Çурхи ĕçсем маларах пуçăнмалла
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăйĕн юн кунхи ларăвĕнче 2004 çулта уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттермелли мерăсене пăхса тухрĕ. "Ыйту çĕнĕ мар, анчах пысăк пĕлтерĕшлĕ", - палăртрĕ Н.В. Федоров Президент ларăва уçнă май.
Уй-хир ĕçĕсене ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен ларăва хутшăннисене ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев кĕскен каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра пур çĕрте те хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ, терĕ вăл. Кăçал пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, тĕш тырă культурисен лаптăкне вунă процент ÿстереççĕ. Çав шутра ытларах пайĕ çурхи тулă пулмалла. Мĕншĕн тесен çак культурăн сутлăх хакĕ ÿснĕ. Вăл хуçалăхсене таса тупăш пама тивĕç. Унсăр пуçне сахăр кăшманĕн лаптăкĕ чылай ÿсмелле. Пылак çимĕçе вырнаçтарас пирки Сергачри тата Пăвари сахăр завочĕсемпе калаçусем пыраççĕ.
Çĕр çыннине кĕрхи тырăсен шăпи шухăшлаттарать. Иртнĕ çул вĕсене вăтăр пин гектар ытла акса хăварнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, калча начар мар хĕл каçнă. Анчах çуркуннехи сивĕсем ăна сиенлеме пултараççĕ.
Кĕрхи çĕртме иртнĕ кĕркунне 136 пин гектар сухаласа хăварнă. Ку, паллах, сахал. Çуркунне ĕç калăпăшĕ вун пилĕк процент ÿсет. Министр хуçалăхсене тăпрана çиелтен кăпкалатса хатĕрлемелли майсемпе усă курма сĕнет. Нÿрĕк тытса юлмалли мелпе анлăрах усă курмалла, терĕ вăл.
Çак кунсенче хуçалăхсен çум курăка, чир-чĕре пĕтермелли препаратсем, сĕрмелли-çунтармалли япаласем, вăрлăх, удобрени кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе хума тăрăшмалла. Минерал удобренийĕ кирлинчен вун сакăр процент чухлĕ пур. Унăн хакĕ юлашки вăхăтра кăна 1,7 хут ÿсни хытах пăшăрхантарать. Хуçалăхсем ăна гектар пуçне 20-25 килограмран ытла хываймаççĕ. Апла пулсан республикăра çĕр ĕçĕн биологи мелĕ çине куçса пымалла, урăхла каласан, пăрçа йышши курăксем акса çĕре тутлăхлă япаласемпе пуянлатмалла. Ун пек опыт республикăра пур.