Моргаушский муниципальный округ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Указ пирки Чăваш радиона панă коммента

Чăваш Республикинче яла çĕнетес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ, çакна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн, Правительствин шайĕнче лайăх енчен пĕрре мар палăртнă. Кăçал ялсене газ кĕртес тĕлĕшпе тĕп ĕçсем вĕçленеççĕ. Малашне ялта общество инфраструктурине аталантармалли тата ытти енĕпе пурнăçламалли ĕçсем нумайланаççĕ, вĕсене эпĕ 2001 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнчи общество инфраструктурине малалла аталантарасси çинчен Указра палăртнă. Сăмахран, кĕçех пĕтĕм вăй-халпа тата укçа-тенкĕн пысăк ресурсĕсемпе халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме тытăнатпăр.

Эпир ялта тавар туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлататпăр. Бюджетра çак пулăшу сумми кăçал пĕлтĕрхипе  танлаштарсан 45 процент ÿсет.

Кунпа пĕрлех ял хуçалăхне малалла реформăламалла тата ăна финанс тĕлĕшĕнчен сыватмалла. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсен парăмĕсене реструктуризацилеççĕ. Манăн 2004 çулхи (1-мĕш номер) кăрлачăн 8-мĕшĕнчи "Халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тата яллă вырăнта ĕç эффективлăхне ÿстерес тĕлĕшпе çĕнĕрен пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указра ялта ĕçе йĕркелессине тата халăха ĕçпе тивĕçтерессине реформăламалли майсене палăртнă. Вырăнти йăласене шута илсе яла аталаннă çĕршывсен мелĕпе çĕнетсе лайăхлатма задача лартнă. Ку ĕçре бюджет укçине валеçни е аякран пулăшу кĕтсе ларни мар, тĕп çăл куç пуянлăхĕ производство эффективлăхĕ пулмалла.

Анчах çакна та палăртмалла, ял хуçалăх производствине патшалăх енчен витĕмлĕ йĕркелесе пыни кирлĕ. Ку вăл ял хуçалăхне пулăшма уйăракан укçа-тенкĕ сумминчен кăна килмест. Эффективлăх асăннă патшалăх ял хуçалăхĕнче вăйлă экономика туса хума чăн-чăн пулăшнипе çыхăннă. Патшалăх йĕркелĕвĕ ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен ĕçри активлăхне улăштармалла мар, анчах вĕсене рынокра пĕр-пĕрне тан конкуренцие кĕме лайăх майсем туса памалла.

Çак ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри вăл ял хуçалăх чĕр таварĕн, апат-çимĕç продукчĕсен рынокĕнче патшалăх рольне ÿстересси пулса тăрать.

Кунта чи малтанах хаксен политикине туса хурас енĕпе активлăрах ĕçлемелле, ял хуçалăх тата промышленноç таварĕсен хакĕсен шайлашăвне çывăхлатмалла. Кун пек чухне хаксен вăтам вăхăт малашлăхне прогноз тумалла, çапла майпа хресченсене  ял хуçалăх производствин тытăмĕ пирки тĕрĕс йышăну тума пулăшмалла. Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем çанталăк условийĕсене е рынок коньюктурине кура тата ытти сăлтавпа тăтăшах улшăнса тăраççĕ пулсан, хаксен прогнозне икĕ хакпа палăртмалла: рынок тата пулăшу, е чи пĕчĕк гарантипе. Юлашки кăтартăвне АПКна патшалăх пулăшăвĕ памалли çитес çулхи политикăна хатĕрленĕ чухне палăртмалла, çапла майпа тĕп продуктсем енĕпе хаксем чаксан продукци тупăшлăхне туса хумалла. Ĕçĕн тата лару-тăрăвăн çакăн пек условийĕсене туса хумалла, хресченсем пĕлсе тăччăр, вĕсене ирĕке кăларса пăрахман, çут çанталăк йăлăнтармăшĕсем те чăрмав мар, çынсем патшалăх пулăшăвĕ çине шанма пултараççĕ. Патшалăх енчен çапла пулни - хресчен ĕçне хавхалантармалли тĕп фактор.

Анчах асăрхаттарас тетĕп: эпĕ калани патшалăх хуçасăрлăха тата тирпейсĕрлĕхе пытарса тăмаллине пĕлтермест. Патшалăхăн тулли праваллă партнерĕсем производствăна эффективлă тытса пыракансем, чăн-чăн тирпейлĕ хуçасем, продукци хакне, хăй хаклăха пĕрмай чакарса пыракансем, унăн калапăшпе пахалăхне ÿстерекенсем кăна пулма пултараççĕ.

Кирек епле условисенче те ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен çакна пĕлмелле, мĕне шанмалла, хăйсен продукцине хăçан тата мĕнле хакпа сутмалла.

Çак тĕллевпе ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен хушшинче патшалăх тата муниципалитет заказĕсене вырнаçтарас тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлемелле. Бюджет учрежденийĕсен нушисем валли кăна мар. Тырă фондне йĕркелес енĕпе ĕçе пахалăхлă çĕнĕ никĕс çине куçармалла, кун пек чухне рынокри хаксем мĕнлерех пулнине тĕплĕ шута илсе интервенци ĕçне йĕркелемелле. Сăмахран, хаксем чи пĕчĕк виçене чаксан, республика апат-çимĕç фончĕ тырра тавар туса илекенрен таянать. Енчен те хаксем пĕтĕм картран иртсе ÿссе кайсан, тырра интервенципе рынока тăратаççĕ. Калас пулать, ку таранччен республика операторĕсем çак ĕçе кирлĕ пек пурнăçлаймарĕç. Эпир çăкăр хакĕ хăвăрт ÿснин тÿнтерле пулăмне туйса тăтăмăр. Алă пуснă Указ çав пăтăрмахран сыхланма ятарлă предприяти туса хума палăртать, ăна продукци сутăн илме республика бюджетĕнчен кирлĕ чухлĕ укçа уйăрса параççĕ.

Ял хуçалăх продукцине вырнаçтарас тата сутăн илес çул-йĕре тĕпрен лайăхлатмалли май - тивĕçлĕ пурлăхпа техника никĕсĕ çинче те ял хуçалăх рынокĕсен сечĕсене аталантарасси. Сăмах кунта автотранспорт нумай çÿрекен çулсен хĕррипе суту-илÿ площадкисемпе павильонсем уçасси, апат-çимĕçĕн курттăм рынокĕсене туса хурасси çинчен пырать, вĕсем апат-çимĕç сутассине хăйсем çине илме пултарччăр, суту-илÿ вырăнĕсене арендăна паччăр, таварсене упраса усрама пулăшчăр, таварсен пахалăхне тĕрĕслеччĕр, çав хушăра санитарипе ытти нормативсене çирĕп пăхăнччăр. Çакă уйрăмах кирлĕ, çав рыноксене вырăнти влаçсем е хресченсем хăйсем тытса пыччăр, çак ĕçре ансат майсемпе усă курччăр, çапла майпа хресченсем рынока пĕр тан тата ирĕклĕ кĕме пултарччăр.

Алă пуснă Указа ĕçе кĕртни ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне чăннипех тата чылай лайăхлатма, Чăваш Ен  хресченĕсен тупăшне ÿстермешкĕн майсем туса хума пулăшĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 июня 2004
00:00
Поделиться