Вырăнти çулсем хупăнаççĕ
ЧР Министрсен Кабинечĕн мартăн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн вырăнти автоçулсене çурхи шыв-шурпа ишĕлесрен сыхласа хăварас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов мартăн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 8-мĕшĕччен пĕтĕмĕшле 7 тоннăран ытларах йывăрăшлă транспорт хатĕрĕсене вырăнти автоçулсем çинче çÿреме чарасси-чакарасси çинчен хушу кăларнă. Çак тапхăрта 7 тоннăран 25 тоннăна çити йывăрăшлă транспорт хатĕрĕсен ЧР Строительство министерствин çул-йĕр Департаментĕнчен тÿлевлĕ пропусксем илмелле. Асăннă вăхăтра тÿлевсĕр пропусксене сĕрмелли-çунтармалли материалсене турттаракан автомобильсене, заводсенчен çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнма килекен тракторсемпе ял хуçалăх машинисене, медицинăпа ветеринари препарачĕсене, выльăх апачĕ, çурхи культурăсен вăрлăхне, минераллă удобренисем, ял хуçалăх техники валли запас пайсем, аш комбиначĕсене леçекен выльăх, хăвăрт пăсăлакан продуктсем, 1852 тата 1312 номерлĕ автоколоннăсем урлă халăх валли тиевсем турттаракан, "Специальная - жидкий азот", "Аварийная служба", "Техпомощь" тесе çырнă тата заводсенчен хăйсем тĕллĕн илсе килекен, почта тата çыхăну, çулсем çинчи чрезвычайлă лару-тăрăва сирме хутшăнакан транспорт хатĕрĕсем çеç илейреççĕ.
Вырăнти çулсене пăхса тăракан подряд организацийĕсен çурхи шыв-шура çулсене ишĕлтермесĕр ирттерсе ярассине йĕркелемелле.