Моргаушский муниципальный округ

Президент Çырăвĕпе паллашатпăр

ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа республикăра пурăнакансем кăсăкланса паллашаççĕ.

Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕн директорĕ Л.Г. Ильгечкин (вăл 13-мĕш сессире президент Çыру вуланине итленĕ) шухăшĕ çапла:

- Мана уйрăмах Николай Васильевичăн çак сăмахĕсем чуна çывăх пулчĕç:

«Паян эпир яла питĕ нумай пулăшу паратпăр. Хăш-пĕр çырусенче хулара пурăнакансем хăйсем е вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ялтан тухнине манса, çакăнпа кăмăлсăр пулнине çырса пĕлтереççĕ. Яла пулăшни тĕрĕс пулнине шанатăп.

Малтанах истори йăнăшне тÿрлететпĕр: хресченсем вуншар çул ĕç укçисĕр, пенсисĕр, паспортсăр тата правасăр, тĕлĕнсекаймалла пысăк налук хунипе пурăннă. Иккĕмĕшĕнчен, республикăри халăхăн 40 проценчĕ яхăн ялта пурăнать.

Çавăнпа та ялти обществăлла инфраструктурăна çĕнетме, урăхла каласан, - ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, иртнĕ çул кăна 2 миллиард тенкĕ ытла хывнă. Çакă 2002 çулхинчен 2 хут нумайрах».

Яла аталантарассипе юлашки çулсенче тимленине ырлатăп. Апла пулсан чăваш ялĕ малашлăха пăхать.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 марта 2004
00:00
Поделиться