Моргаушский муниципальный округ

Инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме

Кашни çыннăн шăпи тĕрлĕрен. Тĕрлĕ сăлтавсене пула инвалида тухакансем те сахал мар пурнăçра. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем вăй çитнĕ таран тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме пултараççĕ. Ку енĕпе ятарлă документсем те пур. Паян кун пирки хаçат вулакансене район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи А.Н. Кузьмин ăнлантарать.

- Анатолий Николаевич, инвалидсене ĕçпе тивĕçтересси вĕсемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе республика шайĕнче мĕнле документсем пур;

- "Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен" тата "Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен" Федераллă саккунсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче "Чăваш Республикинчи организацисенче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелесси çинчен" 2002 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче 32 № Саккун йышăннă.  Унта республикăри инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме, ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕлеме хушма гарантисем пама - ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли право, экономика, йĕркелÿ никĕсĕсене çирĕплетнĕ.

- Ку ĕç районта мĕнле пулса пырать;

- Çак саккунпа килĕшÿллĕн ЧР Министрсен Кабинечĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕ те постановленисем йышăннă.

Районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен хисепĕ 30 çынран ытларах пулсан, вĕсен ĕçлекенсен списокĕн икĕ проценчĕ чухлĕ инвалидсене ĕçе илмелле, 50 çын пуçне пĕр çын пулать. Çак виçене палăртнă чух вырăнти ĕç рынокĕнче мĕнле лару-тăру, ĕç паракансен майĕсем еплерех пулнине,организацин ĕç спицификине шута илеççĕ. Мĕншĕн тесен инвалидсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса памалла. Предриятисемпе организацисем инвалидсене законодательствăпа килĕшÿллĕн хăйсем тĕллĕн е районти ĕçпе тивĕçтерекен центртан янипе илеççĕ. Ĕç паракансен инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тесе, вакантлă дожноçсем пурри çинчен те, инвалидсене ĕçе илни çинчен те ĕçпе тивĕçтерекен центра пĕлтерсе тăмалла.

- Енчен те пĕр-пĕр организацире инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме май çук пулсан;

- Предприятире е оганизацире инвалидсене валли ĕç çук, çакна валли майсем те çук пулсан, вĕсем ĕçе илмен кашни инвалидшăн республика бюджетне уйăхне ЧР Правительстви çирĕплетнипе 450 тенкĕ укçа куçараççĕ, ăна уйăхăн 15-мĕш числинчен кая юлмасăр тÿлемелле.

Енчен те, инвалид ăна ĕçпе тивĕçтерекен центртан ĕçе янă хыççăн унта ĕçе вырнаçма килĕшмесен, ку инвалидшăн предприяти çав уйăхшăн палăртнă укçана тÿлемест.

- Районта ĕçлекен инвалидсем нумай-и;

- Районти 45 организацире пĕтĕмпе 7470 çын ĕçлет, вĕсен пĕтĕмпе 149 инвалида ĕçе вырнаçтармалла. Январюн 1-мĕшĕ тĕлне çав организацисенче пĕтĕмпе 162 инвалид ĕçленĕ. "Свобода", Е. Андреев яч. хис., "Ударник", "Герой" хуçалăхсенче ку енĕпе лайăх ĕçленĕ, нумай инвалидсене ĕçпе тивĕçтернĕ. Ытти çĕрте те çак тĕлĕшпе ытларах тимлемелле, инвалидсене ĕçпе тивĕçтерме тăрăшмалла.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 марта 2004
00:00
Поделиться