Моргаушский муниципальный округ

Депутатсен районти Пухăвĕн ларăвне ирттересси çинчен

Районти самоуправленеи пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн кăçалхи мартăн 22-мĕшĕнчи 113-мĕш номерлĕ хушăвĕпе виççĕмĕш суйлаври депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 21-мĕш ларăвне мартăн 30-мĕшĕнче ирттерме йышăннă.

Депутатсен районти пухăвĕн кун йĕркинче пăхса тухма çак ыйтусене сĕннĕ:

1. Преступленисем тăвассипе кĕрешес енĕпе 2001-2003 çулсене палăртнă комплекслă программа мĕнле пурнăçланни çинчен.

2. Муркаш районĕнче халăх дружини тăвасси çинчен.

3. 2004-2006 çулсенче районта килти хушма хуçалăхсене аталантармалли программа çинчен.

4. "Муркаш районĕнчи çамрăксем 2003-2005 çулсенче" тĕллевлĕ программа епле пурнăçланни çинчен.

5. Район бюджетне 2003 çулта мĕнле пурнăçлани çинчен.

6. Район бюджечĕн тупăшне муниципаллă унитарлă предприятисен тупăшĕнчен хывмалли виçесене çирĕплетесси çинчен.

7. Муркаш районĕн Уставне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.

8. РФ патшалăх коммуналлă тата йăла пĕлтерĕшлĕ объектсенче Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхне йышăнасси çинчен.

9. Мăн Сĕнтĕрти çыхăну уйрăмĕн çурчĕпе Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхне тăракан ун çывăхĕнчи çĕр участокне сутасси çинчен.

10. Наградăсем илме тăратасси çинчен.

Депутатсен районти Пухăвĕн депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсен ларăвне район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен ертÿçисене, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен директорĕсене чĕнеççĕ.

Лару район администрацийĕн ларусен зулĕнче 10 сехетре пуçланать.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 марта 2004
00:00
Поделиться