Моргаушский муниципальный округ

"Хамăр кăмăлшăн чуна парса ĕçлетпĕр"

"Ялсен социаллă аталанăвĕ" программăна пурнăçа кĕртсе

Юлашки çулсенче Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программи ĕçлеме пуçларĕ. Малашлăха пăхса пурăнакансем  çав тĕллевпе маларах ĕçе кÿлĕннĕ. Акă, Шурчара пурăнакан Валентина Геннадьевнапа Анатолий Иванович Кудряшовсем хăйсен пурнăçне пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ ялсен социаллă аталанăвĕпе çыхăнтарса пыраççĕ. Вĕсемпе ирттернĕ уçă калаçу хаçат вулакансенчен чылайăшĕнне куç уçасса шатапăр.

- Эпĕ район хаçатĕнче ял тата ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатса тăнăран, хăвăра паянччен палламасăрах ĕçĕре çиелтен пĕлнĕрен тата эсир хăвăрăн тăрăшулăхăрпа ЧР Президенчĕн ялсен социаллă аталанăвĕн программине пурнăçланăран Сире хамăр вулавçăсемпе çывăхарах паллаштарас терĕм. Эсир çакăн çине епле пăхатăр;

Анатолий Иванович (малалла А.И.): Эпир реклама туса хамăра кăтартассишĕн ĕçлеместпĕр тата мăшăрпа иксĕмĕр те ялта çуралса ÿснине кура ялсен сÿрĕк те пĕр енлĕ пурнăçĕ пире чылайранпах тивĕçтермест. Эсир хаçатран пулни мана савăнтарать те, мĕншĕн тесен шкул çулĕсенче - эпĕ Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ - манăн, юлташсемпе пĕрле, уйăхсерен шкул хаçатне кăларса тăма тивнĕччĕ. Унсăр пуçне район хаçатне те сахал мар хыпарсем çыраттăм, "Пионер сасси" хаçатра сăвăсем, хам тунă ÿкерчĕксем пичетленетчĕç. Учительсем те, ял çыннисем те эпĕ журналистикăна каясса кĕтетчĕç. Анчах... Пурнăçра техника пĕлтерĕшĕ ÿсни мана урăх çул çине тăратрĕ. 8 класс хыççăн бтракторист-автослесаре вĕренме кайрăм та автомашина юратăвĕ пуçланчĕ. Çара каиччен тăван колхозра тракторпа ĕçлерĕм, сахал мар суха турăм. Автомашинăсене ытларах юратнăран Совет Çарĕнче службăра тăнă хыççăн шăпа пÿрнипе аттен пиччĕшĕ патне Барнаула тухса кайрăм, Совет Çарĕнче водитель пулнине малалла тăсса "Икарус" автобуспа инçе çулсене çÿрерĕм, пассажирсене турттартăм. Сăмах май манăн пĕтĕм пурнăç автомобильпе çыхăнчĕ. Çак сферăра эпĕ 30 çул ытла. 4 çул ĕçленĕ хыççăн çурçĕре Надым хулине пĕр вырăна 5 çын конкурс витĕр тухса газ промышленноçне водитель пулса ĕçлеме кайрăм. Кĕçех автомобиль техникумне хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе механик ĕçне кÿлĕнтĕм. Çапла вĕт-ха, мăшăрăм;

В.Г.: Мăшăрăм Патăрьелĕнче, эпĕ Кÿстерекре çуралса ÿснĕрен унăн ачалăх çулĕсене хам куçпах курман, анчах чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăннăран тата çак тапхăрта унăн сăмахĕсем тĕрĕс пулнине хăнăхнăран йăлтах ĕненетĕп. Анатолийпе паллашса пурнăç çулĕпе пĕрле утнине вара халăхра "Турă çырни алăк умнех килет" тенипе танлаштаратăп. Хамăрăнне çеç мар, пирĕн несĕлсен пурнăçĕпе ĕçне пăхсан-тишкерсен те пире Çÿлти пĕрле пулма пилленĕ. Тольăн ашшĕ нумай çул вăрман хуçалăхĕнче, амăшĕ инвалидсене çуртĕнчемедсестрара, манăн атте-анне вара пурнăçăн ытларах пайне нефть пăрăхĕ пăхса тăрас ĕçре вăй хунине, икĕ енчи асаттесем те райпо тытăмĕнче ĕçленине, вĕсен иккĕшĕн те утарсем пулнине, аслашшĕсен ашшĕсем те (Толя енчен илсен вăл хăй арман тытнă, манăн вара - хăй эрех ĕçмен пулин те - эрехпе суту-илÿ тунă, хăйсен тăрăхĕнче пуян та паллă çын пулнă) ĕçре ялан малта пыма хăнăхнине, çак никĕс çинче ÿснĕ хĕрпе каччăна пĕрле пулма шăпа çырнă темесен мĕнле калайрăн-ха;

- Сирĕн хуçалăха пăхатăп та ĕçченлĕхĕрпе тирпейлĕхĕр куç умне тухать. Ырă енчен ăмсанмалли сирĕн ку ен епле çак шая çитнĕ-ха;

А.И.: Пысăк çемьере эпĕ иккĕмĕш ача пулнă. чăваш вара ĕçченлĕхĕпе те ĕçлеслĕхĕпе палăрнă, палăрать те. Манăн атте-анне те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те çакăнтан айккинче тăмаççĕ. Вĕсене юратнăран, хам хыççăнхи шăллăмсемпе йăмăксене атте-аннене пăхма пулăшас тĕллевпе ачаллах ĕçе явăçма пуçларăм. Ялта ÿснĕрен çĕр ĕçне, ял пурнăçне хам умра мала тăратрăм, çак йывăр лава çăмăллатма, ялпа хула хушшинчи уйрăмлăхсене хам тĕслĕхпе пĕтерме ачаллах тĕллев лартрăм. Ку вара ĕçлемесĕр пулмасть. Паян хам тĕслĕхре ĕç ялти йывăр пурнăçа та тĕпрен улăштарма пултарнине куратăп, çакна ял çыннисене кăтартатăп. Пурнăçра шанчăка çухатмалла мар, пурнăçăн киревсĕр енĕсене çул парассинчен асăрханмалла.

Ялсен социаллă аталанăвĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине ырламалла кăна, анчах пирĕн урама, пахчана, кил картине Президент килсе тирпейлемест. Çакă хамăршăн пулнине пирĕн ăнланса илмелле, пуçлăхсене ятласа тирпейсĕрлĕхре пурăнмалла мар. Çакна чуна хывсан тата вырăнти пуçлăхсем ял ыйтăвĕсем çине тимлĕрех çаврăнса пăхсан, чылай тирпейлĕхе укçасăрах хамăр енне çавăрма пулать. Хам тĕслĕхе илсе кăтартам. Паянхи вырăнта пурăнас ыйтăва пурнăçа кĕртме пуçласан, юнашар çырмари тасамарлăх Муркаш юханшăвне юхни, унта та кунта тĕрлĕ ăпăр-тапăр йăваланса выртни куçа килĕшÿсĕрччĕ. Çакна пĕтерме Шурча шкул ачисен пулăшăвĕпе вĕсене пĕр çĕре пуçтарса çĕр айне чавса хутăмăр, уçă çĕрсене курăк акса çырма хĕррипе 500 тĕпе яхăн йывăç лартрăмăр. Унтанпа вунă çул та çитмерĕ, тавралăх улшăнчĕ, кану кĕтесне аса илтерме пуçларĕ. Çак тирпейлĕхе тăвас çĕрте ĕçленĕ ачасем те, вĕсен ĕçне шута хуракан ашшĕ-амăшĕсем те кунта ĕлĕкрех хуçаланнă "илеме" тавăрас шутлă мар. Пĕлтĕрхи йĕпе-сапаллă çанталăкра юнашар пĕвене шыв аялтан шăтарса кайни кунта цивилизациллĕ пĕве тумалли ыйтăва çуратрĕ. Пĕве ял илемлĕхĕпе хăчĕ пулнине шута илсе кунта ял администрацийĕн пысăк тимлĕх уйăрма тивет.

В.Г.: Ĕçченлĕхпе тимлĕхе пурнăçра тăтăш аталантарса, çул уçса пымалла. Хамăра ĕçчен тесе каламастăп, анчах атте-анне пире ĕçе, тирпейлĕхе епле хăнăхтарнине калас шухăш пур. Ара, çулсем иртнĕ май вĕсем пысăк çимĕçе çаврăнса çитрĕç-çке. Астăватăп, манăн 4-мĕш класран пуçласа çумра хам ĕçлесе илнĕ укçа пулнă. Вăл вăхăтра çеткă çыхаттăм та укçине атте-анне хам çумра хăварма ирĕк паратчĕ. Çемьере эпĕ асличчĕ те хам ĕмпе икĕ шăллăма хавхалантараттăм. Аслă классенче вĕреннĕ чух укçа ĕçлесе илес тĕллевпе аннене кĕркунне колхоз хирĕнче çĕр улми ани йышăнтараттăмăр. Атте-аннен унта кайма вăхăчĕ пулманран ирхи 4 сехетре кĕреçесем йăтса çĕр улми кăларма утаттăмăр. Унтанах, пĕрле илнĕ шкул тумтирĕсене тăхăнса, вĕренме каяттăмăр. Уроксем хыççăн каллех çĕр улми пуссине. Çапла ĕçлесе илнĕ укçапа манăн та, шăллăмсен те хамăр туяннă велосипедсем, конькисем, йĕлтĕрсем пулнă. Кусемсĕр пуçне атте-аннесем шкулта "5" паллăсем илнĕшĕн укçа пани те пирĕнте "ĕç пурнăç тытса тăрать" тенине ачаллах аталантарчĕ. Килĕшетчĕ пире çакăн пек: хамăр ĕçлесе илнĕ укçапа хамăр хуçаччĕ. Хамăр ачасене те (ывăлпа хĕре) çамрăклах хăйтĕллĕнлĕх çулне "тутантаратпăр". Вĕсем иккĕшĕ те паян ĕçлеççĕ, хăйсен укçине куçăмсăр майпа (заочно) аслă пĕлÿ илес ĕçе хываççĕ.

А.И.: Ялта нумай чухне ашшĕ-амăшĕ воспитани ĕçĕнче чĕн пиççипе усă курать. Эпĕ пурнăçăмра çак çулпа пĕрре те усă курман. Ачасене эпир хамăрăн ĕç тĕслĕхĕпе воспитани паратпăр. Вĕсем паян пирĕнтен уйрăм пурăнаççĕ пулсан та, эпир вĕсем пирки иккĕленместпĕр, вĕсене шанатпăр, хамăр калаçура кашни ăнăçулăхшăнах хавхалантарассине тĕпе хуратпăр, вĕсенче - ыттисем пек мар - лайăххине кăна курма тăрăшатпăр.

- Пурнăçра сирĕнешкел ÿсĕм тума, шутлатăп та, пĕртте çăмăл мар. Анчах эсир çак иккĕленĕве çĕнтернĕ.

А.И.: Пĕрре каларăм, татах тепĕр хут калатăп: пурнăçра аталанăвăн пĕр хăвăртлăхне илсен, ăна чакарма юрамасть. Вĕренмелле, вĕренмелле татах та вĕренмелле тесе каланă пек ĕçлемелле, ĕçлемелле тата ĕçлемелле. Хамăр çемьене илес пулсан, пире Çурçĕр пиçĕхтерчĕ. Вăлах пурнăçа, ĕçе юратма, дисциплинăна, йĕркелĕхе, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентрĕ. Чылай çул Çурçĕрте пурăнса хамăр "хама" туптарăмăр. Шурчана таврăнсан, пĕрре хăнăхнă йĕркепе пурнăç хăвăртлăхне хăй еккипе ямарăмăр. Пытармастăп, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма хăнăхманран çĕн çĕрте хуçалăх çавăртăмăр, пурнăçпа тан пыма тăрăшса хамăр ĕçе пуçăнтăмăр, Шурчан социаллă аталанăвĕ çине хамăр тÿпене хыврăмăр. Палăртатăп, сăмахпа мар - ĕçпе.

В.Г.: Мăшăр калаçăвĕ çумне хутшăнса манăн çакна калас килет: пурнăçра ЧĂН ЮРАТУ пур иккĕленĕве-йывăрлăха та çĕнтерет. Паян хамăр несĕлĕн пурнăçне-аталанăвне танлаштаратпăр та пирĕн çулсене ПУРНĂÇ пĕрлештернине куратпăр. Çак ответлăх çине, темĕнле пулсан та, алă сулма юрамасть. Кунта манăн хамăрăн ПУРНĂÇри ЮРАТУ сукмакне аса илес килет. Шурчари 8 класлă, Мамăшри вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетне физмат факультетне вĕренме кĕтĕм. Турă çырни алăк умнех килет тенĕ евĕр 5-мĕш курса пĕр шăмат кун яла каймарăм. Пирĕн пÿлĕмри хăйĕн юлташĕн хĕр тусĕ патне çав юлташĕпе килнĕ каччăпа вахтăра хĕре чĕнекене "Вăл çук-ха, каярах кĕрĕр" теме тухсан паллашрăм. Çав вăхăтра Анатолий Çурçĕртен отпуска килнĕ пулнă, отпуск вĕçленсе пынă. Астăватăп, çак паллашу хыççăн 5 кунтан вăл Çурçĕре тухса кайрĕ. Пĕрре курсах чунсем туртрĕç пулас: пирĕн паллашу çырусем çине куçрĕ. Университет хыççăн эпĕ распределени йĕркипе Улатăр районĕнчи Иваньково-Ленино ялĕнчи шкула математика учительници пулса ĕçлеме кайрăм. Чăваш Республикинчи çав вăхăтри чи илемлĕ те хăтлă шкул маншăн паянчченех пурнăçри тирпейлĕх тĕслĕхĕ пулса юлчĕ. Календарь çинче 1980 çулччĕ. Тепĕр çулла Толя отпуска килсен, манăн тата ытларах унăн отпуск (отпускĕ те вăрăмччĕ) укçипе çĕршыв тăрăх çул çÿреве кайрăмăр: Ульяновскра, Тюменьре, Омскра, Новосибирскра, Барнаулта пултăмăр. Эпĕ пуçласа Çĕпĕрпе паллашрăм. Çак романтикăлла çул çÿрев хыççăн августăн 15-мĕшĕнче çемье çавăртăмăр, анчах романтика вĕ-ленмерĕ: виçĕ кунтан Толя Çурçĕре ĕçе тухса кайрĕ. Интерслĕ мар-и-ха, туй хыççăн Толя ялта 3 кун пурăнчĕ, эпĕ 5 кун. Кайран иксĕмĕр те ĕçре. Надым газовиксен хупă хули пулнăран унта ятарлă чĕнÿ кирлĕччĕ. Манăн вара вăл вăхăтри йĕркепе çав шкулта 3 çул ĕçлемеллеччĕ. Кунтах хăварас тĕллевпе 2 пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç пулин те, эпĕ унта кайса та пăхмарăм, мăшăрăм патнех кайма ирĕк шырарăм, çак тĕллевпе Мускаври Вĕрентÿ министерствине те çитрĕм, хама валли çул уçрăм. Толя чĕнÿ ярса панă çĕре эпĕ те унта кайма ирĕк илтĕм, çапла вара 1981 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Надыма çитрĕм.

- Хваттер панă çинчех Çурçĕре тухса кайнишĕн ÿкĕнместĕр-и;

В.Г.: Кунта манăн хурав кĕске: Тольăпа тĕл пулнишĕн, унпа çемье çавăрнишĕн нихăçан та кулянман эпĕ, кулянас та çук.

А.И.: Çурçĕре килнĕ мăшăрăмăн кулянмалла ан пултăр тесе вăл çитнĕ çĕре ятарлă вакунра вăхăтлăх пÿлĕм тунăччĕ. Хупă хулара пурăнакансенчен ытларахăшĕ аслă пĕлÿллĕ пулнăран ĕç вырăнĕпе кăртăнкă пулчĕ, анчах чăтрăмăр. Кĕçех Валя садикре ĕçлеме пуçларĕ, унтан шкулта çул уçăлчĕ. Ачасем пĕчĕккĕ чухне Валя вĕсене Надым тулашĕнчен хулана çитерсе 2 садике леçсе шкула ĕçе епле ĕлкĕрнинчен паян та тĕлĕнетĕп. Хамăр пурнăçри пĕрремĕш хваттере 1989 çулта илтĕмĕр. Уншăн епле савăннине сăмахпа калайрас та çук. 80-мĕш çулсем вĕçнелле Кÿстереке килсен ял çывăхĕнче дача участокĕллĕ пултăмăр. Унта çĕр çырли лартрăмăр та çулленех отпуска хамăр çĕр çине килсен çырла тататтăмăр, сутса паян-ыран пурăнмалăх укçа тăваттăмăр. Кĕр çитсессĕн каллех Çурçĕре. Пĕр çулхине пире Завидово поселокне тата правительство дачисене газификацилеме ярсан мăшăрăм яла таврăнчĕ, Шурчари ача садĕнче заведующире ĕçлеме пуçларĕ, çав çулсенчех ялта çĕр илтĕмĕр.

- Яла килсе кил-çурт çавăрас шухăш епле çуралчĕ-ха;

А.И.: Кунта Çурçĕр климачĕ витĕм кÿчĕ тесе те каламалла пуль тата ачасем те хамăр дачăшăн антăрасах каятчĕç. Ялти таса сывлăш мĕне тăрать тата! Паллах, Çурçĕрти ĕç хыççăн эпир Мускавра та, Санкт-Петербургра та вырнаçма пултарнă, анчах ачасене унта-кунта силлесе çÿрес килмерĕ, вĕсем юратнă дачă патнех килтĕмĕр. Хамăрăн паянхи çурт проектне эпĕ 1991 çулта Мускаври проект институтне заказ патăм. Ăна алла илнĕ хыççăн çулталăк хушши хам тĕллĕн çиччĕ виçрĕм. Хам строитель мар пулин те, хăш-пĕр улшăнусем, илемлĕхсем кĕртсе çурт турăмăр, 1995 çулта унта пурăнма кĕтĕмĕр. Çакна калатăп, пÿрт çамкине хĕçтимĕртен касса, чеканкăласа вырнаçтарнă элементсене тунă чух хамăр çурта Кремль сăнĕ кĕртес тесе шутланăччĕ, анчах илемлĕхсене Мускаври калăпăшпах тăваймарăмăр.

- Предпринимательство тенĕрен кунта та эсир хăйне евĕр пуçаруçăсем: районта коммерциллĕ автобус маршручĕсене эсир пуçласа уçрăр пулас, çапла мар-и;

А.И.: Çĕршыври çĕнйĕркелÿ обществăна предпринимательство юхăмне илсе килчĕ. 10-15 çул каялла укçа хăвăрт йÿнелме пуçласан, Çурçĕрте чухнех хамăр тупăша упраса хăварас тĕллевпе ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕне хăйне ĕçлеттерме пуçларăмăр. Кунсăр пуçне вăл вăхăтра ĕç укçи вырăнне таварпа пани те (пире ытларах Германирен кÿрсе килнĕ таварсемпе тивĕçтеретчĕç) вырăнтан  хускалма хĕтĕртрĕ. Çапла вара пасара тухрăмăр. Çакăнпа пĕрлех мăшăрăмпа иксĕмĕр те технологипе бизнес шкулĕнче менеджера вĕрентĕмĕр. Çакă Шурчана таврăнсан та кирлĕ пулчĕ. Ялти халăха вырăнтан вырăна куçса çÿреме автобус ыйтăвĕ çивĕч тăнăран республикăра промышленноçпа транспорт министерствинчен çулсем çинче харпăр хăй автобусĕсене çÿретме 1-мĕш номерлĕ протоколпа ирĕк илтĕм. Паян çак ĕçре пирĕн 3 "Газель" автобуспа пĕр ПАЗ автобус çÿреççĕ. Вĕсем валли иртнĕ çул ятарлă гараж хута ятăмăр. Çапла вара ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программине пурнăçлассишĕн тата ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр. Ĕмĕр пурăн - ĕмĕр вĕрен тенине шута илсе 1999 çулта патшалăхăн Мускаври уçă университетĕнчи автомеханика факультетне вĕренме кĕтĕм, 2002 çулта вĕçлерĕм, аслă пĕлÿ илтĕм, çав вăхăтра - 2001 çулхи февральте - хула çумĕнчи автобус маршрутне уçрăмăр.

Ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха пĕтересси пирки вуншар çул калаçаççĕ. Анчах...Ялсенче çав-çавах тирпейсĕрлĕх хуçаланать, кукăр-макăр картасемпе кил-çурт умне тултарнă стройматериалсем урамсен сăнне яраççĕ. Ялсенче тĕрлĕ ăпăр-тапăра тăкма цивилизациллĕ вырăнсем çукки пур çÿп-çапа та çырмасемпе вар хушшисене "хăвалать". Çакна ертÿçĕсем, ял администрацийĕн ĕçченĕсем курмаççĕ теес килмест, анчах... Кулленхи ĕçре вĕсем влаçа е хуçана ларас тесе тапаланнă пек ĕçлесен ялсен социаллă аталанăвĕ татах хăвăрт улшăнмалла. Вăрттăнлăх мар, ял çыннисен те паян çул çинче техникăран хăраса-пăрăнса мар, тротуарпа çÿрес килет. Çынра та, обществăра та пурте илемлĕ пулмалла.

- Сирĕн хуçалăх 2002 çулхи конкурсра "Республикăри чи лайăх хуçалăх" ята тивĕçрĕ.

В.Г.: Çапла. Çак çĕнтерÿшĕн пире 6800 тенкĕ преми те лекрĕ. Анчах эпир ăна пĕр шухăшлă пулса Шурча шкулне спорт инвентарĕсем илме патăмăр. Эпир иксĕмĕр те пурнăçра спортран аякра тăманскерсем, спортпа туслă пулни малашлăха шанчăклă пăхма пулăшнине ăнланатпăр. Ачасем пирĕн малашлăх тетпĕр пулсан, вĕсем спортпа ялан туслă пулччăр.   

- Анатолий Ивановичпа Валентина Геннадьевна! Уçă калаçушăн сире пысăк тав. Сăмах май, Анатолий Иванович, сире паян 50 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, райхаçат урлă район çыннисене хăвăр шухăшăрсемпе малашне татах тĕплĕнрех паллаштарасса шанатпăр.



17 марта 2004
00:00
Поделиться