Чире шала кайиччен сиплемелле
Алкогольпе тата наркотиксемпе иртĕхни ирпулакан формăра палăракан пациентсенчен ытларахăшĕ, шел пулин те, врач-специалист е психиатр-нарколог патне чир шала кайсан тата вăл сывлăхшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратсан тин пырать. Пирĕн çĕршывра наркологи профиллĕ чирлисен 80 проценчĕ - чир иккĕмĕш стадие кĕнĕ чирлисем. Алкоголь тата наркотиксем организмăн мĕн пур органĕсемпе тканĕсем çине витĕм кÿреççĕ, психика тата вăй-хал тĕлĕшĕнчен пăхăнса тăраслăх çуратаççĕ, нерв, чĕрепе юн тымарĕсен, апат ирĕлекен системăсене сиенлеççĕ. Час-часах çапла каланине илтме пулать: №Мĕн тери сывă та тĕреклĕ арçын, каçхине ĕçнĕ те - ирпе кăнса выртнă". Алкогольпе тата наркотиксемпе иртĕхекенсем хушшинче вилекенсем нумай пулни çак наркăмăшсем организма сиен кÿнинчен кăна мар, тĕрлĕ инкек-синкексенчен, çав шутра çын хăй çине алă хунă тĕслĕхсенчен те килеççĕ, вĕсемпе тÿреммĕнех çыхăннă.
Пирĕн республикăра наркологипе чирлисене тупса палăртса, профилактика ĕçĕсем ирттерес, сиплес тата реабилитацилес ыйтусене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2002 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Н. Федоров "Алкогольпе усă курнине, алкоголизмпа тата ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç профилактика ĕçĕсене тĕрĕслессине вăйлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указа алă пусрĕ. Патшалăх тата вырăнти самоуправлени влаçĕсен ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешес ĕçĕ-хĕлĕнче ăна пурнăçласси патшалăх тата общество пĕлтерĕшлĕ задача пулса тăрать. Паян республикăри наркологи служби виçĕ диспансера, районсенчи тĕп больницăсем çумĕнчи 2 уйрăмпа 19 кабинета пĕрлештерсе тăрать. Халăха 56 психиатр-нарколог ятарлă пулăшу парать, специалистсемпе тивĕçтерессин шайĕ кашни 10 çын пуçне 0,57 чухлĕ (Раççей Федерацийĕпе - 0,5). Пĕтĕмĕшле соматикăллă мĕн пур больницăсенче врачсем, психиатр-наркологсем çынсене йышăнса консультацисем параççĕ.
Наркологи службисен ĕçĕнче наркологи патологине сиплемелли ку чухнехи технологисемпе усăкураççĕ, вĕсене РФ Сывлăха сыхлас ĕç министерствин наркологин Наци Наука Центрĕ сĕннĕ. Сиплев программине терапин тĕп çул-йĕрĕсене кĕртнĕ. Биологи юхăмлă тапхăрта нумай вăхăт хушши эрех ĕçмесĕр пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе эмел препарачĕсемпе усă кураççĕ. Психотерапи юхăмлă тапхăр пациент хăйĕн чирĕ çине урăхла çаврăнса пăхассине тата ăна сиплев процесне активлă хутшăнтарассине тĕп вырăна хурать. Социаллă юхăмлă тапхăр çамьери хутшăнусене йĕркелесе çитерессипе, çын алкогольпе наркотиксем çине пăхас йăлан стереотипĕсене тĕпрен улăштарнипе çыхăннă.
Тĕпчевсем çакна çирĕплетеççĕ. Енчен те пациент, унăн çемйи тата çывăх çыннисем сиплевпе реабилитаци процесне активлă хутшăнаççĕ пулсан, хăрушă чире парăнтарма тата чарма май пур. Çемьене те тăнăçлăх, çураçупа килĕшÿ таврăнаççĕ.
Астăвăр: сиплев кăтартăвĕ çине чи малтанах эсир пулăшу ыйтмашкăн психиатр-нарколог патне вăхăтра пынинчен килет. Сипленме мĕнчухлĕ иртерех тытăнатăн - прогноз çавăн чухлĕ лайăхрах. Сирĕн сывлăхăр - чи пысăк пуянлăх, çавăнпа та ăна сăра кĕленчипе, эрех черккипе улăштарма кирлех-ши;
Медицина статистика çирĕплетнĕ тăрăх, çын вилессин структурине тĕрлĕ инкек-синкексене, сусăрăннине тата наркăмăшланнине пула вилнĕ тĕслĕхсем иккĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Асра тытăр: татах та ĕçес килнĕ туртăмсăр ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ чухне те çыннăн соматоневрологи тĕлĕшĕнчи функцийĕсем пăсăлса йĕркерен тухаçç, вăл хăйне хăй контроллейми пулать. Ку вара тĕрлĕ инкек-синкексем, сусăрăнасси патне илсе пырать, çакăн хăрушлăхĕ эрех ĕçнĕ çыншăн та, йĕри-таврари çынсемшĕн те пĕрешкелех.
Сипленме кăмăл тăвакансене вара çакăн çинчен пĕлтересшĕн. Ятарлă наркологи пулăшăвĕ паракан "Республикăри наркологи диспансерĕ" патшалăх сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕ Шупашкар хулинчи Пирогов урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă. Телефонсем:тĕп врачăн йышăну пÿлĕмĕ - 42-15-60, регистратура - 49-64-91, наркологи пулăшăвне васкавлăн парасси, экспертиза- 42-03-84, анонимлă кабинет (Ленин проспекчĕ, 25 çурт) - 62-56-19, çул çитмен çамрăксен уйрăмĕ - 62-63-63.
Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче (Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 8 "а" çурт, телефонсем 56-37-22, 55-62-63) наркоманипе алкоголизмран профилактика ĕçĕсем ирттерекен консультуципе методика центрĕ ĕçлет.