Вĕрентÿ пахалăхне ÿстерессишĕн
Вĕрентÿ учрежденийĕсем хăйсен ĕçĕнче "2001-2005 çулсенче вĕрентĕве аталантарасси" программăна пурнăçлассине тĕпе хураççĕ. Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, çак çул-йĕре тытса пыраççĕ.
Юлашки çулта шкулсенче нумай çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕчĕç. Сăмахран, 7 вĕрентÿ учрежденийĕнче ют чĕлхесене маларах вĕрентессине йĕркеленĕ, çав шутра - 4 ача садĕнче ("Золушка", "Мечта", "Колокольчки", "Путене" ача сачĕсенче). Иртнĕ вĕрентÿ çулĕнче лицейра тата профиллĕ классенче 128 вĕренекен пĕлÿ илнĕ, ку вăл 10-11 классенче вĕренекенсен 13 проценчĕ чухлĕ пулать. Районти мĕн пур вăтам шкулсенче 11 енĕпе тĕрлĕ профессисене вĕрентсе хатĕрлессипе ĕçленĕ. Тĕрлĕ курссене пĕтерни çинчен удостоверенисемпе свидетельствăсене шкул пĕтерекен 285 çамрăк алла илнĕ. Ку ĕçе Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти, Нискассинчи, Çатракассинчи, Юнкăри, Йÿçкассинчи, Тивĕшри, Тойкилтĕри, Турайри вăтам шкулсенче лайăх йĕркеленĕ. Кунта ĕç вырăнĕсене те туса хунă, ачасене хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем вĕрентеççĕ.
Районти çамрăк техниксен станцине уйрăммăн асăнса хăвармалла. Вĕсем 20 шкулта вĕрентÿ класĕсем уçнă, вĕсене 1302 вĕренекен çÿрет.
"В"категориллĕ водительсем хатĕрлес енĕпе Муркашри вăтам шкулăн майĕсем пысăк. Анчах та автоĕç кабинечĕ тулли хăватпа ĕçлемест-ха.
Профессипе техника училищисемпе килĕштерсе ĕçлессине анлăлатма тата ĕç воспитанийĕн центрĕсене туса хума Калайкассинчи, Ильинкăри, Нискассинчи, Тивĕшри, Москакассинчи, Юнкăри, Тойкилтĕри вăтам шкулсенче базăсем пур. Профиллĕ вĕрентÿ çине куçнă май çакăн пек условисем туни ятарлă курссене ытларах йĕркелеме, ачасене хăйсене килĕшнĕ профессие суйласа илме май парать.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 18 предметпа олимпиадăсем ирттернĕ. Ачасен хисепне тата малти вырăн йышăннă вĕренекенсене шута илсен, чи лайăххисем шутне Муркашри лицее, Москакассинчи, Нискассинчи, Йÿçкассинчи, Муркашри вăтам, Кашмашри, Шурчари, Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулсене кĕртмелле. Иртнĕ çулта математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменне 505 вĕренекен тытнă. Вĕсенчен 11,8 проценчĕ "5" паллă, 42,6 проценчĕ - "4", 39,0 проценчĕ - "3" паллă илнĕ. Ку енĕпе чи лайăх кăтартусем Муркашри лицейра, Нискассинчи тата Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем пулнă.
Республикăра пĕрлехи патшалăх экзаменне тытнин вăтам кăтартăвĕсене танлаштарсан, пирĕн районта биологипе, физикăпа тата чăваш чĕлхипе тытнă экзаменсен кăтартăвĕсем лайăхрах. Ытти предметсемпе уйрăмлăхсем нумаях мар.
Анчах та шкул пĕтерекен çамрăксем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те çакна лайăх ăнланаççĕ: вăтам е аслă пĕлÿ илни паянхи пурнăçра харпăр хăй вырăнне тÿрех тупма май памасть. Çавăнпах ĕнтĕ нумайăшĕ 9, 10 классем хыççăн ятарлă вăтам пĕлÿ илме тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулта 9-10 классенче вĕреннĕ 658 ачаран 90-шĕ ытла шкула малалла вĕренме пыман. Çакă шкулсенчи классен комплекчĕсене чакарать. Вĕрентÿ учрежденийĕсене укçа-тенкĕпе ачасен хисепне шута илсе тивĕçтереççĕ.
Демографилле лару-тăру тивĕçлĕ шайра пулманни, ачасем сахал çурални "пĕчĕк" тата "пысăк" шкулсен ыйтăвне çивĕч кăларса тăратрĕ. Практика çакна кăтартса парать: паянхи хăвăрт улшăнса пыракан обществăра, пысăк мар колективра пĕлÿ илнипе пурăнма хăнăхма йывăр, мĕншĕн тесен унта социаллă опыт та, вĕренмелли условисем те çителĕксĕр. Çавăнпах ĕнтĕ эпир вĕрентÿ учрежденийĕсен çĕнĕ моделĕсене туса хурассине пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Вĕсен шутĕнче:
- нумай вĕренекенсемлĕ ялти вĕрентÿ центрĕсем*
- ялти база шкулĕсем, вĕсене ачасене шкул автобусĕпе турттараççĕ*
- профессие вĕренме хатĕрлес тата профиллĕ вĕрентĕве йĕркелес тĕлĕшпе пĕрле çыхăнса ĕçлекен шкулсен ассоциацийĕсем*
- вĕрентÿпе культура центрĕсемпе комплексĕсем*
- пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем - ача сачĕсем.
Пирĕн паянхи тĕп задача - укçа-тенкĕ усă курнине шута илсе пырса ĕç эффективлăхне, пахалăхне ÿстересси, малашлăхсăр çул-йĕрсене пăрахăçласси, пурлăх ресурсĕсене хамăр системăра шырасси.
Хальхи вăхăтра вĕрентÿ пахалăхĕ вĕрентÿ учрежденийĕсен конкуренцие чăтаслăхĕн тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Вĕрентÿ системине пĕр тикĕс аталантарма ЧР Вĕрентÿ министерствин приказĕпе вĕрентÿ округĕсем туса хунă. Вĕсене вĕрентÿ ĕçне ертсе пыракан органсене, шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕсене, шкулсене тата хушма вĕрентÿ учрежденийĕсене кĕртнĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 7. Эпир çурçĕр округне кĕретпĕр. Шупашкар районĕ центр пулса тăрать. Ку округа çавăн пекех Красноармейски тата Етĕрне районĕсем кĕреççĕ.
Вĕрентÿ округĕн тĕллевĕсемпе задачисем çакăн пек:
- вĕрентĕве çĕнетсе улăштарассине концепцийĕсене пурнăçа кĕртме йĕркелÿ тата методика ĕçĕсенче пулăшасси*
- вĕрентĕве çĕнетсе улăштарассине концепцийĕн тĕп çул-йĕрĕсемпе ĕçлесе пăхса вĕсен результачĕсене пĕтĕмлетесси тата унпа ытти округсене паллаштарасси*
- педагогсен тата ертсе пыракан кадрсен квалификацине ÿстересси.
Çакă мĕн çинчен калать-ха; Çĕнĕ условисенче вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçĕн результатне лайăхлатмалла. Ăна валли кашни ертÿçĕн, учителĕн, воспитателĕн хăйĕн ĕçне кÿршĕ шкулти е кÿршĕ районсенчи ертÿçĕн е педагогика коллективĕн ĕç шайĕпе танлаштармалла.
Çавăнпа та эпир вĕрентÿ учрежденийĕн ĕçĕн результачĕн рейтингĕ çинчен положени туса хатĕрлеме йышăнтăмăр. Хăйсен статусĕпе вĕрентÿ учрежденийĕсем виçĕ тĕп ушкăна пайланаççĕ:
- пуçламăш шкул*
- тĕп шкул*
- пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.
Вĕрентÿ учрежденийĕсен рейтингĕн тĕп задачисем çаксем пулаççĕ:
- преподавательсен йышĕн квалификаци шайне хак парасси*
- вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçĕн ырă тата пĕлтерĕшлĕ мар енĕсене палăртасси*
- вĕрентÿ ĕçĕнче чи лайăх кăтартусем тăвакан шкулсене тупса палăртасси*
- кашни вĕрентÿ учрежденийĕ пирки пĕтĕмпех пĕлсе тăма вĕсем çинчен мĕн пур даннăйсен базине туса хурасси*
- кашни шкулăн пĕтĕмĕшле тата уйрăм ĕç результачĕсем мĕнле улшăнса пынине йĕрлесе тăрасси*
- вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçĕн результачĕсем пирки тĕрĕс тата тулли информацисем илесси.
Вĕрентÿ ĕçченĕсен январьти канашлăвĕнче эпир шкул пĕтерекенсене пурнăç çулĕ çине кăларас тĕлĕшпе çемьепе шкулăн тата общественноçăн пĕрле çыхăнса ĕçлессине сÿтсе яврăмăр. Çакă вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма, паянхи обществăра хăйсен вырăнне тупма кирлĕ. Çавăнпа та вĕрентÿ ĕçне тĕпрен çĕнетсе улăштармалла, вăл шкул ачисене тарăн пĕлÿ илсе конкуренцие чăтаслăхăн шайне ÿстерме май патăр, професси илнĕ чухне те, ĕç рынокĕнче те пулăшса тăтăр. Анчах та, вĕрентÿ ĕçне лайăхлатмалли çул-йĕре суйласа илнĕ чухне мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ ресурсĕ пуррине те шута илмелле.
Вĕрентÿ ĕçĕн çĕнĕ моделĕсене туса хуни вара ачасене вĕрентÿ учрежденине тата вĕрентÿ программине суйласа илме май памалла. Вĕрентÿ округĕн условийĕсенче çакна районта кăна мар, пĕтĕм округĕпех пурнăçлама пулать. Кунта вара суйламалăх пур* бассейнлă шкулсем те, хальхи компьютерсем те, интернета кĕртекеннисем те. Çакă вăл шкулсем хушшинчи конкуренцин çĕнĕ варкăшне илсе килет, вĕрентÿ пулăшăвĕсен рынокне туса хурать. Çак ĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçлакансем çĕнтереççĕ те.
Пирĕн шутпа ялти вĕрентÿ центрĕсен тата база шкулĕсен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе юнашарти пĕчĕк шкулсене илĕртсе тăмалла. Вĕсен шкул округĕсен центрĕсем, пĕчĕк шкулсем база шкулĕсен филиалĕсем пулмалла. Кашни база шкулĕнчех вара хăйĕн медиатека, вĕрентÿпе лаборатори бази пултăр.
Вĕрентÿ учрежденийĕсен мĕн пур моделĕсен вĕрентÿпе культура, спортпа сывлăха сыхлас ĕçсен ресурсĕсене пĕрлештермелле, шкулăн паян ялти социаллă культура центрĕ пулса тăмалла. Тĕрлĕ программăсене хутшăнни пире вĕрентÿпе пурлăх базине çирĕплетме, вĕрентÿ ĕçне лайăхлатса унăн пахалăхне ÿстерме пулăшĕ. Иртнĕ çулта 43 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕсем илнĕ, тепĕр 109 пин тенкĕлĕх - тĕрлĕ конкурссемпе программăсене хутшăннăшăн.
Тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсене те çулсерен пĕр шкулсем кăна хутшăнни килĕшÿллĕ мар. Кăçал, çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулĕ пулнă май, физкультурăпа спорт çине пур çĕрте те ытларах тимлĕх уйăрасса шанас килет.
Вĕрентÿ учрежденийĕсем умĕнче çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе пысăк та ответлă задачăсем тăраççĕ.
Рейтинг системине ĕçе кĕртни кашни педагогика коллективĕн ĕçĕнчи кăлтăксене тупса палăртма пулăшĕ, пурне те юлашки результатсем тивĕçлĕ шайра пулччăр тесе тăрăшма хистесе тăрĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче информаци технологийĕсемпе те анлăрах усă курмалла, кадрсен, педагогсен професси ăсталăхне ÿстерсе пымалла. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пуçламăш тата вăтам классенче "районти йăла йĕркисем тата уявсем" ятарлă курс пулать. Профиллĕ вĕрентÿ çине куçма хатĕрленес енĕпе те нумай тимлемелле РФ "Вĕрентÿ çинчен" Саккунне пурнăçлани, шкулсем малашлăха пăхса ĕçлени умри тĕллевсене пурнăçлама май парĕ.