Моргаушский муниципальный округ

Малашлăх никĕсĕ - ăс-хакăл вăйĕпе сывă пурнăç й&#2

Кĕçнерни кун Шупашкарта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 13-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Патшалăх Канашĕн черетлĕ 13-мĕш сессине парламент спикерĕ Михаил Михайловский уçрĕ. Вăл Президент Çырăвĕн пĕлтерĕшĕ çулран çул ÿснине палăртрĕ. Ку ахаль документ çеç мар, республика аталанăвĕн стратегийĕ те. Президент тĕллевĕсем, ăна пурнăçа кĕртмелли механизмсем общество пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртеççĕ. Çырура палăртакан шухăшсем конкретлă ĕçе çаврăнаççĕ.

Республика Президенчĕн Патшалăх Канашне яракан йăлана кĕнĕ Çырăвăн тĕп шухăшĕ унăн ятĕнченех яр уççăн палăрать: "Ăс-хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе - ырлăх-телей патне". Çапла, Николай Васильевич пирĕн аталанăвăн тĕп çăл куçĕсене шăпах çавăнта курать.

Республика тахçанах кризисран тухмалли планпа мар, аталанăвĕн стратеги планĕпе ĕçлет.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант пирки. Пĕлтĕр социаллă япăх лару-тăрура пурăнакансен шучĕ республикăра 13,7 процент чакнă. "Анчах ку лăпланса лармаллине пĕлтермест", - терĕ Н.Федоров. - Çул çитмен ачасем тăвакан преступленисем чакманни, ĕçсĕрлĕх, ĕçкĕ-çикĕ сарăлни пирĕншĕн çав-çавах çивĕч ыйтусем пулса юлчĕç".

Нумайăшĕ паян çамрăксене культура, чун туртăмĕ çуккишĕн кăна мар, ĕç, вĕренÿ патне мар, "çăмăл" укçа патне туртăннăшăн, яваплăх çуккишĕн вăрçать. "Анчах çакăншăн вĕсем çеç мар, аслă ăру та айăплă пулнине йышăнмалла", - терĕ Президент.

Президент спорт аталанăвĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Çулсерен Чăваш Енре 500 ытла ăмăрту иртет. Пĕлтĕр хăвăрт утассипе Европăн 5 Кубокне Шупашкарта ирттерсе мăнаçлантăмăр. Кăçал та республикăра Раççей пĕлтерĕшлĕ 60 ытла спорт ăмăртăвĕ иртмелле. Кÿкеç çуллахи ял спорт вăййисен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсене йышăнать. Анчах Н. Федоров ку çителĕксĕр тет. "Мĕншĕн пĕтĕм Европа, Америка кашни ире зарядкăран, чупуран пуçлать, унта сывă пурнăç йĕрки йăлана кĕнĕ, эпир вара пултараймастпăр-и;" - терĕ Президент.

Николай Васильевич ĕçкĕ-çикĕпе вăйлăрах кĕрешме ыйтать.

"Чăваш халăхĕ - цивилизацин тĕлĕнмелле лайăх пайĕ. Çавăнпа та эпир пахалăхпа культурăн чи лайăх стандарчĕсем патне çитме тивĕç", - терĕ Николай Васильевич.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 марта 2004
00:00
Поделиться