Моргаушский муниципальный округ

Пĕр ялтан - виçĕ поэт та пĕр тĕпчевçĕ

Сăмах кунта Ахмане ялĕн çыннисем пирки пырать. Пĕрне, сăвă йĕркисене шăрçалаканне, лайăх пĕлетĕп. Ахмане ялĕнчех тĕпленсе пурăнать вăл. Тивĕçлĕ канăва тухиччен хуçалăхра ферма заведующийĕнче нумай çулсем хушши чуна парса ĕçлерĕ. Ку - Виталий Павлович Васильев. Вăл сăвăсем çырма юратнине таврари ялсенче те лайăх пĕлеççĕ, паллаççĕ. Çулленех Питрав кунĕ ячĕпе ирттерекен ярмарккăсенче хăйĕн çĕнĕ сăввисене вуласа пухăннă халăха савăнтарать Виталий Павлович. Пурăна киле, май килтерсе, хăйĕн сăввисене пухса сумлă кĕнекех кăларма ĕмĕтленет. Тепĕр поэтне Михаил Львов (Ахмане Мишши) тесен лайăх пĕлеççĕ. Çитмĕл çулсенчи çак пултаруллă çын халĕ Красноярск крайĕнче пурăнать. Çамрăк чухнех, шкулта вĕреннĕ çулсенчех сăвăсем çырма тытăнчĕ вăл. Шупашкарта пурăнма тытăннă хыççăн ăна республика библиотекинче час-часах курма пулатчĕ. Вăл вăхăтри чылай паллă поэтсемпе тата писательсемпе çывăхланнăччĕ, хăйĕн хайлавĕсене республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче пичетлерĕ. Кайран, Красноярск крайне куçса кайсан та тăван тăрăха, хăй çуралса ÿснĕ вырăнсене, çут çанталăка халалланă сăввисем сахал мар пичетленчĕç. Ахмане Мишшипе эпĕ пĕр шкултах - Москакассинче - вĕреннĕ. Вăл аслăрах класраччĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, халĕ те сăвăсем çырать вăл. Çуралса ÿснĕ тăрăха та çитсе курасшăн, чĕрĕ-сывă тантăшĕсемпе тĕл пуласшăн, анчах ватăлнă май инçет çула тухсах çÿремест пулас. Манăн атте Варфоломей Игнатьевич Волков питĕ лайăх пĕлнĕ тепĕр поэт пирки уйрăмах каласа хăварас килет. Ахмане ялĕнче çуралса ÿснĕ, чăваш литературипе поэзийĕнче палăрăмлă йĕр хăварнă Андрей Петтоки ячĕ паян республикипех тивĕçлĕ вырăнта тăрать. Вăл çуралнăранпа кĕçех 100 çул çитет. Унăн сăввисене эпир шкулта вĕреннĕ чухнех вуланă, атте те вĕсене пухса пынă ("Сунтал" журналта, уйрăм кĕнекесемпе сборниксенче пичетленнисене). Паллах, ку ыт-ахальтен пулман. Поэт аттепе туслă пулнă. Вĕсем пĕрле таврари ялсенче агитбригадăпа çÿренĕ. Унăн йышĕнче Иван Мучи писатель тата сатирик, Илле Тукташ поэт т. ыт. те пĕрле чăмăртаннă. Атте, чи çамрăкки пулнă май, вăл е ку яла çитсен çамрăксене килрен киле чĕнсе çÿренĕ. Халăх пуçтарăнсан, писательсемпе поэтсем хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарнă. Ун чухнехи саманапа пурнăç пирки çынсем ыйтусем нумай панă, халăхпа калаçма вара чи малтанах Андрей Петтоки пуçланă. Хăйĕн сăввисене хут çине пăхмасăрах вуласа панă. Петтокире ертÿçĕ тата йĕркелÿçĕ таланчĕ тапса тăнă. Ахманере вăл колхоз председателĕ, парти ячейкин секретарĕ пулнă, комсомол ячейкин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăнă. Атте каласа панă тăрăх, çĕнĕ пурнăç пирки каласа-ăнлантарса çÿренĕшĕн ялти куштансем ăна пĕр пÿртре хĕнесшĕн пулнă. Çакна Адрей Петтоки пĕлнĕ те çамрăксене систернĕ. Вара вăл, Федосий Цветков, Мирон Цветков т. ыт. те унта пырса кĕрсе аттене çаптарман. Çамрăк чухне Петокки тĕреклĕ те вăйлă яш пулнă, хăрасах тăман. Ахмане ялĕнче унăн килĕнче пирвайхи радио та пулнă. Радио итлеме ун патне халăх тăп-тулли пухăннă, Ахманесем кăна мар, таврараи ытти ялсенчен те, пурте тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Петтоки сĕннипе, атте Каршлăхри партипе совет шкулĕнче вĕреннĕ (ăна кунти мăнастире хупсан уçнă). Унпа пĕрле час-часах çÿреме тивнĕрен, атте каланинчен поэт хăвăрт утса çÿрекен çын пулнине пĕлетĕп. Чылай чухне сăвă йĕркисем унăн пуçĕнче утнă чухнех çуралнă, вĕсене вара вăл чарăнса тăрсах хут çине куçарнă. Халăх вĕсене кăмăлласах итленĕ. Ваттисем те, çамрăксем те унпа курнăçма тăрăшнă, тем çинчен те ыйтса пĕлнĕ. Поэт мăн кăмăллă çын пулман, хăйĕн сăмахне яланах тытма тăрăшнă. Атте Мăн Сĕнтĕрте комсомол райкомĕн секретарĕ пулса ĕçлеме тытăннă, кайран çар службине кайнă. Петокки те Ахманерен Шупашкара пурăнма-ĕçлеме куçнă хыççăн вĕсем пĕр-пĕрне час-часах курайман. Анчах атте ăна тăтăшах асăннине, ун пек пулма тăрăшнине астăватăп. Çапла вара, Ахманере виçĕ поэт çуралса кун çути курнă. Литература критикĕ те пур. Çак ялтах çуралнă Геннадий Дегтярев вăл. Чăваш писателĕсемпе поэчĕсем пирки ку таранччен нумай материалсем пичетлерĕ, çав шутра хăйĕн ентеш-поэчĕсене халалланисем те пур. Апла пулсан, Ахмане ялĕ хăйĕн çакăн пек маттур çыннисемпе чăннипех мухтанма тивĕçлĕ.


15 декабря 2003
00:00
Поделиться