Моргаушский муниципальный округ

Кооперативлă перекет касси шанчăклă

Район хаçачĕн февралĕн 7-мĕшĕнчи тата мартăн 3-мĕшĕнчи номерĕсенче Муркашри кооперативлă перекет касси ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлтернĕччĕ.

Мĕншĕн-ха "Заря-Кредит" кооперативлă перекет касси пайщиксем упрама хунă укçашăн çулталăкне 16-18 процент чухлĕ тÿлет; "МММ" евĕрлĕ финанс тĕлĕшĕнчи ултав мар-и ку;

Перекет кассин тĕп тĕллевĕ - хăйĕн пайщикĕсен упрама хунă укçи-тенкине инфляцирен хÿтĕлесси. Енчен те, сăмахран, çулаталăкри инфляци - 15 процент чухлĕ, укçа упрама хуракана 10 процент чухлĕ кăна тÿлеççĕ пулсан, ку питĕ тĕлĕнмелле пулса тухать. Урăхла каласан, вкладчика унăн укçипе усă курнăшăн кооператив тÿлемест, укçа хуракан кооператива хăйĕн укçине упранăшăн çулталăкне 5 процент чухлĕ тÿлет. Вкладчикăн укçин хакĕ шăпах 5 процент чухлĕ чакать. Тĕрĕсрех каласан, упрама хунă укçа хушăнмасть, чакса пырать. Ăслă-тăнлă çын çакăн пек условисемпе нихăçан та укçине упрама хума килĕшес çук.

Çавăнпах ĕнтĕ "Заря-Кредит" кооперативлă перекет касси хăйĕн чи пĕчĕк ставкине Раççей Тĕп банкĕн ставкинчен пысăкрах тунă, чи пĕчĕк ставка вара вĕсенчен икĕ хут ытларах. Раççей Тĕп банкĕн ставки хальхи вăхăтра çулталăкне 14 процентпа танлашать. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн заемсем хаклăрах пулаççĕ, кашни бизнесмен пирĕн патра укçа илеймест.

Кооперативлă перекет касси финанс пирамидинчен мĕнле уйрăлса тăрать-ха; Пирамида укçапа нимĕнле усăллă ĕç те туса ирттереймест. Вĕсем çĕнĕрен укçа хума пынă çыннăн укçи-тенкине малтанхи вкладчиксене пайласа параççĕ кăна. Юлашкинчен вĕсем пачах пăчланаççĕ, нумай вкладчиксем нимĕнсĕр тăрса юлаççĕ.

Вĕсемпе танлаштарсан, кооперативлă перекет касси пухăнă укçа-тенкĕне ĕçлекен бизнеса хывать, тупăш илет. Çав тупăшăн пĕр пайĕ перекет кассине пырать, ăна вкладчиксене процентпа параççĕ. Чăннипе вара пайщик хăйĕн пухăннă укçи-тенкипе пĕчĕк фирмăсене инвестицилет. Ку укçана пĕртен пĕр компание упрама хунинчен шанчăклăрах. Тепĕр енчен илсен, "Заря-Кредит" перекет касси пĕр алла ытлашши нумай укçа памасть, çавăнпа та укçа пĕтес, çухалас хăрушлăх та чакать.

"Граждансен кредитлă потребитель кооперативĕсем çинчен" Саккун, граждансен упрама хунă укçи-тенкине гарантилес тĕллевпе, кооперативсене банкăн шанчăклă мар ĕçĕсемпе аппаланма чарать. Пирĕн фонд биржисенче акцисем сутма юрамасть - ку питĕ шанчăксăр ĕç. Пире валютăсене сутма та юрамасть, вĕсен хакĕ улшăнса тăнине пула эпир пĕтме пултаратпăр. Пире акционерла тата ытти обществăсенче пая кĕрсе ертÿçĕ ĕçне хутшăнма та юрамасть, мĕншĕн тесен çак фирмăсем панкрута тухма пултараççĕ. Саккун çавăн пекех кооператива камăн та пулин обязательствипе поручитель пулма та чарать, вăл та "çунса кайма" пултарать.

Кооперативсене ирĕк панă пĕртен пĕр операци вăл - пурлăха салука хурса заемсем парасси.

"Заря-Кредит" гаранти вырăнне икĕ хут ытларах суммăлăх салук ыйтать. Çапла майпа упрама хунă кашни 1 тенкĕ укçана салука хунă 2 тенкĕ укçа гарантилет. Енчен те заемщика укçана вăхăтра тавăрса пама йывăр пулсан, салука сутаççĕ, укçи вара кооператива пырса кĕрет. Кредит кооперативĕсем пĕтĕм тĕнчипех чи шанчăклă финанс организацийĕсем шутланаççĕ.

Укçана ĕçлесе илме йывăр, упраса хăварма татах та йывăртарах. Çакна валли çирĕп дисциплинăллă, перекетлĕ пулни, ачасен пуласлăхĕшĕн, харпăр хăйĕн ватлăх кунĕсемшĕн тăрăшни кăна çителĕксĕр. Пухнă укçа-тенкĕне шанчăклă тата тупăшлă вырнаçтарма майсем тупмалла. "Заря-Кредит" кооперативлă перекет кассине шăпах çак тĕллевпе туса хунă та ĕнтĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 марта 2004
00:00
Поделиться