Моргаушский муниципальный округ

Хастарлăхпа палăрать

Пурнăçра кашни ĕçех кирлĕ, хисеплĕ. Çак сăн ÿкерчĕкре эсир Муркашри сĕт заводĕнче тăрăшакан Галина Федоровна Поликарпована куратăр. 20 çула яхăн ĕçлет вăл кунта. Нимĕнле ĕçрен те пăрăнмасть Г. Поликарпова. Районти хуçалăхсенчен килнĕ сĕте йышăнать, тăпăрчă хатĕрлемелле-и, е кефир, сĕт пакетсене тултармалла - пур ĕçе те хаваспах пурнăçлать. Çĕнĕлĕхсене те хăвăрт алла илет вăл, çамрăксене те хаваспах пулăшать. Ырă кăмăллă, сăпайлă, хастар хĕрарăм коллективра та пысăк хисепре.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
04 марта 2004
00:00
Поделиться
;