Моргаушский муниципальный округ

Инкекрен асăрханма çăмăлрах

Кун тăршшĕ 12 сехете çывхарнă май çут çанталăк кунсерен ăшăтма пуçларĕ. Тавралăхăн чи илемлĕ вăхăчĕ - çуркунне - вăй илсе пырать. Унăн илемне туллин курма çуркуннене кĕтсе илме хатĕр пулас пулать. Паян çак ĕçре çурхи шыв-шур тĕп тĕллев пулса тăрать. Ăна ирттерсе яма иртнĕ уйăхрах район администрацийĕн пуçлăхĕ Муркаш Ен валли ĕçсен планне тата вĕсемшĕн ответлă специалистсемпе ертÿçĕсен ĕç комиссине çирĕплетрĕ. Комиссие райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ В. Никитин ертсе пырать.

Çуркунне ăшăпа илем çеç мар, инкек те илсе килме пултарнине шута илсе февраль вĕçĕнчех районти пушар чаçне республикăри чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕнчен В. Петьковран çыру килчĕ.

Пуçлăхсен хушăвĕ-çырăвĕсем хут çинче çеç ан юлччăр тесе çурхи шыв-шур вăхăтĕнче кашнийĕнех хăй умне лартнă задачăсене кая хăвармасăр тĕплĕ пурнăçламалла. Пушар хăрушлăхĕ енчен илсен те çак тапхăрта çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухасран уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Кунта çакна калатăп: пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче, предприяти-организацисенче чрезвычайлă лару-тăру валли резервра сĕрмелли-çунтармалли материалсем тытмалла, куçарса çÿремелли мотопомпăсем ĕçе хатĕр пулмалла.

Çакна палăртса хăваратăп, тĕрлĕ конструкцисемпе сооруженисем çинче выртакана çурхи юр йĕпенсе йывăрланнăран вĕсене авма-хуçма-ишĕлтерме пултарать. Кун пек тĕслĕхсем районта та çулленех пулаççĕ. Çакнашкал лару-тăрура электропроводасем татăлни е кĕске замыканисем пулни "хĕрлĕ автан" валли çул уçаççĕ. Кун евĕр тĕслĕхсемпе никĕсленнĕ пушарсенчен сыхланас тĕллевпе çивиттисем çинчи юрсене хальтерех антарнине нимĕн те çитмест. Çуркунне çут çанталăк шывпа пуян пулнăран ялсенчи пĕвесемпе плотинасене упраса хăварассипе тимлесех ĕçлемелле. Çав пĕвесемпе плотинасенчи шыв каярахпа, ялсенче вут-кăвар тухас пулсан, питех те вырăнлă пуласса кашниех пĕлетпĕр. Халĕ каланине шута хурса çурхи шыв-шур вăхăтĕнче пĕвесемпе плотинасене пăхса тăрассипе вырăнсенче ятарлă çынсене çирĕплетмелле, пысăк инкексенчен хăтăлма шыв çулĕсене вăхăтра уçса ямалла. Çак ĕçре пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, предприяти-организацисен, ял администрацийĕсен тăрăшулăхпа тимлĕх кăтартмалла.

Хаçат вулакансене çакна та пĕлтерес килет: çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çут çанталăк çинчен пĕлтернине хăлхана кĕртмесĕр ирттерсе ямалла мар. Çурхи шыв-шур хăвăрт иртсе кайĕ, çавăнпа та çак кĕске тапхăрта ыттисемпе пĕрлех выльăх фермисене, машинăпа трактор паркĕсене, тырă склачĕсене сыхласа хăварассипе ĕçсене туллин пурнăçламалла. Чрезвычайлă лару-тăруран асăрханасси инкеке пĕтерессипе кĕрешнинчен чылай çăмăлрах.

Кăçлахи мартăн 11-мĕшĕ тĕлне районта 6 пушар пулчĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 3 тĕслĕх сахалрах. Пĕлтĕр те, кăçал та асăннă тапхăрта 3-шер çын пурнăçĕ татăлчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 марта 2004
00:00
Поделиться