Колхоз – аталану тĕслĕхĕ
Пурнăç çине тĕрлĕ енлĕ пăхни аталану çулне уçса парать. Ĕмĕрсем хушши туптаннă çа тĕрĕслĕхе район администрацийĕ куллен пурнăçа кĕртсе пырать. Акă, кăçал кăна депутатсен районти Пухăвĕ килти хушма хуçалăха 2004-2006 çулсенче аталантарма программа йышăнчĕ. Ку пуçару – мĕн патне илсе пырассипе паллашма та инçе кайма кирлĕ мар. Вырăнти условисене кура анлăлатнă çак программа (вĕсем ăна хут çинче йышăнмасăрах пурнăçа кĕртнĕ) кÿршĕллĕ Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра 40 çула яхăн ĕнтĕ ĕçлет, хăйĕн çимĕçĕсене парать. Иртнĕ çул Раççейре йышăннă килти хушма хуçалăха аталантарасси çинчен федераллă саккуна тата районта ăна кура хатĕрленĕ программăна тĕпе хурса Тури Ачаксен тĕслĕхне хамăр районта та çул уçса парас тĕллевпе иртнĕ ытлари кун, апрелĕн 14-мĕшĕнче, район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В. Ананьев ертсе пынипе К. Иванов яч. хис., Мичурин яч. хис., Чкалов яч. хис., «Динамо», «Хлебороб», «Сеятель», «Чемеево», «Нива», хуçалăх ертÿçисем Етĕрне районĕнчи 1964 çултанпа Аркадий Павлович Айдак ертсе пыракан «Ленинская искра» колхоза çитсе курса килчĕç, унта ял хуçалăх аталанăвĕ çине мĕнле пăхнипе паллашрĕç. Çак йышра мана та пулма тÿр килчĕ. Çавăнпа та хамăр курни-илтнипе вулакансене паллаштарма малалли сăмахăма «Ленинская искра» колхоз çине куçарам.
Колхоз 7 пин гектара яхăн çĕр çинче вырнаçнă. Ытларах лаптăксем çырма-çатраллă. Çавăнпа та сухаламалли çĕрсен лаптăкĕ 4400 гектара яхăн. Колхозра 14 ял, вĕсенче 3434 çын пурăнать. Ялсенче килти хушма хуçалăхсем 1268. Килти хушма хуçалăхпа колхоз хушшинчи çыхăнăва çирĕплетнĕ май хушма хуçалăхсем колхоз аталанăвĕн тĕп звени пулса тăнă. Çапла майпа кăçал ЧР Президенчĕ Н.Федоров ялти çынсене ĕçпе тивĕçтересси пирки йышăнннă указ «Ленинская искрара» 40 çул ĕнтĕ пурнăçланса пырать. Колхозăн экономисчĕ Каланă тăрăх çырма-çатраллă вырăна вăрман ытамне кĕртсе ÿкернĕ Хуçалăхра килти хушма хуçалăхра хурт-хăмăр ерчетни кăна çулталăкра 70 пин тенкĕ тупăш парать.
Килти хушма хуçалăх
А. Айдак никама та колхозран тĕксе-хăваласа кăларассишĕн пулман, хăй умне пурне те пĕр шайра тытса пырас задача лартнă, лартать те. Унпа пĕрлех сахал тăкаксемпех пысăк тупăш илесси колхозпа унăн ĕçченĕсен, Аркадий Павловичăн пĕрлехи тĕллевĕ. Çакă пĕр кунта тумалли ĕç мар. «Ленинскя искра» ăна пурнăçа кĕртессипе 40 çул ĕçлет. Паян колхозра 757 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 297-шĕ – сумалли ĕнесем. 14 ял валли 107 лаша. Колхозра 1970 çултанпа сыснасем çук.
Колхозра выльăх-чĕрлĕх йышĕ сахаллине е çуккине килти хушма хуçалăх саплаштарать. Çак тĕллевпе Ачак тăрăхĕнче ĕнер-паян мар килти хушма хуçалăх çĕрĕсене 1 гектара çитернĕ. Вĕсенчен 50 сотки кил çумĕнче, ытти – колхозăн пусăçаврăнăшĕнче. Колхоз çĕрĕнчи 50 соткăшăн ял çыннисене çулленех лайăх вырăнта 25 сотка утă çулса илме май параççĕ. Ăна колхоз техники çулса парать, колхоз техникипех килсене илсе кĕртеççĕ. Паллах, халăх çакăншăн тÿлет. Халăх майлă çакнашкал хутшăну халиччен те пĕр сивĕ сăмах кăларман.
Ачак тăрăхĕнче юлашки çулсенче сахăр кăшманĕ тупăш панине туйса илсе çак культура çине тимлĕхç ытларах уйăрма пуçланă: колхозрата, килти хушма хуçалăхра та. А. Айдак заместителĕ Николай Львович Сапожников иртнĕ çул хăйĕн килти хушма хуçалăхĕнче сахăр кăшманне 15 сотка çинче пăхса ÿстернĕ те... кĕр çитсен 450 килограмм сахăрлă пулнă. «Пысăк виçе, тетĕр пулĕ, анчах унтан тăкаксене кăлармалла. Авă, колхозра пĕтĕм тăкаксене кăларсан 15 сотка çинче сахăр кăшманĕ туса илессипе ĕçленисем 156 килограмм сахăр илчĕç. Çапла вара çак культурăна 15 сотка çинче туса илме çемьепе 2 кун çулмалла, 2 кун кăлармалла»,- терĕ ытарлăраххăн Н. Сапожников. Колхоз халăха сахăр кăшманĕ çине те хăйне евĕр йыхравлать: колхозра ĕçлекенсене те, интеллигенцие те сахăр кăшманĕ çинче тулли тÿпепе ĕçлесен уншăн тÿленисĕр пуçне килте выльăх ерчетме квотăпа тырă парать: чĕрĕ виçепе колхоза 50 килограмм аш пама 1500 килограмм тырă.
Халăха тырă пани çине çитнĕрен çакна каламалла: колхоз пĕлтĕр 4311 тонна тырă пухса илнĕ пулсан, ĕçр тырри килти хушма хуçалăх çĕрĕпе усă курнăшăн кăна халăха 625 тонна валеçсе панă.
Килти хушма хуçалăхри 25 сотка çĕре утă çулма параççĕ терĕм. Çакă вăл пĕтĕмпе 300 гектара майлă пулать. Колхоз тракторĕ çулнăшăн ял çыннисем соткăшăн пĕлтĕр 9 тенкĕ тÿленĕ, çуркунне анкарти сухалаттарнăшăн сотка пуçне 10 тенкĕ. Ял çыннисем кил хуçалăх валли утă хатĕрленĕ çĕрте çакна палăртас килет. Питрав иртсен, курăк вăрă тăксан, вĕсем хăйсене кăтартнă тата палăртса панă çырмасенчи утăна тÿлевсĕрех çулса илеççĕ. Кунта та «Ленинская искра» çут çанталăк саккунĕсене пăхăнса пыни палăрать: 20-30 çул каялла ученăйсем каланă тăрăх кунти çырмасенче 8 тĕрлĕ курăк çеç пулнă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ 22 тĕсе çитнĕ. Çапла вара çырма утин пахалăхĕ те ÿснĕ. Ял çыннисем утă çителĕклĕ хатĕрлеме пултарнăран ялсенче 10-шар тонна утă кĕмеллĕх сарайсем çĕкленĕ.
Хушма хуçалăхра улăмсăр май çуккине ăнланса колхоз 1986 çултанпа улăма рулонсене пуçтарать. Улăм хирте юлмасть, ăна кĕркунне кама мĕн чухлĕ кирлине шута илсе килнĕрен валеçеççĕ. Пĕлтĕр çакна валли автомашина укçи 30 тенкĕ тата пĕр рулон улăм виçмесĕрех 70 тенкĕ пулнă. Кунта та халиччен пĕр хирĕçтăру та пулман.
Колхоз сарайĕсенче 34 çул ĕнтĕ сыснасем çук пулин те, Н. Сапожников каланă тăрăх ял халăхĕнче 1500 пуçа яхăн сысна ами. Уйрăм хушма хуçалăхсенче ятарласа сысна аçисем тытаççĕ. Çапла вара ял урамĕсемпе иртнĕ чух туянма чĕнекен «поросята», «бычки» текен табличкăсем нумай курма пулать. Çак йĕркене хăнăхнăран кунта кÿршĕллĕ районсемпе пĕрлех кÿршĕллĕ регионсенче те сысна çури, пăру туянакансем йышлă килеççĕ. Çакнашкал тата ытти нумай енлĕ аталану çулне хăнăхнă ял çыннисем колхоз çĕрне валеçесси пирки те сăмах та уçмаççĕ: ку ыйту вĕсемшĕн ют.
Çут çанталăк
Ачак тăрăхĕ çырма-çатраллă терĕмĕр те çак сăмахсене цифрăсем çине куçарсан çапла ÿкерчĕк куç умне тухать: хуçалăхра 633 гектар çырмасем. Экологи лару-тăрăвне шута илсе ĕçленĕрен паян вĕсенчен 236 гектарĕнче ял çыннисем утă çулаççĕ. Колхоз территорийĕнче 64 пĕве. Вĕсенчи шыв çийĕ 100 гектар. Хуçалăхра çумăр шывне те юхтарса ярасран асăрханаççĕ. Çĕр ĕçне хими препарачĕсене явăçтармаççĕ. 1 тăваткал метрта 306 ăман пурри çĕр пулăхлăхĕн кăтартăвĕ. Танлаштарма, çĕр улми пуссинче 6 ăман çеç пулнă. Çавăнпа та хуçалăхнра «иккĕмĕш çăкăр» 30 гектар, пахча çимĕç 6 гектар йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах пĕлтĕр 85 гектар пулнă сахăр кăшманне кăçал 150 гектара çитерме палăртнă.