Утмăлта кăна-ха халь хаçат
Аван-и, вулаканăмăр! Сисмерĕмĕр те, çурхи уявсем çитсе те тăчĕç. Вĕсен хушшинче кăçал пирĕн сирĕнпе тепĕр пысăк уяв, районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн юбилейĕ, Майăн 5-мĕшĕнче вăл 60 çул тултарчĕ.
Юбилейра, паллах, пĕтĕм утса тухнă кунçул куç умне тухать. Эппин, хаçат историне аса илни халь шăпах вырăнлă пулĕ. Аслă ăрури çынсем астăваççĕ пулĕ, 1944 çулхи майăн 5-мĕшĕнче вăл «Колхозник сасси» ятпа тухма пуçларĕ. Ăна пуçласа Федор Иванович Малышкин редакциленĕ. Малтан ăна редакторпа ответлă секретарь иккĕшех кăларнă. Паянхи хаçат калăпăшĕн çурри чухлĕ тухса тăнă хаçат 1200 экземплярпа вулакан патне çитнĕ, çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хавхалантарнă. Типографи районта пулман, хаçата Ишлейре пичетленĕ.
Унтанпа, ав, 60 çул иртсе те кайрĕ. Çак хушăра çĕршывăмăр историйĕнче мĕн пулса иртнĕ, çавсене йăлтах район хаçачĕ хăй витĕр кăларнă: вăрçă çулĕсем, çĕнтерÿ савăнăçĕпе куççулĕ, çĕршывăмăра ура çине çĕкленĕ, хыççăнхи пурнăç аталанăвĕпе ылмашăвĕсем йăлтах хаçатра сăнланнă.
Вулакан тулли содержаниллĕ Интереслĕ хаçат кĕтет. Пичет пахалăхĕ лайăх пулнинчен те çав тери нумай килет хаçат сăн-сăпачĕ. Çакна ун чухнехи редакторсем те асрах тытнă. А.Е. Соловьев, П.П. Павлов, П.С. Семенов, И.Г. Мешаков, А.П. Оньков, Г.И. Ульянов редактор пулса ертсе пынă та «Колхозник сассине» 1959 çулхи август уйăхĕччен. Аса илер-ха историе: шăпах çак çулхи августăн 30-мĕшĕнче Муркаш районне пĕтернĕ. Çавна маай район хаçачĕ те тухма пăрахнă.
Çĕнĕрен Муркаш районне 1964 çулхи февраль уйăхĕнче йĕркеленĕ. 1965 çулхи апрель уйăхĕнче вара район хаçачĕ те тепĕр хут кун çути курчĕ. Хальхинче ăна «Çĕнтерÿ ялавĕ» ят панă. Паян кун та çав ятпа вулакан патне çитет вăл. Çак хушăра В.Т. смирнов, А.С. Тоолмасов, Д.В. Гордеев, В.Д. Шемекеев, А.И. Хованский, Г.А. Андреев, Л.М. Шапошников ĕçлерĕç хаçат редакторĕнче. Хаçатăн пурлăх базине пуянлатассишĕн, «Çĕнтерÿ ялавĕн» тиражне ÿстерессишĕн çине тăрса вăй хучĕç. Халĕ вара хăй ĕçне пĕлсе тăвакан коллектива А.И. Тихонов ертсе пырать.
Юлашки вăхăтра пурнăç çав тери хăвăрт улшăнать. «Çĕнтерÿ ялавĕнче» те çине-çинех пулса иртрĕç вĕсем. 1996 çулхи июль уйăхĕнче хаçат Шупашкарти офсет мелĕпе пичетлеме тытăнчĕ. Ăна редакци соотрудникĕсем компьютерпа наборлаççĕ, компьютерпах калăплаççĕ. Хаçат сăн-сăпачĕ те палăрмаллах ырă енне улшăнчĕ. Çĕнĕ техникăна коллектив хăй вăйĕпе туянчĕ. Çулсеренех пурлăх бази çирĕпленсех пырать.
Паллах, йывăрлăхсемсĕр мар. хут хакĕ 55 хут çеç мар хăпарчĕ7 Полиграфи, çыхăну тăкакĕсем тата... Малалла çирĕппĕн, чăтăмлăн утать коллектив. Бюджет укçи çине кăна шанса лармастпăр эпир. Виçĕ çул каялла вара редакципе типогрпфипе пĕрлештерсе «Муркашри издательство çурчĕ» патшалăх унитарлă предприятине йĕркелерĕмĕр.
Йывăрлăхсене çĕнтерме вара пире вулакансем «Çĕнтерÿ ялавне» хапăлласа çырăнни, ăна кĕтни çав тери пулăшать. Паян та акă, пире 2971 çемьере хапăл ткуса кĕтсе илчĕç, пирĕнпе чуна уçса калаçма хапăл турĕç.
Эсир хаçата килĕштерсе вуланипе пĕрлех ăна интереслĕ тума пулăшатăр. Сирĕн çырăвăрсем, сĕнĕвĕрсем пире, хаçатра вăй хуракансене çĕнĕ темăсем шырама, халиччен пулман ярăмсем уçма хистеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа кăна сирĕнтен 200-е яхăн çыру илтĕмĕр. Тавах сире уншăн.
Пирĕнпе тачă çыхăну тытакансен йышĕ ÿссе пыни те савăнтарать пире. Вĕсенчен чи хастаррисене ятранах асăнар-ха: Н.Л. Яковлев (Хурăнкасси), Е.А. Александров (Муркаш), В.И. Иванов (Кашмаш), И.А. Васюхин (Юнкă), З.М. Кутузов (Йÿçкасси), И.В. Майков (Кашмаш), И.Д. Вязов (Чуманкасси), В.П. Павлов (Турай), Иоанн Ашмарин, Д.В. Колесникова (ачасен пултарулăх шкулĕн директорĕ), Иоанн Ашмарин протоиерей тата ыттисем те.
Малашне те пирĕн пĕр-пĕрне ăнланса, туслăн пурăнасчĕ. Сире мĕнле ыйтусем хумахантараççĕ; Хаçат страницисенче сирĕн ытлрах мĕн çинчен вулас килет; Хăвăрăн сĕнĕвĕр-шухăшăрсене пĕлтерĕр пире: çырупа та телефонпа та, кĕрсе çÿрĕр хаçат редакцине. Чун ыратнине те пĕрле лăплантарар, савăнăçăр пирки те ыттисене пĕлтерер. вăл вара сирĕн пурнăçра ытларах пултăрччĕ.
Пурне те сире юратнă хаçатăмăр «Çĕнтерĕ ялавĕ» 60 çул тултарнă ятпа саламлатпăр. Сывлăхăр 16 çулхи çамрăкăнни пек çирĕп пултăр, пурнăç çулĕ сирĕн пĕрре те ан такăнтăр, малта вара - ĕмĕтĕрсем патне çывхартакан телей куç хĕссе тăтăр.
60 çулхи хаçатăмăр вара малашне те çамрăкшăн та, ватишĕн те çывăх тус пулĕ.