Моргаушский муниципальный округ

Çеçмер хĕрĕ - фестиваль дипломанчĕ

Мартăн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта республикăри Культура училищин вĕрентÿ театрĕнче пĕтĕм чăвашсен "Кĕмĕл сасă" ятлă эстрада юррисен 5 фестивалĕ иртнĕ. Ăна ЧР Культура министерствипе Чăваш Наци Конгресĕ йĕркеленĕ. Фестивалĕн тĕллевĕ - çамрăк талантсене тупса палăртса халăх умне кăларасси, вĕсене пултарулăхне малалла аталантарма пулăшасси. Малтан унта юрласа дипломантсем пулнă Вячеслав Христофоровпа Лариса Васильева, Михаил Федоров паян пурте пĕлекен эстрада юрăçисем ĕнтĕ.

Фестивале 16 регионтан килнĕ юрăçсем хутшăннă. Малтан вĕсем вырăнта конкурссем ирттернĕ, унти çĕнтерÿçĕсем вара Шупашкара килнĕ. Çак фестивале республикăри юрăçсем те хутшăннă. Пирĕн районти Катькас ял администрацийĕнчи Çеçмер ялĕнчи Надежда Вишнева çак фестиваль дипломанчĕ пулса тăнă. Вăл çепĕç сассишĕн ятарлă парнене те тивĕçнĕ.

Гала-концерта та пĕрремĕш вăл юрласа пуçланă.

Н. Вишнева пĕрремĕш хут сцена çине Шатракасси клубĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕпе тухнă, халĕ Шупашкарти педколледжра музыка уйрăмĕнче вĕренет. Ăна фестивале хутшăнма пулăшса хавхалантарнăшăн Катькас ял администрацине (пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев) тата Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорне Н.Г. Ванеркина уйрăммăн тав тăвас килет. Пирĕн районта талантсем малалла та аталанса, çиçсе тăччăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 марта 2004
00:00
Поделиться
;