

Кăмăл пуррисем вĕренме каяс пирки тĕплĕнрех социаллă хÿтлĕх пайĕнче ыйтса пĕлме пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 июня 2004
00:00
Поделиться