Çĕнĕ çул савăнăçпа тултăр
Кĕске справка. Пушар хăрушлăхĕпе илсен 2003 çул вут-кăвар инкекĕ сахалланнипе палăртать. Анчах çакă "Хĕрлĕ автанăн" хăрушлăхĕ чакнине пĕлтеретĕ Акă, 2002 çулхи 62 пушарта 3 çын пурнăçĕ татăлнă тата пĕр çын йывăр пиçсе кайнă пулсан, кăçалхи декабрĕн 22-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче пулнă 33 пушарта 4 çын вилнĕ тата пĕр çын пиçсе кайнă. Çак ÿкерчĕк пушар хисепĕ сахалланнипе лăпланмаллине пĕлтермест.
Ноябрь уйăхĕ пушар тухаслăх енчен, мухтав тура, лăпкă иртрĕ. Анчах декабрь пуçламăшĕнчех икĕ пушар пулчĕ. Иккĕшĕнче те электрохуçалăх юсавсăррине пула. Декабрĕн 4-мĕшĕнче 18 сехет çурăра Оринин ял администрацийĕнчи Мулкачкасси ялĕнче çав сăлтавпа уйрăм гражданин хуçалăхĕнче сарайпа ампар кĕлленчĕ, пурăнмалли çурт сиенленчĕ пулсан, декабрĕн 12-мĕшĕнче Юнкăра 20 сехет çурăра юсавсăр электрохуçалăха пула тухнă пушарта вара пурăнмалли çурт пĕтĕмпех юрăхсăра тухрĕ.
Çанталăкра сивĕпе ăшăш выляса тăрать пулин те, Çĕнĕ çул çывăхрах та çывăхрах. Урамсене те ун илемĕ кĕчĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе илессине халăх пысăк уяв вырăннех йышăнать. Çав ятпа кçех Çĕнĕ çул елки тавра савăнăçлă мероприятисем иртĕç. Ку тĕлĕшпе коллективсенче çулленех çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Елка илемне ÿстерме чылайăшĕ электричество çутипе, çуртасемпе тĕ ытĕ те усă кураççĕ. Çак тапхăр пушар тухаслăх тĕлĕшпе те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та Çĕнĕ çул уявĕсене ирĕке кайнă вут-кăвар ан тĕксĕмлеттĕр тесен Çĕнĕ çул уявланă май пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çав тĕллевпе,
- Çĕнĕ çул елкисене ирттерме ответлă çынсене çирĕплетмелле
- елка ирттерекенсен вăл пуçланиччен пÿлĕмсене тĕплĕн тишкерсе тухмалла, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем тĕлĕшпе тимлĕх уйăрмалла
- елка ирттерекенсен ун пирки вырăнти пушар хуралне маларах пĕлтермелле
- елкăна пушар хуралĕн ирĕкĕсĕр вырнаçтармалла мар
- елка ирттермелли пÿлĕмĕн урама тухма икĕ алăк пулмалла
- елкăна алăксем патне вырнаçтарас çук, унпа стена тата мачча хушши пĕр метр ытла пулмалла
- елка илемлетме хăвăрт хытса илекен теттесемпе бенгали çуртисемпе тата хлопушкăсемпе усă курмаĔ çуртасем лартма, туратсем çине вата хума юрамасть
- елка тавра çулăм е тĕтĕм тухсан унта пухăннă халăхаĔ ачасене эвакуацилемелле
- елкăна çутатма заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç усă курмаллаĕ
Асăннă йĕркене пăхăнсан Çĕнĕ çула пурсăмăр та савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илĕпĕрĕ Пурне те çывхаракан Çĕнĕ 2004 çул ячĕпе!