Пĕчĕк бизнес. Пуçаруллă пулнипе палăрнă
Юлашки çулсенче пурнăç улшăнни нумай отрасльсенче лайăх палăрать. Ĕçсĕрлĕх проблемипе пĕрлех çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те нумай йĕркеленеççĕ. Сăмахран, пĕчĕк бизнеспа ĕçлекен предприятисем те сахал мар халĕ. Кашниех тĕрлĕ ĕçпе, тĕрлĕрен продукци туса кăларать, е урăх пулăшу парать районти çынсене. Суту-илÿпе аппаланакансем ытларах-ха, çав вăхăтрах халăх ыйтакан таварсем туса кăларакан предпринимательсем те пур. Нумайăшĕ пачах çĕнĕ ĕçе пуçăннă. Пултарулăх, пуçарулăх, мал ĕмĕт пулсан, мĕн шутлани пулатех. Çакна Çĕньял Апашри А.А. Иванов предпринимателĕн тĕслĕхĕ те çирĕплетет.
Пирĕн республикăра ЧР Экономика министерстви икĕ çул ĕнтĕ "Чăваш енри çулталăкри чи лайăх предприниматель" конкурс ирттерчĕ. Иртнĕ çул та конкурса 50 яхăн заявка тăратнă. Унăн итогĕсене тĕрлĕ номинацисемпе пĕтĕмлетнĕ. Унта "Çулталăкри чи лайăх идея" номинацире А.А. Иванов çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Мĕнле ĕçпе çав териех палăрнă-ха вăл, мĕншĕн тивĕçнĕ çак чыса; Хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче унпа тĕл пулса калаçнă, хăйĕнпе тата хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарма ыйтнă.
- Александр Анатольевич, хăвăр çинчен кĕскен каласа парăр-ха;
- Эпĕ Чуманкасси ял администрацине кĕрекен Çĕньял Апаш ялĕнче 1966 çулта çуралнă. 1991 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне пĕтернĕ. Ун хыççăн çамрăк техниксен станцийĕнче судомоделистсен кружокне тата НТМ кружокне (начальное техническое моделирование) ертсе пыма пуçларăм. Çак кружокра декоративлă уяв çуртисене хатĕрлеме тытăнтăмăр. Вĕсем уяв сĕтелне илем кÿреççĕ, кирек епле çемьере те Çĕнĕ çул уявĕ е юбилейсем вăхăтĕнче усă курма меллĕ.
- Мĕнрен пуçланчĕ сирĕн ку ĕç;
- 1988 çулта, çемье çавăрнă хыççăн, мăшăрпа иксĕмĕр Мускав - Ленинград маршрутпа туй çулçÿревне кайрăмăр. Петропавловск крепоçĕ умĕнче пĕр киоскра шăпах çавăн пек илем кÿрекен çуртасем сутнине куртăмăр, тÿрех туянтăмăр. Вăл елкăра çутмалли çуртаччĕ. Ăна, илемлĕскерне, çунтарма шел пулчĕ, упрарăмăр. Çавăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ çак ĕç, интерес. Тен "хобби" тесен те тĕрĕсех пулĕ.
- Хăвăрăн ĕçпе кăштах паллаштарăр-ха;
- Çамрăк техниксен станцийĕнче чухне ахаль çуртасене ирĕлтерсе çĕнĕ форма парса сăрлаттăмăр. Майĕпен ку ĕçе хăнăхса пытăм, опыт та пухăнчĕ, çĕнĕ формăсем шутласа тупрăмăр. Çапла вара "Александр и компания" пĕчĕк предприяти йĕркелерĕмĕр. Ку ĕçе пирĕн виçĕ ача, мăшăр та хутшăнаççĕ. Мăшăрăм, Маргарита Валерьяновна, ясли-сад ертÿçинче ĕçлет. Материалсене тĕрлĕ заводсенчен илсе килетĕп.
- Республикăри конкурса хутшăнас шухăш мĕнле çуралчĕ;
- Унта хутшăнма чи малтанах мăшăрăм сĕнчĕ. Кирлĕ документсене, бизнес-план та вăл шутрах, тата ĕç мĕнле пулса пынине сăнлакан фотоальбом хатĕрлерĕмĕр те заявка тăратрăмăр. Мал ĕмĕтпе ĕçлемесен, хамăртан çирĕп ыйтмасан малалла кайма май çук. Çавăнпа та республика шайĕнче çак ĕç пирки пĕлтерме шутларăмăр та.
- Малашнехи тĕллевсем еплерех;
- Икĕ çул каялла çак ĕç валли ятарлă цех тума пуçланăччĕ. Ăна пĕлтĕр хута ятăмăр.Малашне унта 6 çын валли ĕç вырăнĕ туса парасшăн. Ĕçлес кăмăллисем пур. Халĕ пирĕн аталану вăхăчĕ кăна-ха. Ура çине тăрса малалла каймалла, ĕçлĕ çĕнĕ çыхăнусем йĕркелемелле, эпĕ хамăр хатĕрленĕ эрешлĕ çуртасене Шупашкарти, Йошкар-Олари, Чулхула, Ульяновск облаçĕнчи курттăмăн илекен базăсене леçетĕп. Тупăша ÿстерес тесен тавар пахалăхĕшĕн нумай тăрăшмалла, конкуренцие чăтмалла. Конкурентсем Мускавра пур. Вĕсен ĕç майĕсем пирĕннинчен лайăхрах, çуртасем те хитререх пулса тухаççĕ, вĕсене ют çĕршывсенче те туянаççĕ. Пирĕн вĕсенчен вĕренсе пымалла. ЧР Президенчĕ алă пусса панă дипломпа хаклă парне, вымпел правительство пирĕн ĕçе хакланине, шанăç хунине пĕлтерет. Пирĕн вара шанăçа тÿрре кăлармалла.