Моргаушский муниципальный округ

Выльăх пăхакансем

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенине хирĕçлеме çук. Апатпа продуктивлăх тÿрремĕнех çыхăннă. «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕн Йÿçкасси ĕне ферминче вăй хуракан скотниксем çакна лайăх пĕлеççĕ, хăйсен ĕçне çавна кура йĕркелеççĕ. Кунта ĕçлекен Маргарита Егорова, Людмила Андреева, Евгения Илларионова, Маргарита Никонова кулленех выльăхсем патне икĕ лашапа кăшман, сенаж, силос, улăм турттарса тăраççĕ. Кунне пĕр лаша пуçне çирĕмшер лав та тивет. Çилтăман ахăрать-и е çаптарса çумăр çăвать – кирек мĕнле çанталăкра та хĕрарăмсем ĕçре. Ĕнесем умне вăхăтра апат çитерсе парассине вĕсем кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ.

Хĕл иртнĕ май çу çывхарса пырать. Апла кĕçех выльăхсем те улăха тухаççĕ. Эпĕ асăннă выльăх пăхакансем çу кунĕсенче те алă усмаççĕ, ĕнесене кĕтÿре çÿретеççĕ. Л. Андреева выльăх пăхнă çĕрте 20 çул ытла. Калаçура вăл хăй çак ĕçе юратнине пĕлтерет. «Пĕрре хăнăхнă ĕç килĕшет. Выльăха епле пăхнине кура продукци илесси тÿрремĕн çыхăннине куратăп та тăрăшуллăрах ĕçлес килет», - тет вăл. Унăн сăмахĕсемпе М. Никонова та килĕшет. Вăл тата Е. Илларионова, М. Егорова фермăра вуншар çул ытла. Вĕсен ĕçĕсемпе дояркăсем те кăмăллă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
12 апреля 2004
00:00
Поделиться
;