Моргаушский муниципальный округ

Çуркунне мĕнле килет-ши;

"Ял пурнăçĕ" ("Сельская жизнь") хаçатран. Март пуçламăшĕнче ирĕлтерсе пăрахать, каярахпа самаях сивĕтет. Хĕвел хытă хĕртнипе уйăх вĕçнелле шыв-шурлă пулать. Апрель ăшă пуласса кĕтме юрать, иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче çиллĕ çанталăк тăрать, уйăх вĕçĕнче сивĕрех кунсем пулаççĕ.

Май пуçламăшĕнче çанталăк ăшă пуласса кĕтмелле, каярахпа аслатиллĕ çумăрсем пуçланаççĕ. Тăм ÿкнĕ кунсем сахал пулмалла.

 

Çуркунне шăшисем нумай тухсан, тыр-пул начар пуласса.

Çуркунне шурă мулкач куратăн - юр тепĕр хут ÿкет.

Пĕвери, кÿлĕри пăр час каймасть, путать пулсан, çул йывăр пулать.

Çуркунне куккук час-часах тата вăйлă авăтни çанталăк ăшăтасса.

Уйăхлă каçсенче юр ирĕлмест.

Сивĕ хĕл хыççăн çур вăрах, анчах харăс килет, ăшă хĕл хыççăн - ир килет те вăраха каять.

Пăр васкамасăр каять пулсан, çур та вăраха тăсăлать.

Уйăх календарĕ

Мартăн 20-22-мĕшĕсем - Çĕнĕ Уйăх тапхăрĕ.

Çак кунсенче ÿсен-тăран лартни е калчасене куçарни усăллах мар.

Мартăн 25-27-мĕшĕсем - Уйăх Йĕкĕрешсен паллинче ÿссе пырать.

Ку вăхăтра пĕр çул ÿсекен чечексене калчалăх акни ăнăçлă.

Мартăн 28-29-мĕшĕсем - Уйăх Рак паллинче ÿссе пырать.

Çĕр улмине хранилищĕрен калчалантармашкăн кăларма юрать.

Мартăн 30-31-мĕшĕсем - Уйăх Арăслан паллинче ÿссе пырать.

Помидор вăррисене уçă вырăнта ÿстерме калчалăх акма юрать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 марта 2004
00:00
Поделиться