Моргаушский муниципальный округ

Малашлăха пăхса ĕçлеççĕ паян Муркашри тата Мăн Сĕнт&#27

Акă, сисмерĕмĕр те тепĕр хĕл иртсе кайрĕ. Пурте йĕркеллĕ пулсан, вăхăт та хăвăрт иртет. Юлашки çулсенче пурнăç нумай улшăннине пурте лайăх куратпăр. Ялсем те çĕнелсе, илемленсе пыраççĕ. Çынсем те хваттерсенче юсав ĕçĕсем ирттерсе пÿлĕмсене хăт кĕртсе илемлетеççĕ.  Пурăнакан çын малаллах пăхать, ăна пурте кирлĕ. Хваттерсенчи илемпе пĕрлех кашнинех кунсерен пурнăçри хăтлăх та кирлĕ ĕнтĕ. Пире ăшăпа, электроэнергипе, шывпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприятисем тивĕçтереççĕ. Районта вĕсем иккĕ: Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте. Вĕсем тăрăшнипех ĕнтĕ эпир ĕç хыççăн киле таврăнсан хамăра лăпкă туятпăр, мĕншĕн тесен килте пурте йĕркеллĕ пуласса çирĕп шанса тăратпăр.

Мартăн 21-мĕшĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Çавна май вĕсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетсе кăçалхи задачăсене палăртаççĕ.

Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе ăна чылай çул ертсе пыракан Н.А. Шишкин паллаштарать:

- Пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - хваттерте пурăнакансене ăшăпа, электроэнергипе, шывпа пĕр тикĕссĕн тивĕçтерсе тăрасси. Кăçалхи хĕл экзаменне йĕркеллех тытрăмăр темелле. Ку енĕпе пысăк инкексем пулман. Çынсем хăйсене кирлĕ пулăшусене вăхăтра илсе тăнă. Паллах, вак-тĕвек çитменлĕхсем, пĕчĕккĕн çĕмĕрĕлнисем пулкаланă, анчах вĕсене çийĕнчех юсаса йĕркене кĕртсе пынă.

Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн пăхса тăмалли объекчĕсем сахал мар. Пĕтĕмпе котельнăйĕн ĕçне йĕркелесе çынсене татти-сыпписĕр ăшăпа тивĕçтермелле. Иртнĕ çулсенче нумай котельнăйсене хамăр çине йышăннă. Сăмахран, Ярапайкассинчи котельнăйне йышăннă хыççăн ăна çĕнĕрен тума оборудование те çĕннипе улăштарма тиврĕ. Çакна валли 180 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Çавăн пекех Шурчари, Нискассинчи, Анаткассинчи, Муркашри тĕп котельнăйсем те йĕркеллĕ ĕçлеччĕр тесе тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть Отарккăра авари пулнăччĕ. Чуманкасси шкулĕ ăшăсăр тăрса юлатчĕ. Çакна шута илсе ăна çийĕнчех пĕтертĕмĕр, çынсем питĕ оперативлă ĕçлерĕç. Иртнĕ çулта Ярапайкассинче та авари пулнăччĕ. Куçса çÿрекен 40 киловатлă пĕчĕк электростанци пурри пире кунта та пысăк пулăшу пачĕ. Шкула та, пĕрлехи врач офисне те, пурăнмалли ытти çуртсене те ăшă пырасси чарăнман.

Пирĕн предприяти çынсемшĕн, вĕсене тĕрлĕ пулăшу парса вĕсен пурнăçне лайăхлатассишĕн ĕçлет. Çавăнпа та пирĕн тивĕçсем те нумай енлĕ. Электричество çутипе, ăшăпа, шывпа тивĕçтернипе пĕрлех, мунчана, тасатакан сооруженисене йĕркеллĕ ĕçлеттермелле, инженери коммуникацийĕсене пăхса тăмалла, пурăнмалли çурт-йĕр фондне юсаса-тытса тăмалла, урамсене, территорие тирпей-илем кĕртессипе вăй хумалла т. ыт. те. Ĕçĕ çителĕклех. Пирĕн çинче пĕтĕмпе 855 хваттер, вĕсем те тимлĕх ыйтаççĕ.

Çакна та каласа хăварас килет. Предприятире столяр цехĕ те ĕçлет, унта чÿрече рамисем, алăксем тăваççĕ, ритуаллă услугăсем те параççĕ. Унсăр пуçне хваттерсенче сасартăк тĕрлĕ инкек сиксе тухсан пырса пулăшу  пама пирĕн ятарлă бригада ĕçлет. Унта электрикĕ те, газоэлектросварщикĕ те, слесарĕ те пур. 2-16-37 номерлĕ телефонпа хĕллехи вăхăтра заказсене талăкĕпех йышăнаççĕ. Мĕнле инкек пулнине, унăн йывăрлăхне кура ăна çывăх вăхăтрах пырса юсаса парать çак бригада. Вĕсен ятарлă журнал та пур, унта мĕнле ĕçсем пурнăçланине кăтартатпăр, хуçисене алă пустаратпăр. Ку енĕпе те йĕрке çирĕп.

Тирпей-илем çинчен калас пулсан, ку тĕлĕшпе пирĕн çулталăкĕпех ĕçĕсем çителĕклĕ. Эпир район центрĕнче пурăнатпăр. Вăл район сăн-пичĕ пулса тăрать. Унсăр пуçне, пирĕн района тĕрлĕ отрасльсен ĕçĕпе паллашма Раççейĕн чылай регионĕнче çынсем çулталăкĕпех килсе тăраççĕ. Çавăнпа та тирпей-илем, тасалăх пирки тăрăшни пирĕн кун йĕркинчен нихăçан та тухмасть. Муркаш ялĕ конкурсра икĕ хутчен малти вырăна йышăннинче те предприятин тÿпи сахал мар.

Çуркунне çитнĕ май пирĕн ĕçсем татах нумайланаççĕ. Тирпей-илем кĕртессипе, йывăçсем лартассипе тимлемелле. Хамăр тăрăшнипех ĕнтĕ Комунальнăй урамра пĕчĕк сад çитĕнет. Çĕре усăсăр вырттарас темерĕмĕр, улмуççисем, çырла йывăççисем лартрăмăр. Иртнĕ хĕл ăнăçлă пулни котельнăйсене лайăх юсаса хатĕрленинчен килет. Кăçал та май уйăхĕ çитсен котельнăйсен системине, шыв пăрăхĕсене, электрохуçалăха т. ыт. те юсаса хĕле хатĕрлеме тытăнатпăр. Çулла çуна, хĕлле урапа хатĕрленине нимĕн те çитмест. Унсăр пуçне халь тăвакан Культура çурчĕ йĕри-тавра тирпей-илем кĕртмелле, урамри картасене çĕнетмелле, ĕçĕ çителĕклĕ.

Хальхи вăхăтра пирĕн клллективра 80 çын ĕçлет. Вăтам ĕç укçи 2002 çулта уйăхне 1677 тенкĕ пулнă пулсан, 2003 çулта 2430 тенкĕпе танлашнă. Коллективра ĕç дисциплини çирĕп, "çуттипе" туслисем кунта нумай тытăнса тăраймаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕç тиркесе ларакансем çук, ăçта ĕç алли ытларах кирлĕ - пурте çавăнта вăй хураççĕ.

Уяв çитнĕ май пултаруллисене те ятранах асăнса хăварас килет. Вĕсен шутĕнче: С.Н. Тимофеев инженер-энергетика, Ю.Г. Щегольков оператор-наставника, Л.З. Миронова оператора, В.Н. Петров оператора асăнмалла. Котельнăйсене хĕле хатĕрленĕ çĕрте ĕç сыхлавĕн инженерĕ Н.С. Матвеев нумай тăрăшать* Ю.Г. Любимов газоэлектросварщик, С.Ю. Никитинпа И.Н. Егоров слесарь-сантехниксем, С.А. Хрусталев, В.Н. Павлов электриксем, А.Н. Иванов водитель-ассенизатор, Г.Е. Охотин, В.Г. Петров водительсем тăрăшулăхĕпе палăраççĕ. Территорисене тирпей-илем кĕртесси М.Е. Петров ертсе пынипе пулса пырать.

Коллективри мĕн пур çынсене хастарлăхĕсемшĕн, ырă ĕçĕсемшĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Малашне те çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессишĕн, вĕсене кирлĕ пулăшусене вăхăтра парассишĕн тăрăшса ĕçлер. Пурне те уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, тулăх пурнăç сунатăп.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 марта 2004
00:00
Поделиться