Пĕчĕк предпринимательство кунĕ – Муркашра
2004 çулхи майăн 12-мĕшĕнче 10 сехетре район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Муркаш районĕнчи пĕчĕк предпринимательство кунĕ пулать. Унта çак ыйтусене пăхса тухаççĕ: Муркаш районĕнче пĕчĕк предпринимательсен кунне уçни* предпринимательство аталанăвĕн юхăмĕ экономика интервенцийĕн стратегипе тактики* бизнес-палнсен ĕçĕн никĕсĕсем* инвистиципе партнерлăхăн тĕсĕсем* пĕчĕк предпринимательсвăна патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли майсем* налук законодательствинче пулса иртнĕ тĕп улшăнусем тата предпринимательство ĕçне туса пырассипе вырăнта сĕнÿ парасси.
Унта пĕчĕк бизнеспа предпринимательство представителĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕсене тата уйрăм предпринимательсене чĕнеççĕ.