Моргаушский муниципальный округ

Шăпа пире шеллемерĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче репрессие пула айăпсăр айăпланине пула нумай çын шăпи вăхăтсăр татăлнă. Пĕр хĕрхенÿсĕр тĕп тунă "халăх тăшманĕсене". Анчах кунпа та ĕç вĕçленмен. Репрессиленисен мăшăрĕсемпе ачисем, ашшĕ-амăшĕсем юлнă. НКВД çыннисем вĕсене те хĕсĕрленĕ. Çăмăл килмен юлнисен шăпи.

Репрессие лекнисем хушшинче пирĕн район çыннисем те пулнă. Вĕсенче пĕри - Григорий Иванович Отыков. Вăл 1912 çулта Ятман ялĕнче çуралнă. Арестличчен Мускаври çар округĕнче 124-мĕш мотостроительнăй батальонра хĕсмĕтре тăнă. Ăна 1942 çулхи августăн 31-мĕшĕнче ним сăлтавсăрах "Советсене хирĕçле ĕçсене хутшăннăшăн" тесе айăпланă. Мускав гарнизонĕн çар трибуналĕ 1942 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Г.И. Отыкова РСФСР УК 58-10 статйин 2 пайĕпе 10 çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Ăна арестленĕ вăхăтра килĕнче мăшăрĕ Анастасия Егоровна Отыкова тата 1 çулталăкри хĕрĕ Римма пулнă.

РФ 1991 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнчи "Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисене реабилитацилесси çинчен" Саккунăн 3 тата 8 статйисемпе килĕшÿллĕн, Григорий Ивановича 1996 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче Çĕпĕрти çар округĕн Çар Прокуратурин йышăнăвĕпе, айăпĕ çук пирки, реабилитациленĕ.

Ашшĕсĕр тăрса юлнă Риммăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Сахал мар нуша-терт курнă вĕсен çемйи айăпсăр айăпланă Г.И. Отыков çук пирки. Паян Римма Григорьевна Отыкова (Макарова) çав йывăр çулсене аса илет.

- Эпĕ пĕчĕк чухне мамакпа ытларах пурăннă. Вăл ирех тăрса турăшсем умне тăрса сăх-сăхса турра кĕл тăватчĕ. Хам ыйтнипе мана та кĕл тума вĕрентрĕ.

Эпĕ пĕчĕк чухне çынсем кăмăллăччĕ, йăвашчĕ. Хальхи пек телевизорĕ, радио, газĕ, автобусĕ те пулман. Эпир, пĕчĕк шăпăрлансем, ачасем каланине, ăс панине питĕ хытă тăнланă. Мамак вĕрентнине паянхи пек астăватăп. "Çын патне кайсан нумай çиме юрамасть, кăшт тутанса пăхсан сĕтел хушшинчен тухас пулать - унсăрăн ача кăвакал пулса вĕçсе тухса каять те, киле каялла таврăнаймасть". "Çу нумай çиме юрамасть - сухал шăтать". "Улма татса çиме юрамасть - аслати çапать" т. ыт.те. Çавсенчен хăраса ÿснĕ эпир.

Апия эпĕ каçсерен çеç курнă. Атте пирки пĕр сăмах та илтмен, çавăн пиркиех эпĕ ачан ашшĕ пулмаллине те пĕлмен. Манпа пĕрле выляса ÿснĕ ачасен те, нихăшĕн те, ашшĕ пулман: пысăк Нинан, Раисăн, Левăн, пĕчĕк Нинан та. Эпĕ вĕсенчен чи кĕçĕнниччĕ, вĕсем манран 1-4 çул аслăрахчĕ.

Пĕррехинче мана апи лашапа урапа çине лартса кайрĕ. Ялтан тухса екăштах кайсан пĕр арçынна хуса çитрĕмĕр. Апи ăна лартрĕ, арçын аслати пек сассипе пирĕнпе калаçма тытăнчĕ. Кăшт кайсан вăл урапа çинчен анса юлчĕ. Эпĕ вăл кам пулнине ыйтсан, апи: "Вăл Левăн ашшĕ пулать, сан аçун иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ", терĕ. Эпĕ питĕ тĕлĕннĕ пирки, апи ăнлантарчĕ: "Левăн ашшĕ вăрçăран таврăнчĕ". Манăн та хамăн атти пирки пĕлес килчĕ. Апи вара манăн та атте пулни, вăл вăрçăран таврăнайманни çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ аттене мĕншĕн, кам вĕлерни пирки час-часах ыйтаттăм. Çакăн хыççăн апи сăн ÿкерчĕк çинчи аттене кăтартма пуçларĕ.

Анчах темле пулсан та, атте вилнине ĕненес килмесчĕ, вăл таврăнасса кĕтеттĕм. Ытти хĕрачасем хыççăн эпĕ те, вĕçсе каякан самолет хыççăн чупса: "Яраплан, яраплан, инçе-инçе вĕçсе кай, пирĕн аттене лартса кил", - тесе чупаттăм. Анчах пирĕн аттесем вĕçсе килмерĕç.

Манпа вылякан ачасем час-часах шĕшкĕ мăйăрĕ пысăкăш сахăр катăкне çиетчĕç. Манăн та питĕ сахăр çиес килнипе эпĕ апирен час-часах ун пирки ыйтаттăм. Апи сахар илме укçи çукки, çынсем пенси илни çинчен калатчĕ. Пире мĕншĕн пенси паманни пирки нимĕн те каламастчĕ, мана пуçран шăлса сассăр ĕсĕклесе макăратчĕ.

Эпĕ кăштах ÿссе ăнланакан пулсан апи çапла каласа паратчĕ: "Сан аçуна вăрçăран тĕрмене хупнă, унта вăл Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче вилнĕ". Вăл аттепе икĕ çул кăна пурăнни, атти çав тери ырă кăмăллă пулни, колхозра счетовод (халĕ бухгалтер) пулса ĕçлени, колхоз председателĕ Михаил Журналов (Ворошилов яч. хис. колхоз пулнă) ăна питĕ хисеплени, шанни çинчен калатчĕ.

Ман аттене, Г.И. Отыкова, вăрçă пуçлансан виçĕ кунтанах фронта илсе кайнă. Вăл ун чухне 29 çулта пулнă, тепĕр 3 уйăхран (22.09.41 ç.) эпĕ çуралнă. Аттие вăрçа ăсатма халăх нумай пухăннă. Вăл килтен час тухайман пирки, колхозăн чи лайăх та вăйлă, кÿлнĕ лаши ниçта кайса кĕрейми кĕçеннĕ. "Çав лаша аçу килмессе систерчĕ пуль", - тетчĕ апи.

Манăн мамак вăрçа виçĕ ывăлне - Ванека, Хĕветĕре, Кĕркурие, манăн аттене тете Кирила кĕрĕвне ăсатнă. Киле манăн атте кăна таврăнман. Мамак апия: "Ах, кин, халăхпа пĕр пек хуйхăшăн эпĕ кулянмастăп, пирĕн хуйхи халăхран уйрăм пулчĕ-çке", - тесе калатчĕ тет. Халăхран уйрăм хуйхă хыççăн халăхран уйрăм нуши те пуçланнă. Мамакпа мана пенси те паман, налукĕсене хушса тÿлеттернĕ. Вăрçă чарăнсан ĕçрен юлманнисене пурне те "За доблестный труд в Великой Отечетсвенной войне 1941-1945 г.г." медаль парса чыс тунă. Ман апипе мамака "айăплă" çын мăшăрĕпе  амăшĕ пулнă пирки çав медаль те лекмен. Апи пир тĕртнĕ чух сасăсăр макăрнине лайăх астăватăп.

Тепĕр самант та асрах. Апи анкарти анине сухалатчĕ. Унччен те пулмарĕ, хăй те вăрçăран таврăннă колхоз бригадирĕ, килсе лашана тăварса илсе тухса кайрĕ, апия тем те пĕр усал сăмахсем каласа хăртса-вăрçса хăварчĕ. Апи вара ÿксе сасăпах макăрса юлчĕ. Вăл кахал хĕрарăм пулман, пĕр кун та ĕçрен юлман, минимума яланах тултарнă. Эпĕ ун чухне атте çукки мĕне пĕлтернине пĕрремĕш хут лайăх туйса илтĕм. Мамак та йывăр хуйхăсене тÿсеймесĕр 63 çултах çре кĕчĕ.

1948 çулта эпĕ 1 класа вĕренме кайрăм. Апи атти пек хитре çырма хăнăхтарас тесе унăн çырăвĕсем кăтартатчĕ.

"Реабилитаци"сăмах мĕне пĕлернине эпĕ 60 çулсенче пĕлнĕ ĕнтĕ. Аттене мĕншĕн айăпланине пĕлсе ăна тÿрре кăларма май çук-ши тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Ун чухне влаçра ларакансем мана итлесшĕн те пулмарĕç. 1991 çулта кăна, ырă çынсем пулăшнипе, атти хăçан тата мĕнле сăлтавпа вилнине пĕлтĕм. Вăл апи каланă пекех Рыбинск хулинче 1943 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче выçăпа вилнĕ. 2003 çулта вара каллех, ырă çынсен пулăшăвĕпе, аттене тĕрĕс мар айăпланине, 1996 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче унăн таса ятне тавăрса саккунпа çирĕплетнине пĕлтĕм. Аттепе пĕрлех мана та ырă ята тавăрса саккунпа çирĕплетрĕç.

Юлашкинен эпĕ районта пурăнакансене çакна каласшăн. Çав вăхăтри пек хăрушă самана нихăçан та ан пултăрччĕ, ан таврăнтăрччĕ тек каялла. Ун чухнехи пек амăшĕсемпе мăшăрĕсен, ачисен хуçăлнă шăписем урăх ан пулччăрччĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 марта 2004
00:00
Поделиться