Моргаушский муниципальный округ

Кăçал та активлă пуласса шанатпăр

Сиплĕ курăксем хатĕрленĕ çĕрте шкул ачисем чи маттуррисем тата вĕсене лайăх пĕлекенсем. Çакна 2003 çулта эмел курăкĕсем пухас тĕлĕшпе  иртнĕ республикăри тата районти конкурссен итогĕсемпе паллашнă хыççăн тепĕр хут ĕненетĕн.

Иртнĕ çул Муркаш райповĕн кооператорĕсем медицина промышленноçĕн предприятийĕсене 10 тонна типĕтнĕ эмел курăкĕсем ăсатнă, вĕсен ытларах пайне ĕнтĕ çитĕнекен ăру пухса панă. Маттур шкул ачисен пулăшăвне пула Муркаш райповĕ хатĕрлев калăпăшне чылай ÿстерме пултарчĕ.

Эмелсем тума кирлĕ чĕртавара 200 килограмран пуçласа 900 килограмм таран типĕтсе пуçтарса панă 12 шкул ачи иртнĕ çул итогĕсем тăрăх грамотăсемпе укçан премие тивĕçнĕ. Вĕсен ячĕсене кашнине асăнса палăртни те кирлех. Акă, вĕсем: Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри вăтам шкулта 8 класра вĕренекен, Тушкассинче пурăнакан Настя Иванова* Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан шкулта 9 класра вĕренекен Сергей Тодинов* Çатракассинчи вăтам шкулта 8 класра вĕренекен  Алексей Грязнов* Нискассинчи вăтам шкулти Надя Семенова, Борис Громов, Николай Пономаренко* Орининти вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Олеся Курбанова* Турайри вăтам шкулти Альбина Гаврилова, Николай Андреев тата Игорь Арсентьев* Шупашкар хулинчи 28-мĕш шкулта вĕренекен Настя Якименко тата Андрей Григорьев.

Çакна палăртни-асăнни те кирлех. Эмел курăкĕсем пухни çемье бюджетне пысăклатнă çĕрте те палăрмаллах тĕкĕ.  Сăмахран,Тушкассинчи Настя Иванова пĕлтĕрхи сезонра 15 пин ытла тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Сергей Тодинов, Алексей Грязнов, Настя Якименко, Надя Семенова тата Борис Громов эмел курăкĕсем пухнăшăн 7-8-шар пин тенкĕ алла илни япăх-им вара;

Эмел курăкĕсем пухас тĕлĕшпе республикăри тата районти  конкурссем кăçал та пулаççĕ, вĕсен условийĕсене хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Республикăри конкурса хутшăнакан шкулсемпе училищĕсем тата техникумсем валли эмел курăкĕсем пухнă çĕрте чи пысăк кăтартусем тунă, анчах чĕртавара типĕтсе 1500 килограмран кая мар хатĕрленĕшĕн 1 пин тенкĕлĕх икĕ преми çирĕплетнĕ.

Эмел курăкĕсем пухас ĕçе активлă хутшăнакансем, шкул ачисемпе студентсем валли çирĕплетнĕ премисем çапла (200 килограмаран кая мар типĕтсе хатĕрлесен,

- 5 пĕрремĕш преми (200-шер теенкĕ)*

- 10 иккĕмĕш преми (150-шар тенкĕ)*

- 15 виççĕмĕш преми (100-шер тенкĕ).

Эмел  курăкĕсем пухма кăмăл тăвакан çынсемпе шкул ачисене вара вĕсене пухмалли тата типĕтмелли хăш-пĕр правилăсем çинчен тепĕр хут аса илтерес килет. Пĕр йышши эмел ÿсен-тăранĕн тĕрлĕ пайĕсен сиплев пахалăхĕсем тĕрлĕрен. Çавăнпа та вĕсене епле хатĕрлемелли правилăсене пĕлмеллех.

Ÿсен-тăран кăчкисене çуркунне иртерех, вĕсем вăй илсе тачкаланнă, анчах ÿсĕме кайман чухне пуçтармалла. Папаксене сулхăн пÿлĕмре (вĕсем сарăлса ан кайччăр тесе) типĕтеççĕ.

Ÿсен-тăран хупписене те çуркунне иртерех, сĕткен хытă куçма пуçланă тапхăрта пуçтараççĕ. Çакăн чухне ÿсен-тăран е йывăç туни çинче çивĕч çĕçĕпе ункă евĕрлĕ касса паллă тăваççĕ, хуппине валак е трубка евĕрлĕ касса илсе уйăраççĕ.

Ÿсен-тăран çулçисене папаксем пулса çитнĕ тата чечеке ларнă чухне пуçтармалла. Ÿсен-тăран чечеке ларассине пăсас мар тесе, унăн аялти пайĕнчи çулçисене кăна пуçтараççĕ, вĕсене алăпа татаççĕ. Çулçăсен хулăн сапанĕсене татнă хыççăн иртсе пăрахмалла, мĕншĕн тесен вĕсем типĕтнĕ чухне чăрмав кÿреççĕ кăна.

Чечексемпе чечек пуххисене ÿсен-тăран чечеке ларма тытăннă тапхăрта пуçтараççĕ, ун чухне вĕсенче сиплĕ веществосем уйрăмах нумай. Чечексене алăпа пухмалла, чечек тунисене иртмелле. Чечексем ытлашши пĕчĕк пулмалла мар, унсăрăн вĕсен пахалăхĕ чакать.

Курăксене вĕсем чечеке ларма пуçланă е чечекре  чухне пуçтармалла. Çакăн чухне çĕçĕпе е секаторпа  ÿсен-тăранăн çÿлти пайне 15-30 сантиметр тăршшĕ касса илеççĕ, çĕр (тăпра) çывăхĕнчи пайĕсене касмалла мар.

Ÿсен-тăрансен çимĕçĕсемпе вăррисене вĕсем пиçсе-пулса çитнĕ çемĕн пуçтарсан лайăхрах. Пиçсе çитнĕ çимĕçсемпе вăрăсем эмел веществисемпе уйрăмах пуян. Енчен те вĕсем ытлашши пиçсе-пулса кайнă пулсан пуçтарма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен чĕртавар хăвăрт çĕрсе пăсăлать. Çимĕç тунисемпе аврисене пуçтарнă хыççăнах уйăрса пăрахмалла, пилешпе укропăнне – типĕтнĕ хыççăнах.

Тымарсемпе тымартунасене кĕреçепе çуркунне иртерех е ÿсен-тăранăн çĕр çийĕнчи пайĕсем вилсе пĕтнĕ тапхăрта (çу вĕçĕнче е кĕркунне) чавса кăлармалла. Вĕсене тăпраран, тунисенчен, вилнĕ пайĕсенчен тасатаççĕ те сивĕ шывпа çăваççĕ. Хатĕр чĕртавара сулхăн вырăнта е чердаксенче типĕтеççĕ.

Муркаш райповĕн правленийĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен коллективĕсемпе вĕренекенсене, пенсионерсене тата халăха эмел курăкĕсем пухмалли конкурса активлă хутшăнма чĕнсе калать. Çак ĕç пархатарлă та хăвăршăн усăллине эсир ун чухне ĕненетĕрех.

 

  



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 мая 2004
00:00
Поделиться