Моргаушский муниципальный округ

Лицейре вĕренес тесен

Тăххăрмĕш класс пĕтеретпĕр. Пурнăç çулĕ çине хамăра тĕллĕн тухасси çывăхрах та çывăхрах. Ку таранччен пухнă пĕлÿсене шута илсе малашлăха пăхса 10-11-мĕш классене Муркашри лицейре вĕренес кăмăл пур. Çак ыйтăва пурнăçлама мĕн тумалла-ши;

9-мĕш класра вĕренекенсем.

Малашлăха пăхакан çамрăксен шухăшне ырласа çак ыйту çине хурав шыраса Муркаш лицей директорĕпе Николай Евгеньевич Смирновпа çыхăнтăмăр. Унăн хуравĕ çапла пулчĕ:

- Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2004 çула Чăваш Енре Çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çакă республика шайĕнче çамрăксен ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине кăтартать. Малашлăха ăнтăлакан çамрăксен тĕп хĕçпăшалĕ вăл - ПĔЛŸ. Çавăнпа та Çамрăксемпе сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕнче  яшсемпе хĕрсен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхне, сывă пурнăç йĕркине тата пурнăçăн спорт стилне анлăрах аталантарассинчен эпир те юлмастпăр. Çамрăксем паян хускатнă ыйту çине конкретлăрах хуравласа çакна пĕлтеретĕп: Муркаш лицейне 10-мĕш класа вĕренме килес текенсен, гуманитари енĕпе каяс кăмăллисен Раççей историйĕпе тата вырăс чĕлхипе, литературипе  çырса экзаменсем тытмалла. Пĕлÿ тĕнчине естествăлла наука тĕлĕшпе шаларах кĕрес текенсен математикăпа тата физикăпа çырса экзаменсем тытмалла пулать. Çак тĕрĕслевсем лицейре апрелĕн 10-мĕшĕнче пулаççĕ, 11 сехетре пуçланаççĕ. Экзаменсене Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем йышăнаççĕ. Лицейре вĕренме кăмăл пуррисен заявленисене апрелĕн 8-мĕшĕччен памалла, пĕрле паспорт е вĕреннĕ вырăнтан справка кирлĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
17 марта 2004
00:00
Поделиться
;