Хисеплĕ хĕрарăмсем!
Сире çурхи илемлĕ уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Çак кун кашни çемьерех юратнă асаннесемпе аннесене, мăшăрсене, тус юлташсемпе хĕрсене уявпа саламласа ăшă сăмахсем калаççĕ. Сире, тата сирĕн çинчен арçынсем темле лайăх сăмахсем каласан та, эпир сирĕн илемлĕхпе, ăшпиллĕхпе, шанчăклăхпа, чун пуянлăхĕпе тата тĕнчене çутă пурнăç, савăнăç кÿнипе тĕлĕнме пăрахмастпăр.
Хĕрарăм - пурнăç пуçламăшĕ. Çĕршыв пуянлăхне, тĕреклĕхне çирĕплетес енĕпе те хĕрарăмсен, хастар ĕçченсен, тÿпи пысăк. Вĕсем бизнесра, влаç органĕсенче, культура, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас ĕç сферинче, промышленноçра тата ял хуçалăхĕнче хăйсене шеллемесĕр тăрăшаççĕ, çав вăхăтрах хĕрарăмсем çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани параççĕ, пурнăçри йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыраççĕ.
Хĕрарăмсем ăнланса пулăшса пынипе ĕнтĕ арçынсем вăйлăрах, ăслăрах пулса пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕмĕртен ĕмĕре арçынсем хĕрарăмсем ячĕпе, хĕрарăмсемшĕн паттăрла ĕçсем тăваççĕ.
Ăсчахсем çапла каланă: хĕрарăмран çав тери лайăх, илĕртÿллĕ хĕрарăм тăвассинчен ансат ĕç нимĕн те çук - ăна юратмалла анчах. Хисеплĕ хĕрарăмсем, сире яланах илĕртÿллĕ, лайăх пулма, çирĕп сывлăх, телей, илемпе юрату сунатăп. Сирĕн çемйĕрсенче килĕшÿпе тулăх пурнăç пултă
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров. р.