Сезон уçăлчĕ, ăнăçусем кÿтĕр вăл
Спортăн хĕллехи енĕсене, уйрăмах йĕлтĕр спортне кăмăллакансемшĕн тахçантанпа кĕтнĕ ырă вăхăт çитрĕ. Тавралăх шур пĕркенчĕкпе витĕнчĕ, майĕпен пулин те, "шурă лĕпĕшсем" унăн чийне хулăнлатсах пыраççĕ. Сивĕсемпе çил-тăмансем чăнласах хуçаланма тытăнсан йĕлтĕр çине тăракансен кăмăлĕсем татах уçăласси пирки иккĕленÿ çук.
Иртнĕ шăмат кун вара, декабрĕн 20-мĕшĕнче, хĕллехи спорт сезонĕ районта официаллă майпа уçăлчĕ. Йăлана кĕнĕ çак старт йĕлтĕр спортне юратакансемшĕн сезонри пĕрремĕш старт кăна та мар чăн-чăн уяв. Район центрĕнчи йĕлтĕр базине çав кун вун-вун йĕлтĕрçĕ, 30 ытла команда пухăнни те ăна çирĕплетекен тĕслĕхех. Малтанхи пĕтĕмлетÿ вырăнне çакна кăна калар, асăннă ăмăртăва вĕсем пурте чун туртăвĕпе, хăйсен ирĕк-кăмăлне мала хунăран пуçтарăннă. Палах, мала тухас е çĕнтерес шанăç пурин те пĕр пек пулман, анчах хăйсене кăтартма та, ыттисене курма та ăнтăлни хăй кăна мĕне тăрать.
Хĕллехи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа пуçтарăннисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П.Петрова ăшшăн саламларĕ.
- Асăрхăр, ку ăмăрту çитес çулхи тĕп ăмăртусене пуçлаканни-уçаканни кăна-ха, - терĕ вăлĕ 2004 çул Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 60 çул çитнине манса ан кайăрĕ Çак паллă датăна районти мĕн пур ĕç çыннисем тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Эсир те, йĕлтĕр спортне чунтанпарăннисем çитес çулхи чи ответлă та пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе савăнтарасса шанатпăр. Вĕсенче чи маттуррисенчен тĕслĕх илĕр, вĕсемпе танлашма тăрăшăр.
Депутатсен районта Пухăвĕн депутачĕ, "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Н.Г. Ванеркин ырă сунса тата ăнăнçусем тума пехилленĕ сăмахсене те предприяттири спортсменсем кăна мар, ыттисем те ăна хыврĕçех пулĕ. Сăлтавсăр мар, ертÿçĕ пурне те спортпа туслă пулма сĕнчĕ, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлине палăртсах каларĕ.
Ăмăрту программипе килĕшÿллĕн, эстафета ăмăртăвне хутшăнакан хĕр ачасемпе арçын ачасен, хĕрсемпе яшсен, хĕрарăмсемпе арçынсен тапхăрсенче пюр-пюринпе ылмашăнса 2 тата 3 километрлă дистанцисенче вăй виçмеллеччĕ. Çанталăк кăларса тăратнă чăрмавсене кура (пулас трассăсене юр йĕркеллĕ хывса ĕлкĕрнĕ 2 километрлă трассăпа кăна чупрĕç. Тулли мар вăтам шкулсенчен (физкультура учителĕ В.И. Яриков) кунта Кашмашсене çитекенни пулмарĕ. Тĕрĕсрех каласан, шкулăн пĕрремĕш командине, мĕншĕн тесен Кашмашсем çак ăмăртăва виçĕ команда таранах тăратма пултарчĕç.
Вăтамш шкулсен командисенчен вара Ярапайкассисене (вăтам тата аслă ушкăнсемпе те) çитекенни пулмарĕ. Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен тăхăр команди ăмăртăва хутшăнни те хăтлă пулчĕ. Ăмăрту призерĕсем - "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики, Ильич ячĕ хисĕ хуçалăх тата Муркаш райповĕ. Сăмах май, асăннă предприятисен ертÿçисем хăйсем те ăмăртăва хутшăнса хăйсен спортсменĕсемшĕн ыр кăмăллăх сунса тата вĕсемпе пĕрле пулса пуçарулăх кăтартни - çав тери кăтартуллă пулăм. Эпĕ вĕсене спорта аталантарассишĕн канăçа çухатнă аксакалсем тенĕ пулăттăмччĕĔ хăйсен ÿсĕм шайĕнчи çулĕсене пăхмасăрах Тав тури, çакăн пек ертÿçĕсемпе пуçаруçăсем чĕрĕ-сывă пулсан предприяти-организацисенчи спорт пурнăçĕ те сывлама пăрахмастех-ха.
Çĕнĕ сезон ÿсĕмлĕ пултăрччĕ.
Спорт сезонĕ уçăлнă ятпа иртнĕ ăмăртура вара тĕп парнесене (кубоксене) Кашмашсем, Ярапайкассисем (шкулсем хушшинче) тата "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин йĕлтĕрçисем тивĕçрĕç.
Л. Шапошниковĕ
Сăн ÿкерчĕксенче, Н.П.Петрова саламлать Кашмашсен команди Ярапайкассисем - пĕрремĕшсем "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин команди – çĕнтерÿçĕ.