Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕ
Бюджетсен хушшинчи хутшăнусене лайăхлатас тата Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен
Федерацин "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче йышăннă 131-ФЗ №-лĕ саккунне пурнăçлас, Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсемпе Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинче полномочисене уйăрассине тивĕçтерес тĕллевпе çапла йышăнатăп:
1. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пĕр уйăх тăршшĕнче Федерацин "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккунне (малалла - Федераци саккунĕ) пурнăçлас енĕпе тумалли мероприятисен планне хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле, унта çаксене палăртмалла:
Чăваш Республикин муниципалитет тытăмĕсен администраципе территори йĕркелĕвне*
муниципалитет тытăмĕсен укçа-тенкĕпе экономика хăй тĕллĕнлĕхĕ валли условисем туса парассине, вăл шута Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен бюджечĕсем пĕр-пĕринпе тухăçлă çыхăнса ĕçлемелли механизмсене аталантарасси те кĕрет*
вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормативлă право никĕсне йĕркелессине*
вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлемелли, вĕрентмелли тата вĕсен квалификацине ÿстермелли тытăма ĕçлеттерессине тата унăн ĕçне лайăхлатассине.
2. Чăваш Республикин районсемпе хуласен хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене сĕнес:
муниципалитет тытăмĕсен уставĕсене тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ытти нормативлă право акчĕсене Федераци саккунĕсем ыйтнипе килĕшÿллĕн çырса хатĕрлемелле*
2005 çулхи вырăнти бюджетсен проекчĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне ирттерме укçа-тенкĕ пăхса хăвармалла.
3. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров.
Шупашкар хули, 2004 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕ, 19 №.
(Указа ăнлантарса пани 2-мĕш стр.).
Указа ăнлантарса пани
Федерацин 2003 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемлли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" кăларнă 131-ФЗ саккунне туллин вăя кĕртмелли вăхăт 2006 çул тесе палăртнă.
Çакна калани вырăнлă: федераци саккунĕн куçăм тапхăрĕнчи положенийĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă тĕп ĕç Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсем çине тиенет. Раççей Федерацийĕн Правительствин шайĕнче тумалли мероприятисен калăпăшĕ 2 хута яхăн пĕчĕкрех, вырăнти хăй тытăмлăхăн халĕ ĕçлекен органĕсене те нумай ĕç паман. Акă мĕншĕн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Министрсен Кабинетĕнчен, районсемпе хуласен пуçлăхĕсенчен, депутатсен корпусĕнчен Чăваш Республикинче муниципалитет реформине пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсен планне хатĕрлеме халех ыйтнă.
Указпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне пĕр уйăхра Чăваш Республикин территорийĕнче федераци саккунне пурнăçламалли мероприятисен планне хатĕрлесе çирĕплетме хушнă. Унта вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсен нормăпа право никĕсне йĕркелемелли, Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенчи ял тата поселок администрацийĕсен территори тытăмне палăртмалли, районсен, хуласен тата поселоксен муниципалитет тытăмĕсен финанспа экономика хăй тĕллĕнлĕхĕн условийĕсене туса хумалли, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем валли кадрсем хатĕрлекен, çĕнĕрен хатĕрлекен тата вĕсен пĕлĕвне ÿстерекен система ĕçне тивĕçтермелли мерăсем палăртса хăвармалла.
Чăваш Республикинчи хăй тытăмлăх органĕсене муниципалитет тытăмĕсен уставĕсене тата ытти нормăпа право акчĕсене федераци саккунĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелеме хушнă.