Моргаушский муниципальный округ

Ыран - РФ Президенчĕн суйлавĕ

Гражданла тивĕçе пурнăçлар

Нумаях пулмасть РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйларăмăр, ыран вара Раççей Президентне суйламалла. Суйлав йĕрки мĕнле, улшăнусем пур-и кăçал; Çакăн пирки паян хаçат вулакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, территори суйлав комиссийĕн председателĕ Н.П. Петрова каласа парать.

- Нина Пантелеевна, кашни çыншăн ответлă кун, суйлав çитрĕ. Унта каякансен мĕн асра тытмалла;

- Суйлав мартăн 14-мĕшĕнче яланхи пекех 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен пулать. Сасăлама пурин те паспортпа каймалла. Çакна манса ан кайăр. Участокри суйлав комиссийĕнче кашни çынна пĕр бюллетень параççĕ. Малтан суйлав бюллетенĕ çине 7 кандидата кĕртнĕ пулнă. Анчах та вĕсенчен пĕри - Иван Петрович Рыбкин кандидат пулма килĕшни çинчен заявление каялла илнĕ. Çапла вара суйлав бюллетенĕнче 6 кандидат юлнă.

- Вĕсемпе кĕскен паллаштарăр-ха;

- Сулйлав бюллетенĕ çинче çак кандидатсем пулаççĕ:

Сергей Юрьевич Глазьев - 1961 çулта çуралнă, Мускав хулинче пурăнать, РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ, хăйне хăй тăратнă.

Олег Александрович Малышкин - 1951 çулта çуралнă, Ростов облаçĕнчи Тацинская станицăра пурăнать, РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ, "ЛДПР" политика партийĕ тăратнă, ЛДПР Аслă Канашĕн членĕ.

Сергей Михайлович Миронов - 1953 çулта çуралнă, Санкт-Петербург хулинче пурăнать, РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ, "Российская партия Жизни" политика партийĕ тăратнă, çак партин Председателĕ.

Владимир Владимирович Путин - 1952 çулта çуралнă, Мускав хулинче пурăнать, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, хăйне хăй тăратнă.

Ирина Муцуовна Хакамада - 1955 çулта çуралнă, Мускав хулинче пурăнать, вăхăтлăха ĕçлемест, хăйне хăй тăратнă.

Николай Михайлович Харитонов - 1948 çулта çуралнă, Мускав хулинче пурăнать, РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ, "Коммунистическая партия Российской Федерации (КПРФ)" политика партийĕ тăратнă, Пĕтĕм Раççейри "Народно-патриотический союз России" (НПСР) обществăлла юхăмăн Координаци канашĕн председателĕн çумĕ.

- Суйлав йĕрки мĕнлерех;

- Суйлавçăн хăй суйласа илнĕ кандидат хушаматне хирĕç вырнаçнă пушă клеткăна мĕнле те пулин паллă лартмалла. Енчен те бюллетень çине пĕр паллă та лартман е темиçе тăваткал ăшне паллă тунă пулсан вăл юрăхсăр шутланать.

Пĕр çын тепĕр çыншăн сасăлама пултараймасть.

Енчен те суйлав кунĕнче çын суйлав участокне пыраймасть пулсан, унăн çакăн пирки участокри суйлав комиссине суйлав кунĕнче 16 сехетрен кая юлмасăр шăнкăравласа пĕлтермелле е заявлени çырмалла. Вĕсене участокри суйлав комиссийĕн членĕсем киле пырса сасăлаттараççĕ.

Çакăнпа пĕрлех участокри суйлав комиссийĕсенче ятарлă (открепительнăй) удостоверенисем парас ĕç малалла пырать. Суйлавçă çак удостоверенипе суйлав кунĕнче кирек хăш участокра та сасăлама пултарать.

- Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр;

- Пурнăç малалла мĕнле пуласси çĕршыв шăпи эпир кама суйланинчен нумай килет. Çавăнпа та сасăлама каиччен пурте тĕплĕн шутласа пăхăр, 6 кандидатран чи тивĕçлишĕн сасăлăр. Суйлав кунĕнче те, паян та никамшăн та агитаци пама юрамасть7 Кашни хăйĕн ирĕкĕпе сасăлатăр.

Районти çынсем Конституци панă гражданла тивĕçе пурнăçласа суйлава активлă хутшăнасса шанас килет.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
15 марта 2004
00:00
Поделиться