Техосмотр - ячĕшĕн мероприяти мар
Март уйăхĕн ăшă кунĕсем ял хуçалăхĕнче çур аки çывхарнине систереççĕ. Уй-хир ĕçĕсем вара ытларах техникăпа çыхăннине шута илсе ĕçсене явăçтаракан техникăна унчченрех техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларса вĕсем ĕçе епле хатĕррине пĕлмелле. Çакна валли Раççей Федерацийĕн Правительствин виçĕм çулхи 117-мĕш номерлĕ постановленийĕ те пур. Унта тракторсене, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр тата строительство техникине, вĕсен прицепĕсене патшалăх техника тĕрĕслевне тăратмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Вăл паян хуçалăх ертÿçисемшĕн, инженерсемпе механизаторсемшĕн тĕп саккун пулса тăрать. Кăçал тракторсемпе вĕсен прицепĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен март-апрель уйăхĕсенче, предприятисемпе организацисен, шкулсен май уйăхĕнче, хăйсен харпăрлăхĕнче тытакан граждансен май-июнь уйăхĕсенче техосмотр тăратмалла. Кăçалхи февралĕн 18-мĕшĕнче ЧР Ял хуçалăх министерстви тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен строительство тата çул-йĕр машинисене, вĕсен прицепĕсене Чăваш Республикинчи предприяти-организацисенче мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен техосмотр тăратма приказ кăларчĕ. Çак тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи И. Николаев килĕшнипе Чăваш Республикин Патшалăх техника надзор управленийĕн пуçлăхĕ В. Димитриев район валли график çирĕплетрĕ. Тракторсемпе прицепсемшĕн вăл çапла: мартăн 29-мĕшĕнче "Оринино", "Восток" хуçалăхсен тракторĕсемпе прицепĕсене техосмотр тăратмалла* мартăн 30-мĕшĕнче - Ильич яч. хис., Чкалов яч. хис.* апрелĕн 1-мĕшĕнче - Чапаев яч. хис., "Динамо"* апрелĕн 2-мĕшĕнче - Суворов яч. хис., "Тораево"* апрелĕн 5-мĕшĕнче - "Сеятель", "Чемеево"* апрелĕн 6-мĕшĕнче - Мичурин яч. хис., К. Иванов яч. хис.* апрелĕн 7-мĕшĕнче - Ленин яч. хис., Е. Андреев яч. хис.* апрелĕн 8-мĕшĕнче - "Хлебороб", "Волга"* апрелĕн 9-мĕшĕнче - "Юнга", "Передовик"* апрелĕн 12-мĕшĕнче - "Сундырский", "Нива"* апрелĕн 13-мĕшĕнче - "Колос", "Дружба"* апрелĕн 14-мĕшĕнче "Ударник"* апрелĕн 29-мĕшĕнче - "Моргаушская"* апрелĕн 30-мĕшĕнче - "Агропромхимия"* майăн 17-мĕшĕнче - "Моргаушагропромснаб", "Моргаушавтотехсервис", Муркаш кирпĕч завочĕ* майăн 18-мĕшĕнче - "Моргаушская" ПМК, "Моргаушкорм" ООО* майăн 19-мĕшĕнче - Муркашри сĕт завочĕ, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх* майăн 20-мĕшĕнче - Малиновка лесничестви* майăн 21-мĕшĕнче - Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ, Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, Ильинка лесничестви* майăн 24-мĕшĕнче - "Моргаушская" строительство организацийĕпе ытти предприятисем. Районти вăтам шкулсенчи тракторсене майăн 1-мĕшпе 2-мĕш вунăкунлăхĕсенче техосмотр тăратăпăр. Шкулсенчи çак ĕç вĕренекенсем тракторсемпе ĕçлеме квалификаци экзаменĕсем тытнă вăхăтпа тÿр килĕ.
Тракторсемпе прицепсене техника тĕрĕслевне тăратнипе пĕрлех май уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен выльăх апачĕ хатĕрлекен техникине тата вăхăтра техосмотр тăман техника хатĕрĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла пулать. Çак графикпа килĕшÿллĕн вăл е ку территорире пурăнакан уйрăм çынсен те хăйсен харпăрлăхĕнчи тракторсемпе прицепсене техосмотр тăратмалла пулĕ. Июль уйăхĕнче çак ĕçсене вырмана хутшăнакан техника тĕлĕшпе туса ирттерĕпĕр.
Мĕнех, хăнăхнă йĕрке тейĕ вулакан. Çакна хирĕçлеместпĕр пулин те, маларах пĕлтернине пăхмасăрах вăхăт çитсен ĕçсене хатĕр мар техникăна тăтăшах тĕл пулма, административлă мерăсем йышăнма тивет. Çапла ан пултăр тата ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса пырас тесен техника хатĕрĕсене вăхăтра техосмотр тăратмалла. Юсавлă техникăпа ĕç тухăçлăхĕ те ÿсĕ, малашлăх та шанчăклăрах пулĕ.
Техосмотра хатĕрленĕ техника çинче пур агрегатсен те ĕçлемелле, вĕсен таса, тормоз системисемпе руль управленийĕн юсавлă, огнетушитель, медицина аптечки, авари чарăнăвĕн паллисем пулмалла. Техника тĕрĕслевне хатĕрленĕ чух инженерсемпе механизаторсен техпаспорт, техталон, регистраци свидетельстви тата кашни механизаторăн медицина справки çинчен асрах тытмалла. Тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр пулин те, тĕрĕслевсем вăхăтĕнче вăхăт тухнă удостоверенисемпе усă курнине тĕл пулатпăр. Çакăн пек тĕслĕхсем ан пулччăр тесен, гостехнадзор органĕсем е ытти органсем (организацисем) 1991 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен панă удостоверенисене кая хăвармасăр паянах улăштармалла. Çакăн çине алă сулакансем тĕлĕшпе административлă мерăсем йышăнма тивĕ. Кăçалхи техосмотрăн çĕнĕ ыйтăвĕ те пур: тĕрĕслеве пыракан кустăрмаллă тракторсемпе прицепсен страховани полисĕсем пулмалла. Вĕсемсĕр техникăна тĕрĕслеве йышăнмăпăр тата кун пеккисене, çул çинче е ĕçре тытса тĕрĕслесен, административлă яваплăх кĕтĕ.