Райадминистраци пулăшăвĕ
Юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерстви хăй пирвайхи пулăшуçă пулнине ĕçпе çирĕплетсе парать. Унăн регионсенчи комитечĕсемпе вырăнсенчи подразделенийĕсем те алă усса лармаççĕ.
Кирек епле чрезвычайлă лару-тăрăва та кĕске вăхăтра тата пĕчĕк тăкаксемпе ирттерсе ярасси пĕрлехи ĕç. Çакна пирĕн район администрацийĕ те иккĕмĕш вырăна хăвармасть. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ЧР патшалăх комитечĕн Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ те хăй «01» телефон хуçи пулнине асра тытса влаç структурисемпе тачă çыхăнса аталанса пырать, районти чрезвычайлă лару-тăрура хăй пĕрремĕш пулăшуçă пулнине асран ямасть.
Иртнĕ эрнере 2001 çулта йышăннă «Районти ялсемпе экономика объекчĕсене 2002-2006 çулсенче пушартан хÿтĕлессине вăйлатассипе» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн район администрацийĕ 37-номерлĕ пушар чаçĕ валли пĕр аппарачĕ 30 пин тенкĕ тăракан икĕ АП-2000 сывламалли аппарат туянса пачĕ. Каласа хăвармалла, кунашкал аппаратсем халлĕхе республикăри ялсенчи пушар чаçĕсенче никамăн та çук-ха. Аппарат пушарта сывлăха сиенлĕ япаласемпе тĕтĕмленнĕ çĕрте пушар сÿнтерекенĕн тата инкеке лекнĕ çынна çăлаканăн сывлав тата куç органĕсене сыхлать. Аппарат çăра тĕтĕмре пĕр сехет ĕçлеме услови туса парать.
Районти пушарнăйсем райадминистрацин çак тăрăшулăхне Раççейри пушар хуралĕ 355 çул тултарнă ятпа панă парне тесе йышăнчĕç. Парне лайăх, анчах инкекĕн виçине пĕчĕклетни тата пахарах.