Моргаушский муниципальный округ

Чи çивĕч ăслисем - Ильинкăсем

Мартăн 24-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче савăнăçлисемпе тавçăрулисен финалти конкурсĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - çамрăксен канăвне усăллă йĕркелесси, вĕсен тавракурăмне аталантарасси, пултарулăхне ÿстересси. Конкурс теми: "Муркаш районне йĕркеленĕренпе 60 çул çитни". Унта хутшăннисем ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнĕ, район историне те лайăх пĕлнине кăтартнă. Çавăнпа та жюри членĕсене чи пултаруллисене палăртма çăмăл пулман.

Чи тавçăруллă, савăнăçлă, çивĕч ăслă команда Ильинкăри вăтам шкултан пулнă, вĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Нискасси шкулĕн команди, Тивĕшсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. КВНа хутшăннă командăсене дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысланă.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
26 марта 2004
00:00
Поделиться
;