Моргаушский муниципальный округ

Тирпей-илемĕ хамăршăнах

Юн кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов Ыр кăмăллăх эрнине  хутшăнса ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

Çуркуннепе çулленех ял çынни кил таврашĕнче, урамра юр айĕнчен тухакан çÿп-çапа пуçтарса тирпейлет.

Шел пулин те, тепĕр чухне вырăнсенче ку енĕпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Ял старостисем, ял администраци пуçлăхĕсем çирĕп ыйтманни сисĕнет. Уйрăм çынсене те тасамарлăхра пурăнасси килĕшет тейĕн.

Район центрне тирпей-илем кĕртесси пирки уйрăм калаçу пулчĕ. Предприятисем çирĕплетнĕ территоринчен пуçтарнă çÿп-çапа ăçта май килнĕ унта тăкмалла мар. Мăн Сĕнтĕрти ятарлă свалкăна леçмелле. Çакна валли транспорт Муркашри çурт-йĕрпе кăмуналлă хуçалăх предприятийĕ уйăрать.

Тасалăх çын культурипе тÿрремĕнех çыхăннă. Хамăра хамăр хисеплетпĕр пулсан тирпейлĕ пурăнма та вĕренмелле. Çавăн чухне ял çине пăхасси те улшăнĕ.

Тирпейлĕ пурăнма укçа-тенкĕ кирлĕ мар. Ÿркенмелле мар çеç.

Ялсене тирпейленине тĕрĕслеме çывăх вăхăтрах ятарлă комисси тухать. 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 апреля 2004
00:00
Поделиться